Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртсе (тĕпĕ: кӗрт) more information about the word form can be found here.
Пӗр дьякӗ хуралҫӑсене тем каларӗ те, вӗсене кремль картишне ним чӑрмавсӑр кӗртсе ячӗҫ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытӑ килнӗрен чӑм шыва ӳкнӗ учӗсене картишне кӗртсе ярса тата тӗл пулнӑ тарҫа вӗсене сӗлӗ ытларах пама хушса ҫап-ҫамрӑк йӗкӗтсем (йӗкӗтсем теме те ҫук — ачасем) хӑйсем камне каламасӑр тӳрех пӳрте чупса кӗчӗҫ те мӑрсана, ыйхӑпа суптӑрканӑскерне, тӗрткелесе тенӗ пек вырӑн ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗҫ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхи вӑхӑтра 80 гектар ҫинчи нумай ҫул ҫитӗнекен курӑка ҫулса пӑрахса пысӑк тюксем туса пӗтернӗ, ферма ҫумӗнчи пысӑк склада ҫумӑр лекмен ҫӗре кӗртсе хунӑ.

Help to translate

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Кӗтӳ кӗртсе каҫ пулсан халӑх ташӑ каҫӗнче савӑнчӗ.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

«Кӑҫал подстанци лартса фермӑна электричество кӗртсе пачӗҫ.

Help to translate

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

«Уттине, тыр-пулне пухса кӗртсе пӗтертӗмӗр ӗнтӗ.

Help to translate

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Ҫапла Николай хӗре киле илсе кӗртсе кӗрекене лартнӑ.

Help to translate

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Ҫав кунах вӑл документсене ялхуҫалӑх институтне зоотехника факультетне кӗртсе панӑ.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Кунта ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртсе, выльӑх-чӗрлӗх тата ӳсен-тӑран продукцине туса илессине ӳстерсех пыраҫҫӗ…

Help to translate

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Анчах хайхискере техника ҫине вӑйпа кӗртсе лартма тӑраҫҫӗ, ҫапкалашса-тапкалашса ҫав-ҫавах хӑтӑлать каччӑсен аллинчен халтӑр хӗр.

Help to translate

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Малашлӑхра татах та курӑмлӑрах ӗҫлеме, Чӑваш Енре тата Раҫҫейре пурнӑҫланакан проектсемпе программӑсене пурнӑҫа кӗртсе пыма ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Help to translate

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

— Этем ҫуратнӑ-ши сана е вӗре ҫӗлен чун кӗртсе хӑварнӑ-ши?

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурал вӗсене пӗр чарса тӑмасӑр шалалла кӗртсе ячӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай асапланнӑ хыҫҫӑн Ахтупай вара ӑна урипе тапа-тапа шалалла кӗртсе ячӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи чӑрмавлӑ ӗҫ сунарҫӑсемшӗн Хураҫкана упа шӑтӑкне кӗртсе ярасси пулчӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлашкинчен ҫӗҫӗ илемӗ кӗртсе Северьян хурҫӑ таткине шыва чӑмтарать.

Help to translate

4. Тимӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

2021 ҫулта сухайкассисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Муниципалитетсен чи лайӑх практики» конкурсӑн «Муниципалитет пӗрлӗхӗнче пурӑнакансемпе тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси тата ҫынсене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫне явӑҫтарасси» тата Хула хуҫалӑхне цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе модернизацилени» номинацисенче ҫӗнтерчӗ.

Help to translate

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Хальхи вӑхӑтри мероприятисене халӑх культурин элеменчӗсене кӗртсе уява тата илемлӗрех тума тӑрӑшать.

Help to translate

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, ырми-канми ӗҫре пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ҫынсене аса илсе чыс туни тата историри пулӑмсене шута илни малашлӑха ҫирӗп утӑмпа ярса пусма, ума лартнӑ тӗллевсене чӑрмавсӑр пурнӑҫа кӗртсе пыма май парӗ».

Help to translate

Асӑну каҫӗнче Пултаруллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ // Алена Пчелкина. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d0%b0%d1% ... b0%d0%bba/

Ҫулсерен ӗҫ планне ҫирӗплететпӗр, унта пурнӑҫламалли пӗлтерӗшлӗ чылай мероприятие кӗртсе хӑваратпӑр.

Help to translate

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed