Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртсе (тĕпĕ: кӗрт) more information about the word form can be found here.
Ҫак ҫӑмӑллӑха республика саккунне улшӑнусем кӗртсе ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

Сӑмахран, саккун проекчӗн тӳрлетнӗ редакцийӗнче хушма укҫа-тенкӗ кӗртсе хӑварнӑ.

Help to translate

Пӗрремӗш вулавпа // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11704-p- ... sh-vulavpa

Медсестра Алимпие питех пӑхса тӑмарӗ, машинӑна кӗртсе вырттарчӗ те хула больницине илсе кайрӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫав постановленисене пурнӑҫа кӗртсе пынипе ик-виҫ ҫултан пирӗн ялхуҫалӑхӗ тата ытларах вӑйланать, ҫавна май пирӗн пурнӑҫ та нумай аванланать…

Help to translate

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

— Пирӗн сулӑ юхса кайман, эпир хамӑрӑнне чиперех Энӗше кӗртсе Шӗшлӗ арманӗ патне ҫитернӗ.

Help to translate

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫунашкана Ҫтаппан пиччесен килкартине кӗртсе хӑварса, эпӗ те унталла утрӑм.

Help to translate

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, ман пылчӑк тивнӗ хулӑн пир кӗпе-йӗме хывса илсе, мана мунчана кӗртсе ячӗ.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Плаки, — терӗ анне, — ман ачана мунча кӗртсе яр-ха, хӑрушла пылчӑкланса кайнӑ, сысна ҫури пекех!

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӗшлӗ лашана хӑйӗн витине кӗртсе ячӗ, алӑк урлӑ сӑлӑп хучӗ.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лешӗ никама пӑхӑнман чӑвашсемпе вӗсене пулӑшма пынӑ ҫармӑссем ҫине хӗҫ-пӑшаллӑ казаксемпе шалти ҫар салтакӗсене вӗсилетсе кӗртсе ярать.

Тот с готовностью направил на подавление непокорных чуваш и помогавших им черемисов вооруженных казаков и солдат внутренних войск.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйӗн асӗнче Укка Микулая ҫӑвӑнтарса, тумлантарса, тирпее кӗртсе пӑхнӑ та — чипер йӗкӗтех-ҫке вӑл, вӑрттӑн Микулай, тесе шухӑшланӑ.

если Мигулая приодеть, причесать, кроле неплохой жених получается!

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун чул хӑнана пӗрре кӗртсе кӑлармах ҫур ҫул ӗҫлемелле.

Чтобы один раз принять столько гостей, ему полгода не разогнуть спины.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантура чӗнсе кӗртсе калаҫас та — кайтӑр ҫӑва патне.

Позвать в контору и поговорить, а там пусть катится хоть к черту?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗри картишне утӑ-улӑм йӑвантарса хӑварать, тепри вут-шанкӑ пушатать, виҫҫӗмӗшӗ ҫенӗке тырӑ миххи кӗртсе лартать.

кто-то скинет охапку сена или соломы, другой дровишек подбросит, третий снесет в амбар мешок зерна…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй ӗшенсе ҫитсен мунчара кӗтекен хӗр патне пӗр каҫхине Тӗмеркке хӑйсен ҫамрӑк тарҫине тӗксе кӗртсе ячӗ.

Когда Тимеркке изнемог от бесконечных ласк Эрнеслу, в один из вечеров он послал вместо себя к ждавшей его в бане девушке своего молодого работника.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Асатте валли кӗпе ҫӗлеттернӗччӗ те, ӑна ыран ирхине кӗртсе парӑп.

Да, рубашку для деда я сшила, занесу завтра утром, передашь ему…

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паллӑ ыйтӑва туллин пурнӑҫа кӗртсе пырас тесессӗн, патшалӑх енчен куҫарса паракан тӗрлӗ пулӑшусемпе те усӑ курса пыма пӗлмелле тенӗ сӑмаха ҫавӑрса канашлӑва пухӑннӑ ертӳҫӗсем.

Help to translate

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Кирлӗ пулсан, хӑш-пӗр тӳрлетӳсене кӗртсе хӑварма та тен май пулӗ.

Help to translate

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

«Чӑваш Республикин Правительстви регионта пурӑнакансене паха шывпа тивӗҫтерессишӗн, паянхи технологийӗсене тӗпе хурса мӗнпур палӑртса хунӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма пулӑшать.

Help to translate

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

2023 ҫулта плана кӗртсе хӑварнӑ объектсем чылай тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май, вӗсем: Ҫӗрпӳре, Патӑрьелӗнче, Сӗнтӗрвӑрринче е тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетсен пӗрлешӗвӗсенче пулӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed