Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртсе (тĕпĕ: кӗрт) more information about the word form can be found here.
«Ман ача шайба кӗртсе ячӗ.

Help to translate

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Хула строительствин планне туллин графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Хальхи вӑхӑтра унта транспорта ҫӳреме май туса панӑ, анчах реконструкци ӗҫӗсем хыҫҫӑн урам хӗррипе утмалли ҫулсене йӗркене кӗртсе пӗтереймен-ха.

Help to translate

Урам хӗррипе утмалли ҫулсене тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60522

Ҫак аслӑ вӑрҫӑра Европӑпа Америкӑри халӑхсем, ҫав шутрах Гитлер заправилисем чуралӑха кӗртсе ӳкернӗ Германи халӑхӗ те, пирӗн шанчӑклӑ союзниксем пулса тӑрӗҫ.

В этой великой войне мы будем иметь верных союзников в лице народов Европы и Америки, в том числе в лице германского народа, порабощенного гитлеровскими заправилами.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Пӗрлехи инвестициллӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма палӑртӑпӑр.

Help to translate

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн малашне те алла-алӑн тытӑнса, пӗрне-пӗри пулӑшса тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыма тӑрӑшӑпӑр.

Help to translate

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Документра икӗ регион хушшинче промышленноҫ, АПК тытӑмне, суту-илӳпе строительство, ЖКЖ, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ, социаллӑ хӳтлӗх, культура, туризм, спортпа тӑван тавралӑха упрас, ҫемье тата ҫамрӑксен политики пайӗнче пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пирки палӑртса хӑварнӑ.

Help to translate

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

— Хӑш-пӗрисене ӗненес пулсан, «нит» сӑмаха литература чӗлхине кӗртсе эс историре юласшӑн, классик ятне илтесшӗн имӗш.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна литература чӗлхине кӗртсе наука кандидачӗ е докторӗ пулма ӗмӗтленетӗр пулӗ-иҫ!

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Асӑннӑ наци проектне пурнӑҫа кӗртсе иртнӗ ҫулсенче 19,8 пин обществӑлла хутлӑха тата 29,5 пин нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене хӑтлӑх кӗртнӗ.

Help to translate

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Унсӑр пуҫне ӗнтӗ библиотека ӗҫченӗсем вулакана библиотекӑна илӗртес тӗлӗшпе ҫав тери нумай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен меслетсем шыраҫҫӗ, тӗрлӗ йышши кӑсӑклӑ программӑсем, проектсем пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Мӗншӗн тесессӗн ҫар комиссариачӗсем яланах хӑйсен тӳпине самаях пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.

Help to translate

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

Йӑлари хытӑ каяшсене пухса тирпейлессипе те ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе пыратпӑр, ҫӳп-ҫапа уйрӑм суйласа тирпейлесе пыма тӑрӑшатпӑр.

Help to translate

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Ҫирӗп аталану концепцине пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май, хӑш-пӗр уйрӑм ӗҫсене туса ирттернӗ тесен те тен йӑнӑшах мар пулӗ.

Help to translate

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Тата нумай ҫын космодромра космос ӗҫӗсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.

Help to translate

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

— Давай, давай, кӗртсе тӑварар! — тесе вӑл лава хӑех картишне кӗртсе ячӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ ҫав вӑхӑтра пилӗк ҫул хушши, хамӑн юратӑва кӗртсе, пӗр симфони ҫыртӑм, ҫырса пӗтерессе те шанманччӗ…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫапла, Зиминцев ҫакӑн пек меслетпех (анчах ку меслет Люся ҫулӗнчи тата ун вырӑнӗнчи хӗрачашӑн шӑпах чи витӗмли пулма пултарнӑ та, тата вӑл Зиминцевшӑн хӑйшӗн те начар пулман, мӗншӗн тесен ниҫта та нимӗнле йӗр те хӑвармасть), — ҫапла вӑл ҫакӑн пек меслетпех Люсьӑна ӗҫӗн питӗ аван мар вӗҫӗ патне илсе пыракан ҫул ҫине кӗртсе яма пултарнӑ, Евгений.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Ҫывӑхлатас» тӗлӗшпе вара тӗрлӗ сӗнӳсем тӑратаҫҫӗ: чӑваш чӗлхине вырӑс сӑмахӗсене ытларах кӗртсе пымалла, орфографипе вырӑс орфографийӗ майлӑ тумалла, шкулта вӗрентекен чӑваш грамматики те май пур таран вырӑс грамматики евӗрлӗ пулмалла т. ыт. те.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӗсене стена ӑшне кӗртсе лартман вӗт!

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed