Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑрах (тĕпĕ: йывӑр) more information about the word form can be found here.
Йывӑрах мар та…

Help to translate

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

— Заводра ӗҫлетӗп, — пӗлтерчӗ Верук, — эмалировщица, ӗҫӗ йывӑрах мар, аван ӗҫлесе илетӗп, пурӑнма пулать, ҫапах пӗччен кичем, — пуҫларӗ вӑл, эпир пуҫарма хӑяйман сӑмаха.

Help to translate

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Сирӗн халӗ иксӗрӗн те пӗр инкек, ҫавӑнпа сире пӗр чӗлхе тупма йывӑрах мар.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫӗ йывӑрах мар пулин те, вӑл ашшӗн хуҫӑлнӑ кӑмӑлне, чӗре суранне сипленме пулӑшасса ӗненеҫҫӗ.

Help to translate

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Юрать, хӗлле сивӗ пулнӑран ҫакна тума йывӑрах марччӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микулана хӑйӗн ултӑ ҫулхи ывӑлне Ванюка йӑпанма пианинӑ илсе пама та йывӑрах мар.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Куна тума ытлашши йывӑрах та мар.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ыйтӑва хуравлама йывӑрах та пулмарӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлме йывӑрах мар, сарайне ҫеҫ тухса пӑхмалла.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑрах мар вӗсем.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулса тӑма йывӑрах мар пек, валеҫсе утта киле илсе кайма — вилӗм.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайма йывӑрах мар та, килме питӗ кансӗр Хусана.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Унпа ытла йывӑрах мар.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Салтаксене шыраса тупасси, документсене тӗрӗслесси пирӗншӗн халӗ йывӑрах мар.

Help to translate

Шыравҫӑсем – слетра // Иван Филиппов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%88%d1%8 ... %80%d0%b0/

Атти юрать-ха, пултӑр, унпа чупма йывӑрах мар, анчах терликӗ Ивана пӗтӗмпех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Help to translate

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Выльӑх-чӗрлӗх валли рационне те хамах тӑватӑп, вӗсем чирлес-мӗн пулсан, йывӑрах мар чухне сыватма та тӑрӑшатӑп.

Help to translate

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Вӗсем йывӑрах пулмӗҫ, анчах тӑрӑшма тиветех.

Они будут нетрудными, но беспокойства принесут немало.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне питӗ йывӑрах мар, анчах ҫивӗч ыйтусене татса пама тивӗ.

Неделя будет не сильно загружена, однако пару острых вопросов вам все же придется решить.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ыттинче йывӑрах пулмӗ.

В остальном все будет несколько сложно.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем йывӑрах мар, ҫапах ӑшталанма тивӗ.

Они будут нетрудными, но беспокойства принесут немало.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed