Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтри (тĕпĕ: вӑхӑт) more information about the word form can be found here.
Константин Иванов, Николай Шупуҫҫынни тата вӑл вӑхӑтри ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ шӑп та лӑп ҫук япалана пур тума пултарнӑ та ӗнтӗ.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Шӑп та ҫав вӑхӑтри ҫынсем чӑваш литературин никӗсне хывнӑ та ӗнтӗ.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Кашни кунах Ульккапа сӑмахларӗ, кашни кунах ӑна хӑш енчен те пулин ырларӗ, иртнӗ вӑхӑтри пӑтӑрмахшӑн хӑйне те, амӑшне те хурла-хурла илчӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку цитатӑна хальхи вӑхӑтри медиксем те пӗлеҫҫӗ пулмалла.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ҫӑлтӑрсен пуххи пулни ҫинчен хальхи вӑхӑтри кашни чӑвашах пӗлет, анчах пирӗн авалхи асаттесемпе асаннесемшӗн ҫӗрлехи тӳпери ҫав илӗртӳллӗ ҫутӑсем хур кайӑк мамӑкӗсем пулнӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Малтанах эпӗ: «Хальхи вӑхӑтри арҫынсем хушшинче пӗр путлӗ ҫын та ҫук — вӗсемпе хутшӑнса чун-чӗрене ыраттармасӑр пӗчченех ӗмӗр ӗмӗрлӗп», — тесе паттӑрланнӑччӗ, анчах майӗпен шухӑш улшӑнчӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтри климата уҫса паракан даннӑйсене тӗпченӗ, Гренланди пӑрлӑхӗ мӗн таран ӳснине модельлесе пӑхнӑ.

Исследователи изучили данные о климате и смоделировали рост гренландского ледникового щита.

Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html

Тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ Раҫҫейпе Корейӑри специалистсен ушкӑнӗ пӗрлехи вӑйпа инновациллӗ транзистор шутласа кӑларнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтри аналогсен ҫитменлӗхӗсемсӗр пулса тухнӑ, ACS Nano публикацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл ӑшша нумаях ҫухатмасӑр сигнала питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫарма пултарать.

Международная группа российско-корейских специалистов совместными усилиями сумела создать инновационный транзистор, который не страдает от ограничений ныне существующих аналогов и способен осуществлять передачу сигнала на сверхбыстрых скоростях при минимальных теплопотерях, о чем гласит публикация в ACS Nano.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Ҫавнашкал илемлӗ вӑхӑтри хӗвеллӗ ӑшӑ кун пай пуҫлӑхӗ Анна Петровна Испуханова хӑйӗн пӳлӗмне чӗнтерчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Иккӗленетӗп: хальхи вӑхӑтри пек каласан, эп сурӑх ӗрчетессипе специализациленнӗ зоотехник.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Халӗ эпӗ хальхи вӑхӑтри пуканесем ҫине куҫрӑм.

Сейчас я перешла на современные куклы.

Ӑстасем пирӗн хушӑра пурӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/04/14/a%d1%81%d1 ... %d0%b0cce/

Вулавӑш пичет кӑларӑмӗсене упракан учрежденинчен хальхи вӑхӑтри информаци центрӗ пулса тӑчӗ.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

«Хальхи куҫпа пӑхас пулсан тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарни вӑл вӑхӑтри технологи суверенитетне палӑртать.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Иртнӗ вӑхӑтри писательсен пултарулӑхӗ ҫине ҫавӑн пек нигилистла пӑхакансене Исаев хӑй тахҫанах ҫакӑн пек ответ панӑ пулӗччӗ:

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла вара, «Нарспи» поэмӑн содержанийӗ — вӑл чӑваш халӑхӗн, ытти халӑхсен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан ӗмӗт-шухӑшсем, халӑхӑн сывӑ ӑс-пуҫлӑ ҫыннисем ҫав вӑхӑтри пурнӑҫа, ӗҫпе кӗрешӗве, телей, юрату ыйтӑвӗсене мӗнле ӑнланнине, поэт хӑй ҫав ыйтусене мӗнле ӑнланнине сӑнлӑхсемпе кӑтартса пани пулса тӑрать.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтри пекех.

Help to translate

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Ӑмсанатӑп сана, мӑн кӑмӑллӑ, хӑватлӑ Атӑл, эсӗ ӗмӗр тӑршшӗпех этемлӗхӗн чи ҫывӑх, шанчӑклӑ тусӗ пулнӑшӑн, темиҫе пин ҫул пурӑнса вӑл вӑхӑтри пурнӑҫа курма пултарнӑшӑн.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл куҫарнисем хушшинче А. Пушкин («Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Ял», «Хӗллехи каҫ», «Хӗллехи ир» т. ыт. те), В. Маяковский, Т. Шевченко, Джамбул Джабаев сӑввисем, М. Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри герой» романӗ (Н. Пиктемирпа пӗрле куҫарнӑ) тата ытти авторсен произведенийӗсем те пур.

Help to translate

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Аякра кустӑрма кӑлтӑртатни ҫывӑхрах пек, ҫумӑр иртнӗ вӑхӑтри аслати хӑлтӑртатнӑ пек туйӑнать.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed