Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтри (тĕпĕ: вӑхӑт) more information about the word form can be found here.
Ҫав кӑра вӑхӑтри шутлӑ кунсенчен пӗринче Новоград Свияжскинчи чиркӳсен мӗн пур чанӗсем чаплӑ уяври пек темӗнччен чанкӑлтатса тӑчӗҫ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ, кӑсӑклӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, вӑйӑ урлӑ хальхи вӑхӑтри шкул ҫинчен пӗлме май килӗ.

Они продемонстрируют свое профессиональное мастерство, выполнят интересные задания, через игру расскажут о современной школе.

Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем телевӑйӑра ӑмӑртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33713.html

Хальхи вӑхӑтри Чӑваш Енре ырӑ тӑваслӑх юхӑмӗ, пархатарлӑ ӗҫсен анлӑхне ӳстерсе пырса тата пурнӑҫӑн мӗнпур сферинех витӗм кӳрсе, хӑй ҫинчен тивӗҫлипе пӗлтерет.

Добровольчество в современной Чувашии активно заявляет о себе, увеличивая масштабы и расширяя границы участия во всех сферах жизни.

Олег Николаев Доброволец кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/05/gla ... et-s-dnyom

Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче эпир иртнӗ вӑхӑтри тата хальхи геройсен ячӗсене, асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗсене аса илетпӗр.

В Год выдающихся земляков мы вспоминаем Героев прошлого и настоящего, подвиги наших дедов и прадедов.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Вӗсен ҫуртӗнче пӗтӗм сӗтел-пукан, килте усӑ курмалли техника хальхи вӑхӑтри чи лайӑххисенчен пӗрисем темелле.

В их доме вся мебель и домашняя техника почти одни из лучших, что есть из современного.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Мирлӗ вӑхӑтри ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ салтаксен ячӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пирӗн асӑмра упранӗҫ.

Help to translate

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/18/ce%d0%bd%d1 ... %b5%d1%85/

Октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне выльӑх йышӗ пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтри шайрах, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ пӑртак ӳснӗ те.

Help to translate

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Вӑрҫӑ-харҫӑ, тӑшман танкӗсем пирӗн тӑрӑха ҫитеймен пулин те пирӗн вӑл вӑхӑтри 17 ҫултан аслӑрах ҫынсем чавнӑ окопсен пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк, мӗншӗн тесен вӑрҫӑ тухсассӑнах тӑшман пирӗн ҫӗршыври пысӑк лаптӑка кӗске вӑхӑтра ярса илме пултарнӑ.

Help to translate

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Вӗсем иккӗшӗ те тыл ӗҫченӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӑл вӑхӑтри ытти ҫынпа тан ырми-канми вӑй хунӑ.

Help to translate

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Хальхи вӑхӑтри мероприятисене халӑх культурин элеменчӗсене кӗртсе уява тата илемлӗрех тума тӑрӑшать.

Help to translate

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Вӑл вӑхӑтри документсене вуласан Хусан хӳтӗлев линийӗн (обвод) тӑршшӗ 434 км (Мари Эл, Чӑваш Ен, Тутарстан ҫӗрӗсем ҫинче) пулни паллӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинче (Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Тӑвай районӗсенче) 103 км танксенчен хӳтӗленмелли тарӑн канав (халӑхра окоп тетпӗр), Тӑвай районӗнче – 30 км (Д.В. Алексеев хатӗрленӗ карта тӑрӑх).

Help to translate

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Юлашки вӑхӑтри чи ансат мар тапхӑрсенчен пӗри.

Один из самых непростых периодов за последнее время.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашки вӑхӑтри чи йывӑр эрне пулӗ.

Один из самых непростых периодов за последнее время.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашки вӑхӑтри ӗҫсене пӗтӗмлетӗр.

Подведите итоги последнего времени.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл аппӑшне юлашки вӑхӑтри ӗҫсем пирки тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса пӗлтерчӗ: ывӑл ача ҫурални ҫинчен те, Соня чирпе асапланни ҫинчен те.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хальхи вӑхӑтри чи чее те хаяр тӑшмансем пирӗн — туберкулезпа трахома чирӗсем.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шывҫӳревпе круизсем ирттерме 1891 ҫулта кӑларнӑ Helka пӑрахутпа тата хальхи вӑхӑтри темиҫе караппа усӑ кураҫҫӗ.

Для проведения водных прогулок-круизов используется пароход Helka 1891 года постройки и несколько современных судов.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Ҫавна май регионта медицинӑн юлашки вӑхӑтри ҫитӗнӗвӗсене тӗпе хуракан технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ, ӑслӑлӑх-тӗпчев институчӗсемпе хутшӑнусем ҫирӗпленеҫҫӗ, ҫӗнӗ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ.

Для этого в регионе внедряются современные технологии на основе последних достижений медицины, укрепляются связи с ведущими научно–исследовательскими институтами, ведется работа по строительству новых объектов.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/19/ole ... nskogo-rab

Анчах ҫӗнӗ культурӑн тӗрӗс ҫулне тупма ҫав вӑхӑтри интеллигенцие ҫӑмӑл пулман-ха.

Help to translate

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Ҫаксем пирки вӑл аппӑшне хальлӗхе нимӗн те каламасть, анчах чун тӗпӗнче Моргианӑна вӑл чунне яри уҫнӑ вӑхӑтри урмӑшлӑхӗнче усӑ куракан хӗҫ-пӑшалӗшӗн каҫараймасть.

Пока она ничего не говорила ей об этом, но не могла, в глубине души, простить ей то страшное оружие, которым пользовалась Моргиана во время припадков душевного обнажения.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed