Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Шурӑ пӑнчӑ» — ҫапла ят патӑм эпӗ халь анчӑка — ӑшра савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, ман тавра ҫӗмрен пек вирхӗнсе чупкалать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Этем, ӑшра манран тухакан ТАСА СЫВЛӐША упраса, унпа вӑйпиттиленсе, хӑйӗн йӑхташӗсемпе эпӗ каласа пынипе ҫырнӑ кӗнекере палӑртнӑ 10 халаллӑ сӗнӳпе-хушнипе килӗшӳллӗн хутӑшса пурӑнмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах эпӗ мана чун-чӗререн ӗненекенсене, йӑлӑнса пулӑшу ыйтакансене, кирек мӗнле ӗҫе те мана асӑнса пуҫӑнакана, апата мана пуҫҫапса ларакана, вырӑн ҫине ман ятпа выртакана, савӑнӑҫра та, хурлӑхра та мана ӑшра тытса усракана ҫеҫ пулӑшатӑп.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унччен эсӗ ман пирки ӑшра иккӗленсе хускатнӑ, сана халӗ те канӑҫсӑрлантаракан ыйтусем ҫине хуравлам.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тупӑп-ха сансӑрах кама та пулин!» — «ҫийӗнчи кӗпине чарр! чарр! ҫурчӗ» вӑл ӑшра, вара сулахаялла пӑрӑнчӗ те, татах тем хивреленсе, чӗлхинчен туратлӑ, хисепсӗр сӑмахсем вӗҫерте-вӗҫерте, вӑрман хӑрӑмнелле ывӑнса йывӑрланнӑ, кӑмӑлсӑр, хӑпартнӑ урисемпе лӑнкӑ-ланкӑ, лӑнкӑ-ланкӑ, кӑнт-кант пускаласа лакӑштатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах Ула Тимӗршӗн халӗ тулта ҫеҫ мар, ӑшра та сулхӑн: малаш-каяша епле картмалла?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑлаварун хыҫалти вӗче кӗсйинче вӑл!» тенӗ сӑмахсене асран кӑлараймасӑр лешсем чӑнах ӑрӑмҫӑсем-асамҫӑсем пулни пирки вӗсен, Кӗҫтукпа Ула Тимӗрӗн, иккӗленӗвӗ ӑшра тарӑн тымарах яраймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӗнтӗ ӑшра иккӗленӳ йӗпхӗвӗ лӗс-лӗс тума пуҫларӗ, сулхӑн ҫил хашлата-хашлата иртрӗ, вӑйсӑрлӑхпа аманнӑ чун-чӗрене каллех мӗскӗнлӗх, тӗссӗрлӗх пусарлӑкӗ пусса илчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшра «тинӗс кӑра хумханма» ытлашши сӑлтав та ҫук темелле, пурпӗрех вӑл хӑйне тӑнӑҫ та канӑҫ туймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Вӑт сана пӗлӗтри ҫутӑсем…» — ӑшра хӗвел питӗнче симӗсленнӗ хӗрхӳ паранкӑ чӑмласа, кашни сӑмахне пусахласа, кӳренӳпе «пасартса» кӑларчӗ вӑл.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшра ҫилӗ хӑвала-хӑвала йывӑҫа алӑран вӗҫертсе ячӗ те пӗр авӑк сывлӑш ҫавӑрса тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Малалла ҫутта тӗллесе тапраннӑ май, Ула Тимӗр, ӑшра капланса хӑпарнӑ савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, йӑшшӑм-пӑшшӑмпа, «лакӑм-тӗкӗмлетсе» сӑвӑ та «арлама» пуҫларӗ (сӑмахпа ҫул кӗскелет):
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑшра вара пӗрремӗш хут шик ҫӑвӑре йӑшӑлтатса, ҫӳҫентерсе, куҫне уҫса илчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӗкӗте пичче ҫеҫ ӑшра автана «маттур!» тесе мухтаса илчӗ, вара вӑлах калаҫӑва малалла тӑсрӗ:
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
«Пурӗ-пӗр тӳрӗ ҫул ҫине кӑларатӑп сана», шутларӑм ӑшра.
Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.
«Ҫынна ӗҫ кӑна тӳрлетме пулӑшать, этеме — ӗҫ этем тунӑ», — тенӗ вӑл ӑшра.
Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.
Ун ҫинчен ман ӑшра лайӑх асӑнусем ҫеҫ юлчӗҫ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.