Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑшра вӑрҫатӑп:
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Шухӑшларӑм вара хам ӑшра: эсех-ши ку, Фэника — ӗлӗкрех ху полици участокӗпе иртсе пынӑ чухне йытӑсене те хӑратса тартнӑ Фэниках-ши, терӗм!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Пурпӗрех аннен уншӑн тӳлемеллӗх укҫи ҫук», — шухӑшларӑм хам ӑшра.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Ҫакмастӑп ӑна стена ҫумне! — шухӑшлатӑп хам ӑшра, вунӑ лей пирки те аннене шарламастӑп».«Не повешу, — думаю, — его на стенку! И маме ничего не скажу о десяти леях».
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Темиҫе йӗркине вӑл ӑшра вуларӗ, юлашки сӑмахӗсене сасӑпах каларӗ:
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Эс ӑна мана парнеленӗ чухнех ӑшра шухӑшларӑм та — калама хӑяймарӑм.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ку вара ӑшра темле канӑҫсӑрлӑх ҫуратрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Ӑшра хам савӑнатӑп ӗнтӗ, анчах пуҫа пӗр шухӑш пӑралать: эпӗ Ольӑпа ҫӳренине Оксана епле пӗлме пултарнӑ-ха?
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Манӑн ӑшра темӗнле хӑрушла кӗвӗҫӳпе хутӑш курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшме пуҫларӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Хӑвах пӗлетӗн: ӑшра вут ҫунать, ҫулӑм тухни те курӑнать пуль.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ытти чух салтак юрри ӗнӗрлеме те тытӑнмалла, халь пуҫра ним те пӑтранмасть, ӑшра кӑна лайӑх та ырӑ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Кӗвви ача чухнехи пек илемлех тухмарӗ пулин те, сӑмахӗсене ӑшра каласах кӗвӗлерӗм:
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Ирхи сивӗпе хам сиксе чӗтретӗп, анчах ӑшра ӑшӑ хавхалану капланнӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Анчах ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пурӑннӑ, пӗрре пӑхсах чухлама вӗреннӗ ҫынран ӑшра мӗн пуррине пытарма хӗн ҫав.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кун ҫинчен шухӑшласан ӑшра ҫилӗ капланса килет.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Эп тӑрӑшни сая кайрӗ, — тет мӑрса ӑшра, — ҫак Ту енчи мӑрсасене пулах пӗтӗм ӗҫӗм пӑчланчӗ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Айван терӗ ӑшра мӑрса, мана улталама шутлакан ҫын ҫӗр ҫинче виҫӗ кун та пурӑнаймасть.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ар-Сӗнтӗртен тухса килнӗ кун Кӗркке айван хана ӑшра хӗрхенсе те илчӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Ҫав кирлӗ, ҫав кирлӗ! — савӑнчӗ ӑшра Кӗркке.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑхӑт ҫитмен пуль ҫав, ӑшра ҫилӗ тулса ҫитеймен пуль — пӳлӗхҫӗ татӑклӑ утӑм тӑвасран чарса тӑрать-ха ӑна, кашнинче кӑшт тӑхтама хушать.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.