Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнӳсемпе (тĕпĕ: ҫитӗнӳ) more information about the word form can be found here.
Ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, кулленех малалла ӑнтӑлмалла, пурнӑҫӑн ырӑ енӗсене тӗпе хурса кунран-кун лайӑх ӗҫлемелле, яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнмалла.

Help to translate

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Сире ҫирӗппӗн малалла утса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем туса пире савӑнтарма сунатӑп.

Желаю настойчиво идти вперед к новым вершинам и радовать нас своими успехами и достижениями.

Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/25/ole ... huvashii-s

Пӗрлӗхре тата килӗшӳре ӗҫлесен ҫитӗнӳсемпе ырӑ кӑтартусем пулаҫҫех.

Help to translate

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Журналистика тытӑмӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑракан спикерсем вара кӑсӑклӑ статьясем ҫырас, сӑн ӳкерчӗксем тӑвас, социаллӑ тетелсемпе сайтсене йӗркелес ӗҫсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Help to translate

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Ӗҫре хастарлӑхпа палӑрнисене, пысӑк ҫитӗнӳсемпе ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнисене патшалӑх тата ведомствӑсен наградисене парса хавхалантарнӑ.

Help to translate

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Хуласем кулленех ырӑ енне улшӑнса пыни, ял пурнӑҫӗ лайӑхланни пурсӑмӑра та пысӑк ҫитӗнӳсемпе ӗҫлесе пыма хавхалантарнине пӗлтернӗ вӑл.

Help to translate

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Шанатӑп, кӳршӗллӗ регионсем ӳлӗмрен те ҫитӗнӳсемпе палӑрассине, пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ паха проектсемпе ӗҫлесе пырасса та ӗненетӗп», – тенӗ Марий Эл Республикин Пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев.

Help to translate

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Патшалӑх символӗсем паттӑрла ӗҫсем тума йыхравлаҫҫӗ, республикӑра пурӑнакансене ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма хавхалантараҫҫӗ.

Государственные символы воодушевляют на великие подвиги, вдохновляют жителей республики на трудовые успехи.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/04/29/glava ... aet-s-dnem

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма вӑй-хал сунатӑп», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче уява пухӑннисене саламланӑ май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Ҫирӗн пек ҫитӗнӳсемпе палӑрассишӗн кашнин яваплӑха туйса, таса чунпа халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Анчах та коммунистсем ертсе пынипе ял ӗҫченӗсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармаҫҫӗ, хайсен колхозне чи мала кӑларассишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫак тата ытти тӗллеве туллин пурнӑҫлас тесен ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармалла мар, ҫынсен нушисемпе ыйтӑвӗсем ҫине тата та тимлӗрех пӑхмалла, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла.

Для претворения в жизнь этих и других задач важно не останавливаться на достигнутом, быть внимательными к нуждам и запросам людей, любую работу выполнять на совесть.

Олег Николаев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/19/glava ... aet-s-dnem

«Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» представителӗсем, ача-пӑча, ҫамрӑк яш-кӗрӗм, шыравҫӑсен юхӑмӗнче тӑрӑшакансем, пӗр сӑмахпа каласан регионти мӗнпур ҫамрӑк, вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисем – форума килсе ҫитнӗ.

Help to translate

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Вӗренӳре, спортра, ӑслӑлӑхра, обществӑлла ӗҫсенче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫамрӑксене ҫулленех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендийӗпе хавхалантараҫҫӗ.

Help to translate

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Сире тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, ҫемьере юратупа килӗшӳлӗх тата ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтме сунатӑп!

Желаю вам мира и благополучия, свершений и побед, надежного семейного тыла и уверенности в завтрашнем дне!

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Паллах, ҫакӑн пек хӗрӳллӗ саманара поэтсемпе писательсен те куҫ умӗнче пулакан ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем ҫинчен ҫутатса пымалла.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ял хуҫалӑх пайӗнче вӑй хуракансем пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрни куҫ кӗртех.

Help to translate

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Сире халичченхи ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармасӑр ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума тата хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫутӑ тӗллевӗре пурнӑҫлама сунатӑп!

Желаю вам не останавливаться на достигнутом, покорять новые вершины и воплощать в жизнь все свои идеи!

Олег Николаев Чӑваш тӗррин кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/26/gla ... aet-s-dnem

Палӑртнӑ кун ҫӗнӗ ертӳҫӗне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Савватий, Шупашкар хулин Хисеплӗ гражданинӗсем: Наталия Партасова, Морис Яклашкин ӑшшӑн саламланӑ, ӗҫре ҫитӗнӳсемпе палӑрма вӑй-хӑват, пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме хавхалану суннӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

«Кашнин историйӗ, Чӑваш ЕНре ҫуралса ӳссе, пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма пултарнӑ ҫын, уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed