Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) more information about the word form can be found here.
Елчӗк территори пайӗн ертӳҫи Юрий Блинов тата Аслӑ Пӑла Тимеш территори пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Тихонова ялсенче иртнӗ граждансен пухӑвӗсенче ҫӗкленӗ ҫивӗч ыйтусене тишкерчӗҫ, пурнӑҫламалли ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ.

Help to translate

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый вырӑнти тата территори пайӗсен, учрежденисемпе организацисен ертӳҫисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлӗ канашлура округ шайӗнчи ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, пурнӑҫламалли тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Help to translate

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

«Мускаври Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне иртекен чаплӑ мероприятисене Эмомали Рахмона чӗннӗ пӗрле хутшӑнмалли ыйтусене сӳтсе явнӑ», - тенӗ Кремль сайтӗнче.

Help to translate

Путин Таджикистан президенчӗпе Рахмонпа телефонпа калаҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3755443

Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине, 2020-2025 ҫулсенчи программӑпа килӗшӳллӗн мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртме май килнине палӑртрӗ Олег Алексеевич.

Help to translate

Паян Шупашкарта Чӑваш Республикине тӗрлӗ енлӗн аталантарассипе стратеги сессийӗ иртрӗ // Лена АТАМАНОВА. http://hypar.ru/cv/news/payan-shupashkar ... yie-irtrie

Семинарта ял хуҫалӑх техникине эксплуатацилемелли ыйтусене, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли тата ӗҫ нормине сыхламалли требованисене пӑхса тухнӑ.

Help to translate

Ситекпуҫӗнче тракторсемпе прицепсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тухассине йӗркелес енӗпе зонӑри семинар-канашлу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-3716050

Пӗрисем выльӑхланса тухса каяҫҫӗ унтан, теприсем, вӗсен таса мар вырӑнне йышӑнса, пӗтӗм тӗнче тасарах пуласса шанса ӗмӗтленеҫҫӗ, тупӑшаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, халиччен пулман кӑткӑс ыйтусене татса парассишӗн кӗрешсе, вӑхӑтсӑр ватӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ансан, вырӑнти ҫынсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Ну а спустившись, пообщались с местными жителями на волнующие их вопросы.

Артур Зарипов Хушӑлкари Культура ҫуртне юсассипе техсовет ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3752068

Артур Зарипов вырӑнти ҫынсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Артур Зарипов встретился с местными жителями, с которыми обсудил волнующие их вопросы.

Артур Зарипов Хушӑлкари Культура ҫуртне юсассипе техсовет ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3752068

Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс воспитани парас ыйтусене, педагогсене йывӑр ачасемпе ӗҫлеме мӗнле хатӗрлемеллине ҫутатать.

Help to translate

Павлов Иван Владимирович // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... %BE%D0%B3)

Учительсемпе ачасем панӑ нумай ыйтусене тивӗҫлӗ хуравсем илтнӗ.

Учителя и ребята задавали много вопросов, на которые мы услышали достойные ответы.

Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, патриотизм — чӑн-чӑн ҫыннӑн паха енӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3640047

Ҫак отрасле мала ямалли ыйтусене «Туризма аталантарасси тата тараватлӑх индустрийӗ» уйрӑм наци проектне кӗртсе хӑварнине пула чылайӑшне татса пама май килчӗ.

Благодаря выделению вопросов развития отрасли в отдельный национальный проект «Развитие туризма и индустрия гостеприимства» нам уже удалось сделать очень много значимого.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах пурнӑҫланӑ ӗҫ малтанхи витӗмлӗ уссине кӳнисӗр пуҫне, тарӑн та ҫивӗч ыйтусене ҫиеле кӑларать, малашне вӑй хумалли ҫӗнӗ ҫул-йӗр уҫать.

Но проделанная работа помимо первичного эффекта вскрывает более глубинные проблемные вопросы, открывает новые горизонты и направления дальнейшей деятельности.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республика Правительствин тӗллевӗ – муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе ҫӳрес ыйтусене муниципалитетсемпе пӗрле, хальхи хӑвӑртлӑхсене чакармасӑр, татса парасси.

Задача Правительства республики – совместно с муниципалитетами, не сбавляя набранного темпа, решать вопросы межмуниципальных пассажирских перевозок.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Социаллӑ инфратытӑм халӑх пурӑнакан тӗп вырӑнсем тата ҫум территорисем тавра йӗркеленет, ҫакӑ халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне комплекслӑн ӳстермелли ыйтусене татса пама пулӑшать.

Социальная инфраструктура будет строиться вокруг опорных населенных пунктов и прилегающих территорий, что направлено на комплексное решение вопросов повышения качества жизни населения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫийӗнчен ку енӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпе тухса тӑма пултаракан ыйтусене татса памашкӑн резерв фондӗнче те укҫа ҫителӗклӗ — 2 миллиард тенкӗ ытла.

Help to translate

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ҫивӗч ыйтусене ырана хӑвармасӑр халех татса памалла — «эпир пулӑшӑпӑр».

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене те ҫийӗнчех татса парассишӗн вӑй хураҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/05/chav ... ije-30-cul

СССР Министрӗсен Совечӗ халӑх промыслисене малалла аталантарас тӗлӗшпе ятарласа постановлени йышӑннӑ, ку ӗҫри пур ыйтусене те ҫутатса тӑма «Декоративное искусство СССР» ятлӑ журнал кӑларма пуҫланӑ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Анчах та территори уйрӑмӗсенчи ялсенче куллен сиксе тухакан ыйтусене те татса памалла-ҫке.

Help to translate

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Пӗрлехи вӑйпа ҫак тата ытти ыйтусене те татса пама май пуласси иккӗлентермест.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed