Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикнӗ (тĕпĕ: чик) more information about the word form can be found here.
Кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ Матви ҫӑвар туллин ахӑлтатса кулатчӗ те ҫавӑнтах чикен чикнӗ пек ыратса кайнӑ пилӗкне ярса тытатчӗ…

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Вӑт, дисциплина пирки калаҫ эс ҫавсемпе, — терӗ вӑл, эрех кӗленчине шӑлавар кӗсйинчен кӑларса пиншакӑн шалти кӗсйине чикнӗ май.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫавӑнпа витре те кунтах ларать-ха, — терӗ вӑл таблицине майласа кӗсйине чикнӗ хушӑра.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шап-шурӑ нейлон кӗпине хуп-хура брюки ӑшне чикнӗ.

Help to translate

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Кӗтерук чӗри ҫӗҫӗпе чикнӗ пекех ыратса кайрӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак тери хур кӳрекен сӑмахсем Ҫтаппан чӗрине ҫӗҫӗпе чикнӗ пек ыраттарчӗҫ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑй умӗнчен иртсе кайнӑ хӗрарӑм пуп матушки пулнине аванах палласа илчӗ — унӑн чӗри йӗппе чикнӗ пек ыратма пуҫларӗ.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ана ҫинчен тухса лашине тепӗр хут ачашларӗ, «маттур, маттур» тесе, кӗсйине чикнӗ ҫӑкӑр чӗллине ҫитерсе ячӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамра-мӗнре Петӗре тӗл пулсан, вӑл, вӑтананҫи пулса, пуҫне чикнӗ пек тӑвать, хӑй ҫав хушӑрах, тӗм хура куҫӗсемпе ун ҫине тем кӗтнӗ пек тӗмсӗлсе пӑхса, чуна хускатмалла ӑшшӑн йӑлкӑшса кулать.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хутаҫсем пушӑ мар-ха — шӑрттан та, типнӗ чӑкӑт та чылаях чикнӗ арӑмсем.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп илтнӗ, мӑрсасем вӑл хута ҫухатасран ҫӗр айне чавса чикнӗ тет.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тиекне вара сенӗкпе чикнӗ тет.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗҫ-пӑшал ҫитменнипе чулсемпе те пенӗ, сенӗкпе те чикнӗ, пуртӑпа та каснӑ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн ҫыннисем, чуху пӗлтерсе тӑракансем, ӑна ырринчен ытларах усаллине систерсе тӑчӗҫ, ҫав сӑмахсенчен хӑшӗсем ун чӗрине йӗппе чикнӗ пекех ыраттарчӗҫ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Усал ҫулпа силленсе килнӗрен унӑн аяк пӗрчисем чикен чикнӗ пек ыратрӗҫ, выҫӑ хырӑм вӗҫӗмсӗр чӑрлатса пычӗ, ҫитменнине тата юнашар выртакан аманнӑ ҫынсем чуна кайса тивмелле йынӑшрӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утти хӑйӗн юлхав, пуҫне ҫӗрелле чикнӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сӑрра чикнӗ пек курӑнакан пӗлӗтсем ҫӗтӗлме тытӑнчӗҫ, туртӑнса чӗрӗлчӗҫ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кашни курупкана ҫырусем чикнӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Виҫҫӗшне вӑл чиксе пӑрахнӑ, анчах тӑваттӑмӗшӗ хӑйне хыҫалтан пырса чикнӗ.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Киле кайнӑ чух вӑл хӑйӗн кӗнекисемпе пӗрле Ваҫукӑн истори кӗнекине сумкине чикнӗ пулнӑ.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed