Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карттусӗ — колоннӑн пӗр болчӗ, электродсем чикнӗ, ҫӗмӗрӗлмен кӗленче пуҫӗ курӑнакан сумка тепӗр болчӗ ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Хирӗҫ тимӗр пусмапа «Палан» юрӑ кӗввине ӗнерлесе виҫ кӗтеслӗ тутӑрне каялла туртса ҫыхнӑ, кӑвак комбинезонӑн малти пӗчӗк кӗсйине утмӑлтурат ҫеҫки чикнӗ чӑп-чӑмӑр ҫан-ҫурӑмлӑ, ҫаврака кӑкӑрлӑ хӗр анать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Самаях аван авӑнать иккен-ха хӑй — ҫӗр тенкӗ чикнӗ.
Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.
Татах вучаха чикнӗ.
«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.
Пуҫа чикнӗ те пӗрре — йывӑҫ кутне, каҫпа пилӗке ик алӑпа тытса тӳрлетнӗ те — киле.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чӑнах та такам хӗҫпе чикнӗ пекех ыратать ун кӑвапа тӗлӗнче.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑл урӑх тум тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ иккен, пижама йӗмне брюкипе улӑштарнӑ, йӗм пӗҫҫисене атӑ ӑшне чикнӗ, тавӑрнӑ ҫаннисене антарнӑ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Сӗтелсем ҫинче темӗн чухлӗ колба, штативсем ӑшне чикнӗ пробиркӑсем, спираль евӗрлӗ кантӑк трубкӑсем…
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хулпуҫҫийӗсем хыҫне ҫакнӑ амӑшӗ ҫӗлесе панӑ пир хутаҫҫа икӗ ҫӑкӑр чикнӗ, ҫӑпата сырнӑ, вӗренӳ ҫулӗсенче ачасемпе ушкӑнпа райцентралла ҫуран ҫӳренине аса илет.
Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052
Вара ӑна, ватӑ, чирлӗ, юнлӑ суракан ҫынна, хул пуҫҫи таранах юр ӑшне алтса чикнӗ.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ курсантсен ушкӑнӗ инструктор умӗнче ҫур ункӑ пулса тӑнӑ, инструкторӗ планшет ӑшне чикнӗ карттӑна малалла тӑсса кӑтартать.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Неччу шӑпӑл-шапал калаҫса тӑма! — терӗ те Ваҫҫа, хуҫлатса чикнӗ тимӗр метрне кӗсйинчен туртса кӑларчӗ.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫак шухӑш ун чӗрине йӗппе чикнӗ пекех ыраттарчӗ.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн, South China Morning Post ҫырнӑ тӑрӑх, китаянка смартфона сумкӑна пуҫтарса чикнӗ те лавккаран тухса кайнӑ.
Ҫӗнӗ iPhone-лӑ пулас тесе китаянка трос кӑшласа татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35929.html
Асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пӗҫҫинчен чикнӗ.
Кармал ялӗнче пиччӗшӗ шӑллӗне вӗлернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35614.html
Хӑраса ӳкнипе хӗвне чикнӗ вӗрене юр ӑшне кӑларса ӳкерчӗ.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Уҫӑ алӑкран пуҫне чикнӗ амӑшӗ асламӑшне вӑратать.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Кам килсе чикнӗ ку эсрел япалине?!
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Ҫерем ҫинче нӑрӑсем шӑтӑкӗсенчен йӑраланса тухаҫҫӗ те, хыт ҫунат айне хуҫлатса чикнӗ ҫурхах ҫуначӗсене каялла кӑларса ярса, вӗҫсе хӑпарма меллӗрех вырӑн шыраса уткалаҫҫӗ, сывлӑшра унта та кунта вӗркеҫҫӗ вӗсем, сайра хутра ҫын ҫумне нӑрлатса пырса сапӑнаҫҫӗ те пачах ҫӗре ӳкеҫҫӗ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Тоня тутине ҫыртса лартнӑ, пуҫне чикнӗ.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.