Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черккине (тĕпĕ: черкке) more information about the word form can be found here.
— Тӑвансем ҫинчен аса илмесӗр ҫухалса пурӑннӑ анра сурӑхшӑн ӗҫӗпӗр! — эрех черккине шӳтлӗн-мӗнлӗн ҫӗклерӗ Виссарион Игнатьевич.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эс Мамарлановпа тӗл пулма хӗр пекех чиперлентӗн те, анчах вӑл сана кашкӑртан та ытларах кураймасть! — эрех черккине канӑҫсӑррӑн выляткаларӗ Васса-Васяна.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Тавтапуҫ, Петр Васильч, — терӗ вӑл, панӑ черккине пушатса.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗртен пӗр йӑпанӑҫ та ҫак анчах, — терӗ лесник, юлашки черккине ҫӗклесе.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫӗр ҫул пурӑнӑр, — тесе, Макар черккине Польӑпа шаккарӗ те, эрехне кӑшт ҫеҫ тутанса, каялла лартрӗ.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар ҫӗкленӗ черккине каялла лартрӗ, сӑнӗ кӑмкара пуҫларӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫапах хӑй черккине те кӑштах ячӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Оксана шаккарӗ те черккине лартрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Сыпма сыпсах каймастӑп пулин те, ӑшшӑн тӗл пулнӑ кил-йышра пӗр-икӗ черккине пушатма тиврӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пуҫу ӳксе ҫурӑлман пек чухне пӗр черккине йӑвантарса пар-ха! —

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ик-виҫӗ черккине ӳпӗнтерчӗ те вӑл, ҫырткаламаллисем илсе, хӑй вырӑнне тухса тӑчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Черккине сӗтел ҫине лартрӗ:

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн айкашатӑн эсӗ? — черккине тытмарӗ Михха.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, Лукарье кӑмӑлне асӑрхамасӑр, эрехе иккӗ-виҫҫӗ сыпсан, черккине каялла пама тӑчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников ӳсӗр аллипе эрех черккине тытрӗ, хӗрелсе тӑртаннӑ куҫӗсемпе усламҫӑсем ҫине тӗллерӗ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха пушаннӑ кӗленчипе черккине айккинелле лартрӗ, Хӗлип еннелле уртӑнчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗмӗш черккине васкамасӑр сӑрӑхтарса типӗтрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ аллинчен эрехпе черккине илчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗссе-пӗссе тыткаласан, ҫуркуннеччен ҫитет пулӗ теп те, темле ҫав ӗнтӗ, — тин кӑна тултарнӑ тепӗр черккине тӗплерӗ Хветут.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed