Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшинче (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Лайӑх-ҫке анне килте чухне, ҫутӑ лампа айӗнче, шурӑ ҫиттипе витнӗ сӗтел хушшинче ларма…

Хорошо, когда мама дома, сидеть за столом, покрытым белой скатертью, под яркой лампой…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Лёша лӑпчӑнса ларчӗ те кӗнекесем хушшинче чакаланма пуҫларӗ.

Лёша присел на корточки и начал рыться в книгах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

— Кил хушшинче сикмелле вылять.

— На дворе в прыгалки играет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Вӗсен хушшинче Со-чжу та пур.

Среди детей был Со-чжу.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ, сӑмахран, Хулань уездӗнче Чанлин районӗнче пӗр эрне хушшинче пин ҫамрӑк ытла ҫара кайма ҫырӑннӑ.

Вот, например, в Чанлинском районе уезда Хулань за одну неделю в армию записалось свыше тысячи молодых парней.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сяо Сян, Го Цюань-хай тата Яланах Пуян Ли кунӗпех сӗтел хушшинче лараҫҫӗ, халиччен тунӑ ӗҫсен итогне турӗҫ.

Сяо Сян, Го Цюань-хай и Ли Всегда Богатый целый день провели за столом, подводя итоги проделанной работы.

XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чи хӑравҫисем те туяпах автоматчиксене хӗҫпӑшалсӑрлатаҫҫӗ пулсан, вӗсен хушшинче сӑтӑрлӑ ӗҫсем тума хӑтланни — ӑссӑр ӗҫ.

А вести подрывную работу среди людей, самые трусливые из которых с помощью палки разоружают автоматчиков, — просто безумие.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хаваслӑ ҫынсен хушшинче телейсӗр пулни те тупӑнчӗ.

Нашлась, однако, среди этих счастливых людей и обездоленная неудачница.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсен хушшинче ӗмӗрте пулман харкашу пуҫланса кайрӗ.

Разразился такой скандал, какого еще никогда не бывало между супругами.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Малтанласа вӑл сӗтел хушшинче мӗн ҫинчен калаҫнине итлесе выртрӗ, анчах икӗ талӑк ҫывӑрманни хӑй ӗҫнех турӗ: вӑл часах ҫывӑрса кайрӗ.

Некоторое время Го Цюань-хай прислушивался к разговору за столом, но две бессонные ночи дали себя знать: он быстро уснул.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл Хуа Юн-сине иртнӗ вӑхӑта аса илтерчӗ, ун чух тунӑ паттӑрла ӗҫсем тепӗр хут ял хушшинче активист пулма хушнине ӗнентерчӗ.

Он заставил Хуа Юн-си вспомнить прошлое и убедил его, что прежние заслуги обязывают вернуться к той работе, которую он вел в деревне.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Иккӗшин хушшинче хирӗҫӳ пуҫлансан, арӑмӗ яланах ҫиеле тухнӑ.

И всякий раз, как только между ними возникали ссоры, терпел поражение.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑйне виҫӗ ҫул хушшинче ӗҫре кӑтартсан, ун ҫине текех помещик ҫемйинчен тухнӑ хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ.

Если она честно проработает три года, к ней не будут больше относиться, как к женщине из помещичьей семьи.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑмсен хушшинче пӗри ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.

Среди женщин кто-то всхлипнул.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сӗтел хушшинче ларакан президиум кашнинех тӳсемлӗ итлет, ыйтусем парать, ҫавӑн хыҫҫӑн тин решени йышӑнать.

Разместившийся за столом президиум терпеливо выслушивал каждого, задавал вопросы и только после этого выносил решение.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ун пеккисене эсӗ ахаль ҫынсем хушшинче тупаймастӑн.

— Таких ты среди простого народа не найдешь.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн Го Цюань-хай пӳлӗмне кӗнӗ ҫӗре председатель сӗтел хушшинче ларатчӗ.

Когда он, умывшись, вошел в комнату Го Цюань-хая, председатель уже сидел за столом.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сӗтел хушшинче ларакан Сяо Сян кам мӗн каланине ҫырса пычӗ.

Сяо Сян, сидя у стола, записывал речи выступавших.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ хӑвах пӑх-ха: пуянсем ҫулталӑк хушшинче те урлӑ выртакана тӑрӑх ҫавӑрса хумаҫҫӗ, анчах тутлӑ ҫиеҫҫӗ, мӗн чул кирлӗ, ҫавӑн чул ӗҫеҫҫӗ.

Ты сам погляди: богачи целый год палец о палец не ударят, а едят вкусно и пьют, сколько хотят.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Виҫӗ ҫул хушшинче Фома ҫинчен нимех те илтӗнменччӗ.

За все три года о Фоме не слышно было ничего.

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed