Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатать (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сисет Абаев кӗҫӗн сержант: «кил» сӑмах кашнин чунне хӗмлентерет, салтак хул-ҫурӑмӗнчи кашни клеткӑна вылятса хускатать.

Help to translate

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл пире тӑвӑлпа мар, юратупа тавӑртӑр, — хускатать сӑмахне Ванюк.

Help to translate

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерешлӗ ыйтусем хускатать. Вӑл тӑван литературӑра хӑйӗн вырӑнне тата вулаканне тупни савӑнтарать»,– терӗ Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова унӑн пултарулӑхне, литературӑри ҫитӗнӗвӗсене тишкернӗ май.

Help to translate

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... arul-h-ka/

Халӗ пукансене шӑкӑр-шакӑр хускатать, чашӑк-тирӗке чӑнкӑр-чанкӑр тутарать.

Help to translate

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хускатать: тӑван чӗлхене упраса хӑварасси, атте-аннене хисеплесси, асатте-кукаҫи ҫӗрне манса каймалла марри…

В произведениях Михаил Николаевич затрагивает важные для сегодняшнего дня вопросы: сохранение родного языка, уважение к родителям, любовь к родной земле, доставшейся от дедушек…

Ара Мишин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35946.html

Кӗнеке пуҫтарса хатӗрлекенӗ умсӑмахра «ӗҫри тӗп метод», «юмах-халап пурнӑҫӗ», «юмах-халапа тӗпчесе пӗлнӗ истори», «Совет фольклорисчӗсемпе писателӗсен ӗҫӗ» ыйтусене хускатать, юмах формине тӗпчет.

В предисловии имеются рассуждения об основном методе работы, бытовании сказок и преданий, истории их изучения, вкладе в него советских фольклористов и литераторов. Уделяется внимание форме сказок.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Мӗн-тӗр каласшӑн пулса ҫӑварне темле те хускатать, анчах сӑмахне каласа яраймасть.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Торф купи ҫинче ларакан хӗр хуллен ура ҫине тӑрать те тачкӑна хускатать, хӑрах кустӑрмаллӑ тачка тӳнсе каять.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чуна тӗпӗнченех хускатать музыка.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗрачи, чӑнах та, хултӑрчисене хӑюсӑррӑн пусса хускатать, тулли ҫӗрӗ патне аллине чӗтренчӗклӗн тӑсать…

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Сылтӑм аллинчи туйине вӑл е пӳрнисем ҫинче вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет, е калаҫнӑ хушӑра ӑна сӑркӑҫпа (кистьпе) картина ӳкернӗ чухнехи пек вылятать, е хул айне хӗстерет, е ҫурӑм хыҫне тытать, е тата унпа тротуар хӗрринчи чул катӑкӗсене шӑк-шак тутарса хускатать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пысӑк та кирлӗ ыйтусем хускатать автор ҫак кӗнекере.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Автор паянхи ял ӗҫченӗсене хумхантаракан пысӑк проблемӑсем хускатать, коллективлӑ ӗҫ условийӗсенче ҫынсем хушшинче йӗркеленсе вӑй илнӗ ҫӗнӗ, социализмлӑ хутшӑнусене пысӑк ӑсталӑхпа, тарӑн туйӑмпа сӑнласа парать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Исаев Мӗтри ҫак ҫырурах тепӗр пысӑк ыйту хускатать.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗр сӑнар хускатни темиҫе ҫывӑх япала сӑнарӗсене пуҫра автоматикӑлла хускатать.

Help to translate

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Ҫил ӑна хускатать те хӗррисемпе хушӑк хӑварать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗтӗм кӑмӑла ҫӗклентерсе ярать, чуна хускатать.

Help to translate

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Уявра-мӗнте вӑл хӑйӗн юрри-сӑввипе пӗтӗм халӑха хускатать.

На празднествах весь народ ей подпевает.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗрхи варкӑш ҫил ҫӳҫсене хускатать

Осенний порывистый ветер треплет волосы…

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed