Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак картишне кӗмессерен ун чӗрине темӗн ыраттарнӑ пек те хӑрамалла пек, ҫапах та хаваслантарас пек туйӑм хускатать!
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗттӗм кӑвак тӳпе те, алмаз пек ҫӑлтӑрсем те, витӗр курӑнакан сывлӑш та, йывӑҫсем те мамӑк вырӑн ҫинче ӑшӑнса пусӑрӑннӑ мӑшӑр чӗкеҫсем те, чечек те, сим те — пӗтӗмпех Рада чунне канӑҫлӑн лӑплантарать, чӗрере юрату та поэзи хускатать, каҫхи шӑплӑхра киленсе чуп тӑвас кӑмӑл вӑратать.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пуҫ ҫине хӑрушлӑх ӳкнӗ чух ҫын ӑспа-пуҫпа тавҫӑрса илме ӗлкӗреймест, ӑна вилӗмрен хӑтӑласчӗ тенӗ кӑмӑл ҫеҫ ирӗксӗр хускатать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑвӑллӑ хура пӗлӗт пӗтӗм тӳпене хупӑрласа илнӗ; сулхӑн каҫ шӑплӑхне ҫил шӑхӑрса хускатать, ҫынсӑр урамра вӑл кӳренсе улать.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Искусство пысӑк обществӑлла проблемӑсене хускатать, вӗсене ҫутатса парать пулсан ҫеҫ тулли кӗлеткеллӗ пулать, аталанса чечекленет, обществӑшӑн, халӑхшӑн усӑллӑ пулать, пурнӑҫа ӑнлантарса парать, ҫивӗч хӗҫ-пӑшал пулса тӑрать.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Унӑн пыл пек тутлӑ шӑрши каҫпа пӗтӗм хутора сарӑлать, хӗрсен чӗрине ачашшӑн хускатать.Медвяный запах его к вечеру растекался по всему хутору, волнуя томлением сердца девушек.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хутора март уйӑхӗнчи сӗм-тӗттӗм шӑплӑх хупӑрласа илнӗ, ҫак шӑплӑха сиксе шарлатакан пӗчӗк шыв юххисен лӑпланса ҫите пуҫланӑ шӑнкӑртатӑвӗ кӑна хускатать.Черная мартовская тишина, нарушаемая умолкающим шепотом взломных ручьев, полонила хутор.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах ачасем ҫывӑхӗнче тӑхӑнма юрамасть ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй таврашӗнче юрату туйӑмне хускатать.Но при детях не следует его носить, потому что он будит вокруг себя любовные страсти.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах хӗвелпе ӗннӗ сан ҫепӗҫ аллуна ак ҫакӑнта чуптӑватӑп та тупа тусах калатӑп сана: нихҫан та, — ни яшлӑх вӑхӑтӗнчи юратӑвӑн малтанхи асапӗсемпе тертленнӗ чухне те, ни мухтавӑм ӳссе сарӑлнӑ кунсенче те, — ман чӗрем нихҫан кунашкалах чарса чарӑнман ҫулӑмпа ӗрӗхсе ялкӑшман, сан пӗртен-пӗр куллу, сан вут-кӑварлӑ кӑтрусем пӗр хут сӗртӗнниех, сан йӗпкӗн-хӗрлӗ тутун пӗр авӑнчӑкех вӑратса хускатать ҫак туйӑма манра!
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тепӗр башня тӑрри тавра, сывлӑшра, кимӗсем ҫаврӑнаҫҫӗ; виҫҫӗмӗш башни, хӑй тӗллӗн ҫаврӑнса, тимӗртен тунӑ темле баллонсене хускатать, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш — вӗсем пурте ҫаврӑнаҫҫӗ, йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑйсен сивлек ҫутисемпе ҫынна илӗртсе йыхӑраҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Тепӗр чухне эпӗ хӑйӑлти шарманкӑна та, мӗнле те пулин кӗвве, хам асра юлнисене, каҫса кайсах итлетӗп, тепӗр чухне оперӑран та, ҫуррине итлесен тухса каятӑп; унта Мейербер ман чуна хускатать; баркӑри юрӑ та; кӑмӑл-туйӑм мӗнлине кура!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӗри-тавра вӑрман, унӑн чунӗнче тата чӑтлӑхрах та тӗттӗмрех; сукмака курӑк пуснӑҫем пусать; ҫутӑ шухӑш сайра хутра ҫеҫ вӑранать те тӗлӗрен вӑя самантлӑха ҫеҫ хускатать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев ҫав тери нумай шавлать, Обломовӑн кичемлӗхне сирет, ӑна вырӑнтан хускатать.Тарантьев делал много шума, выводил Обломова из неподвижности и скуки.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хушӑкран пӗчӗк ҫӑл сӑрхӑнса тухать, вӑл, чӑнкӑ ҫыран тӑрӑх юхса, хӑй ҫулӗ ҫинчи мӑянсене хускатать.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те, ирхи кӗлӗ вӑхӑтӗнче, ҫын чӗринчи пекех, хутран-ситрен кӑна хӗвелтухӑҫ енчен сулхӑн ҫил вӑшӑрхать те лашасен пасарнӑ ҫилхине хускатать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах автор урҫана авлантарас пирки сӑмах хускатать, Михаля вара ачи ҫинчен те манса каять.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫамрӑк писатель Ю. Скворцов «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫӗнче аслӑ классенчи шкул ачисен канӑҫсӑр шухӑшӗсене хускатать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
21. Куҫран ҫапакан куҫҫуль кӑларать, чӗререн ҫапакан ырату туйӑмне хускатать.21. Наносящий удар глазу вызывает слезы, а наносящий удар сердцу возбуждает чувство болезненное.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл тусене куҫарса лартать те, вӗсене паллаймаҫҫӗ те: Вӑл вӗсене Хӑйӗн ҫиллипе улшӑнтарать; 6. ҫӗре хӑй вырӑнӗнчен хускатать те, унӑн юписем чӗтренсе тӑраҫҫӗ; 7. хӗвеле калать те — хӗвел тухмасть, ҫӑлтӑрсем ҫине пичет пусать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.