Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуравлама (тĕпĕ: хуравла) more information about the word form can be found here.
Алена Геннадьевна ачасене хӑйсене ҫак ыйтӑва хуравлама ыйтрӗ.

Help to translate

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Кӑҫалхи ҫул вӗҫленсе, ҫӗнӗ 2024 ҫул ҫывхарса килнӗ кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗл пулса калаҫрӑм, хамӑр тӑрӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

Help to translate

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Тӳрӗ линие килнӗ ытти ыйтусене те пӑхса тухса хуравлама палӑртнӑ.

Help to translate

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%be%d0%b ... %bd%d3%97/

Кӗтерук ним хуравлама аптрарӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку ыйту ҫине хуравлама та йывӑрах пулмарӗ Анука.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хуравлама васкаманнипе Микула чӗри тепӗр хут хускалчӗ!

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуравлама сӑмах тупаймарӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ним хуравлама аптарнӑ енне: — Ҫынсем мӗн калаҫнине пӗлместӗп, Ҫтаппан… Анчах сан умна, чӑн та, никам курман… — терӗ те шухӑшне вӗҫлемесӗрех чарӑнчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн хуравлама пултартӑр-ха вӑл?

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук, ытла хумханнипе калас мар сӑмахне персе янӑскер, ним хуравлама аптранипе чӗнмесӗр ларчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫиле ыйхӑран вӑраннӑ пек шарт сикрӗ, ним хуравлама пӗлмерӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хуравлама 40 минут уйӑрса парӗҫ.

Для написания ответов выделят 40 минут.

Чӑваш наци музейӗнче этнографи диктантне ҫырӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36432.html

Ҫак ыйтусем ҫине историлле геологи пек наука хуравлама пултарать, - палӑртнӑ вӑл.

На эти вопросы может ответить такая наука, как историческая геология. – отметила она.

Полина Бородулина: "Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ пур япалана та юрататӑп" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -p-3447564

— Дерессине дерес галадь-га да, — чӑвашла калаҫакана чӑвашлах хуравлама тӑрӑшса, чӗлхине хуҫкаларӗ Серебряков.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӑйӑр усӑллӑ вӗт, – ҫавӑнтах хуравлама пӗлчӗ Ксюша.

Орехи же полезные, – сообразила Ксюша.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Паллах, «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче пурне те хуравлама май килмен.

Help to translate

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

Валерия Ивановна хуравлама пӗлмерӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ку ыйтӑва тӳррӗн хуравлама йывӑр, ҫавӑнпа та сӑмаха урӑх йӗр ҫине ӳкертӗм:

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗренчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхрӗҫ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкерчӗҫ.

Help to translate

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Тест ыйтӑвӗсене хуравлама хатӗрленнӗ чух мӗн ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмалла?

Help to translate

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed