Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗнчен (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
— Алмазов? — ыйтать Аркадий Давыдович, доска умӗнчен айккинелле пӑрӑнмасӑрах.

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

«Пурнӑҫ шӑвать, — шухӑшланӑ вӑл, тӗкӗр умӗнчен пӑрӑнса.

Help to translate

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Чирлӗ старик умӗнчен пӗр самантлӑха та ҫын татӑлман: шкул ачисем те, учительсем те, колхозниксем те пырсах тӑнӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара тӗкӗр умӗнчен пӑрӑнчӗ те кӗпине, туфлине улӑштарса тӑхӑнчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Уҫук кинемей аслӑ мӑнукӗ умӗнчен палт ҫаврӑнчӗ те кӗҫӗннине ҫавӑтса малалла утрӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗҫӗннине нимпе те куҫ умӗнчен ҫухатас марччӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Калаҫнӑ май Тинӑна ӳпле умӗнчен пӑрса кайрӗ кайрех.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Урине, кай-ха чӳрече умӗнчен.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Касса умӗнчен хӑпаймастӑп.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Крыльца умӗнчен хапха патне юр хырса ҫитнӗ вӑхӑта хапха умне Хумкка мучи килсе тӑнӑччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирӗксӗр пулӑшасшӑн мана», — мӑкӑртатса пӳрт умӗнчен пуҫланӑ мулкача илсе кӗрсе Сӑпани умне пысӑк чашӑкпа лартса пачӗ вӑл.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуллен-хуллен Сантӑрккан сӑнарӗ тӗтреленсе куҫ умӗнчен ҫухалчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анне ӑна ыталама тӑрсанах, Улька куҫ умӗнчен ҫухалать иккен.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем урам урлӑ каҫнине курсанах Кулюкка, турӑш еннелле пӑхса, иккӗ-виҫҫӗ хӗрес хыврӗ те Куҫмине куҫ умӗнчен пӑрӑнма хушрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Маркел, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, кӗлет умӗнчен пӑрӑнса, — ҫын кӗлетне ял Совечӗсӗр кӗрейместпӗр.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле ҫухатрӑм-ха Лавруша куҫ умӗнчен?

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кайни паха, умӗнчен хыҫӗ таса, — терӗ Сантӑркка ҫӑмӑллӑн.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ҫеҫ вӑл хӑтӑшне: «Ҫухал куҫ умӗнчен, Ҫӗпӗр таркӑнӗ! Тасал! Яла лартса каймастӑп!» — тесе кӑшкӑрса пӑрахасшӑнччӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Те чӑнахах хӑрарӗ ҫамрӑк бригадир, те ӳсӗр хӗрарӑма пӑхса тӑма аван мар пек туйӑнчӗ ӑна, «Шамккай» тенине илтсенех, чӳрече умӗнчен сиксе анчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳрече умӗнчен пуҫласах улма-ҫырла пахчи сарӑлса выртать.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed