Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уяв-уяв та, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем «Аслисем — ачасене» акцие хутшӑнма чӗнекен баннер умӗнчен те пӑрӑнса иртмерӗҫ, кьюар-кодпа укҫа куҫарса пачӗҫ.
Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/
Укахви хӑй Кольӑна кунӗпех курмарӗ, вӗсем тутӑр вӗҫтерсе салтак чупнӑ чух ҫынсем куҫӗсене шӑлса хапха умӗнчен пӑхса тӑчӗҫ пулсан — Укахви пӗрре ҫеҫ кантӑк витӗр, урай варринче тӑрса пӑхса юлчӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Авӑк ҫил, ҫанӑсенчен, кӑкӑр умӗнчен вирхӗнсе кӗрсе, кӗпене ҫурӑм ҫинче кутамкка пек вӗрсе карӑнтарчӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Сухви пӗр самантлӑха та куҫ умӗнчен каймарӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вӑл халӗ те куҫ умӗнчен кая пӗлмест.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Вара — ҫӑва тухсан сасартӑк тӑсӑлса кайнӑ ҫинҫе кӗлеткеллӗ хӗрачасем малтан виҫеллӗ пулнӑ та, халӗ ҫур пӗҫӗ таранах кӗскелсе юлнӑ платйисене, шӑши хӳри пек ҫивӗчӗсене вӗлтӗртеттерсе, ҫуйхашса чупса иртрӗҫ Славик умӗнчен — тӑрна ушкӑнӗ пек.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Килте-ҫуртра кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкек-синкек Маюк куҫӗ умӗнчен пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑвӑнса иртрӗ…
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Анфиса, асли каланине итлесе, станок умӗнчен пӑрӑнчӗ те хӑйӗн юратнӑ вырӑнне, роза чечекӗ айне, ещӗк ҫине кайса ларчӗ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
— Кай-ха эс, чӑрмантарса ан ҫӳре, — кулкаласах станок умӗнчен тӗртрӗ хӗрачана Маюк.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Сакӑр сехет тӗлнелле вӑл гостиницӑран урама тухрӗ те пӗр хушӑ ҫурт умӗнчен уйрӑлмасӑрах йӗри-тавралла пӑхкаласа тӑчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Хӑй калашле, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе парассишӗн плита умӗнчен татӑлман.
Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html
Вӑл салтакра та руль умӗнчен кайман.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Кашни ир ҫарана хӑваласа тухнӑ вӑл пӑрусене, кун каҫиччен куҫ умӗнчен ямасӑр пӗрле ҫӳренӗ вӗсемпе.
Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.
— Ҫӗнӗ хӑнасем валли ҫӗнӗ ҫӑкӑр пуҫлам-ха, — тесе кӑмака умӗнчен килте пӗҫернӗ хӗрлӗ питлӗ ҫаврака ҫӑкӑр илсе тухрӗ те касма пуҫличчен пирӗнтен ҫапла ыйтрӗ:
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Пахом Петровичӑн ҫӳхе пиншакӗ хӑрах енчен сирӗлсе кайнӑ, кӗпи тӳмисем вӗҫерӗннӗ — кӑкӑр тӗлӗнче шап-шурӑ ӳт курӑнать, ҫилпе тустарӑннӑ ҫӳҫ пӗрчисем куҫне-ҫӑварне кӗреҫҫӗ, сылтӑм куҫ айӗ чарӑнми чӗтрет — хытӑ хумханнӑ чух, хытӑ савӑннӑ чух ҫапла пулать ун аллисене ҫурӑм хыҫӗнче тытса, тракторсен речӗ умӗнчен иртет старик, хыта кӑшкӑрса калаҫать.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Халь те куҫ умӗнчен каймасть-ха: хӑла лаша утланнӑ Мӗкӗте, ун чухнех колхоз хирне хураллама тытӑннӑ Уй Мӗкӗти, трактор умне сиктерсе пычӗ те: «Элпуҫ уйӗнче арӑму ача ҫуратнӑ», тесе хӑварчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Аллисене кӑкӑр тӗлӗнчен икӗ еннелле ывӑта-ывӑта, Павӑл ҫынсем умӗнчен чупса иртрӗ, каллех урай варрине тухрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫапла шухӑшласа, Павӑл уттине хӑвӑртлатрӗ те клуб умӗнчен иртрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Пӗррехинче тата Праски инке чӑлан умӗнчен утса иртрӗ те уҫӑ алӑкран кинӗ ӗсӗклесе йӗнине илтрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Праски инке чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ те сӗтел ҫине икӗ кашӑкпа икӗ вилка хучӗ, квас тултарнӑ кӑкшӑмпа стакан лартрӗ, пукан хыҫне чӑлт-шурӑ алшӑлли ҫакрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.