Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсме (тĕпĕ: тӳс) more information about the word form can be found here.
Тулта декабрь пулсан та, пирӗн вагонра тӳсме ҫук пӑчӑччӗ, тен, пире вӑл сурансем ҫуннӑран ҫапла туйӑннӑ пуль.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пиччӗшӗ пирки усал каланине Актай тӳсме пултараймасть.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗрачасене тӳсме пултараймастӑп.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Нумай чух мӑшкӑла та тӳсме тивет.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ун пек, кун пек шарлас пулсан хӑвнах хурлӑх тӳсме тивет.

Help to translate

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗлес килнипе чунӑм тӳсме ҫук вӗчӗрхенме тытӑнчӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тӳсме вӗреннӗ эпӗ, — чӗлӗмне авӑрласа, ҫунакан кӑмака умне кукленсе ларчӗ Откан, кӳреннӗ пек пӑхса илчӗ председатель ҫине.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑматтине хывма тӑчӗ — ури тӳсме ҫук ыратать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑр шухӑша путать ҫак тӳсме ҫук хӑрушӑ сӑнсене куракан салтак.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗҫе тӑвиччен сыпмасан та тӳсме пултаратӑп, — килӗшрӗ Хӗлип.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта тӳсме сук йывӑр хӗн-хур айӗнче тӑван чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юратнӑ ҫын хур кӳнине тӳсме пушшех йывӑртарахчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫак самант килессе нумай кӗтрӗм, ҫавӑнпа ӗҫ пӑрахиччен тӳсме пултараймарӑм…

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук тӳсме ҫук хуйхӑллӑ пулсан та, урамри ҫуй-шава илтсен, чӗри кӑртах турӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑрнайсене ҫеҫ тӳсме пултараймастӑп…

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшкӑла тӳсме йывӑр пулин те, вӑл, этемлӗх мӑнаҫлӑхне пусарсах, Лукарье чӗрине ҫавӑрма хӑтланчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗччен тӳсме тата йывӑртарах.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлтах тӑна кӗрсен, ӑшчикӗ ҫуннипе тӳсме ҫук шыв ӗҫес килнине туйса, вырӑн ҫинчен ҫӗкленчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑ старик хӑйне чирлӗ те имшер ҫын пек хӗрхеннине тӳсме пултарайманнине систерчӗ-ши?

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed