Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳсме (тĕпĕ: тӳс) more information about the word form can be found here.
Унӑн, тӳсме ҫук хытӑ кӑшкӑрса юрласа, тӑвӑлнӑ чунне уҫса ярас килетчӗ: ҫӗр каҫ ӑна арӑмӗ, «турӑ юнне» нумай ӗҫнӗшӗн тарӑхса, йӗтӗрпе хӗнерӗ…

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Апата лармассерен арӑмӗ укҫа ҫинчен сӑмах пуҫарни Лавра тӳсме ҫук кӳрӗнтерет, вӑтантарать.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пыл чашӑкне лекнӗ шӑна ҫапла асапланать; вӑл пылне йӗкленичченех ҫисе тӑраннӑ ӗнтӗ, ирӗкре вӗҫсе ҫӳреме каясчӗ унӑн, анчах ӑна пыл ямасть: вӑл урасене те, ҫунатсене те ҫилӗм пек ҫыпӑҫнӑ, хӑй ҫумне яланлӑхах ҫыхса лартнӑ; унӑн пылакӗ те ӗнтӗ тӳсме ҫук йӳҫӗ, ҫапах тӳсес пулать, пур пӗрех вӑл хӑйӗн ҫирӗп ытамӗнчен вӗҫертмест.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫарта апат-ҫимӗҫрен аптӑраман Лавруша питех те йывӑр пулчӗ, ҫапах пӗр тӳсме пулнӑ — тӳсес пулать.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йӗркесӗр ӗҫекенсене тӳсме пултараймастӑп.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӗрлӗ кахалсене, ултавҫӑсене, ӳсӗрсене тӳсме пултараймасть, пуринчен ытла хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе тӑвайман ҫынсене кураймасть.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тирпейсӗр, ӳркевҫӗ пахчаҫсене тӳсме пултараймастӑп! — такама тарӑхнӑ пек каласа хучӗ старик.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

1942 ҫул халӑха тӳсме ҫук йывӑр килчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шаликов тем самантра унӑн сылтӑм аллине ҫурӑм хыҫне шатӑртаттарса пӑрса та лартрӗ, вара хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗ ҫынна хӗр пӳлӗмӗнчен тӗртсе кӑларчӗ, унтан пӳрт алӑкне уҫрӗ те хулӗ тӳсме ҫук ыратнипе йынӑшакан ӗревӗҫе кутӗнчен тапса ывӑтрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тулта тӳсме ҫук сивӗ, кантӑк ванчӑкӗ пек юр ура айӗнче чуна хайӑрса кӑчӑртатать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Волонтер» чӑнласах фронтри траншейӑсенче сивве тӳсме хӑнӑхать иккен», — шухӑшласа илчӗ хӗр, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йывӑр асаппа ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ хӗрарӑма наҫилккапа йӑтса тухнӑ вӑхӑтра, залри халӑх ӑна шеллесе: — Эй, апӑрша-а! Хӑйне тӳсме ҫук йывӑр пулсан та, вилӗмӗпе чӑтӑмлӑн кӗрешсе, хӑйӗн тӗрӗслӗхӗпе тӑлӑххӑн ҫитӗннӗ ним айӑпсӑр Кӗркурине тӗрме алӑкӗ умӗнчен сирсе ирӗке кӑларса хӑварчӗ вӗт, — терӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эп ӑна пӗрре кӑна мар шӑхлич панӑ, анчах вӑл шӑхӑртнине тӳсме пултараймастӑм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Микула, чӑвашран мӑшкӑлланине тӳсме пултарайманскер, тилӗрсе ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха хушнӑ пек, Ҫтаппан вырӑнне Платуна суйламаннине те тӳсме ҫук.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пасарти пасарта мар та, Михаил Петрович, ҫапах сӑмах каласа хӑвармасӑр тӳсме ҫук.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫилленмесен те тӳсме ҫук.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кам хӗрӗ вӑл илӗртнӗ хыҫҫӑн каймасӑр тӳсме пултарӗ!

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳсме ҫук йывӑр пурнӑҫ унӑн кӑмӑлне авӑклантарчӗ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кӗтерук вырӑнне ывӑл ача пулсан, вӑл хӑйне хур тума памӗччӗ. Халь ӗмӗр тӑршшӗпех хӗн-хур та мӑшкӑл тӳсме тивет. Кама пула кунашкал телейсӗр пултӑм-ха эпӗ?

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed