Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тултарать (тĕпĕ: тултар) more information about the word form can be found here.
Темӗнле юрра шӑппӑн шӑхӑрса, вӑл курка ӑшне хӑйӑр тултарать.

Тихо насвистывая песню, он наполнял ковш свежим песком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗлле, лармана кайсан, каҫсерен ик-виҫ йӗке арласа тултарать, пир тӗртме ларсан, пӗр ҫип те татмасть; юр ҫине пир тӑрӑхӗсем шуратма сарсан, унӑн пирӗ пек тикӗсси, шурри ҫук; утӑ ҫулма тухсан, ҫава касмасть тесе тӑмасть; тырӑ вырма тухсан, ҫурла касмасть тесе каҫалӑка куҫласа тӑмасть.

Help to translate

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эсӗ ман ҫинчен типпӗн: «Кулленхи ӗҫ нормине ик ҫӗр процент тултарать», — тесе ҫеҫ ҫыратӑн пулсан, мӗне кирлӗ вулакана ун пек «очерк»!

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑна кӑмӑлне Кӗтерне инке те кӑшт эрех тутанса пӑхать те сӑра тултарать.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Октябрьти революци пулнӑранпа вун виҫӗ ҫул тултарать.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑс ҫинчи черккене илсе эрех тултарать те малтанах турӑ кӗтессинче ларакан ҫут ҫамкаллӑ йыснӑшне тыттарать, унтан малалла йӗркипе парса пырать.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ав хӑй тултарать, хӑй валеҫет.

Help to translate

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Бригадир чӗлнӗ хӑййа чӗртсе кӑмакана чикет, ун ҫине вӗттӗн вакланӑ вут сыпписем тултарать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ваҫли пичче ҫӗр каҫиччен пӗр-ик хутчен тӑрса кӑмакана вут тултарать.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чи асли Коля вунпиллӗкре, кӗҫӗнни Матвей кӗҫех ҫулталӑк тултарать.

Help to translate

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Хушшӑн-хушшӑн шавлӑн калаҫни, янравлӑн кулни анлӑ улӑха савӑнӑҫпа тултарать.

Help to translate

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫитес ҫӗре ҫитсенех ку ял пирки сехре хӑпмалла ҫырса тултарать те ак вӑл, ӑна губернирен казаксем килсе аркатаҫҫӗ.

— Ничего, вот только доедем до места и напишем о произошедшем такое, что, глядишь, через день-другой качаки разнесут ту деревню в пух и прах.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Улталани пекех, мӗн чухле йӑнӑш туса тултарать этем хӑйӗн ӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗнче.

Сколько ошибок творит человек в своей нескладной жизни!

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр кунран-иккӗрен каллех юр хӗвсе тултарать — нихҫан тасатман пекех.

через день-другой снегу выпадало столько, будто его никогда и не чистили.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрех сыпса тултарать те Янтул ашшӗ — старастӑна кайса ватать.

И Утлас сорвался: выпил крепко и пошел на старосту.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫҫан пичче ват старик пек эхлеткелесе пушар сарайӗ хыҫӗнчи вӗрлӗк купи ҫине пырса ларать, тахҫанччен мекеҫленсе чӗлӗмне тултарать.

Касьян, словно старец, охая и кряхтя, уселся на кучу жердей за пожарным сараем и долго возился с трубкой, наконец раскурил, и снова его мысли вернулись к дочери.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйӗн тарӑхӑвне Антун Акрамов эрех ӑшне путарма тӑрӑшать, аллине кӑшт укҫа пырса кӗрселех вӑрттӑн кӗтесе кайса эрех пехлесе тултарать.

И потому Антон Акрамов топит свою обиду в вине, завелись какие-то гроши, он их тут же переменит на водку…

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Нда!» — текелесе Салакайӑк черккесене тултарать.

— Нда! — приговаривает поп и снова наполняет рюмки.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хальхинче Яриле хурана шыв пӗр ал лаппи ҫӳллӗш кӑшӑлтан ирттерсе тултарать.

Но сегодня Яриле налил воды на ладонь выше.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ик-виҫӗ лав ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса тултарать те Шупашкара е Чикмене кайса тӳмесем, шӑрҫасем, хурт пуҫҫи, ука, хӑю, ҫӗлем хатӗрсем туянса килсе каллех таврари ялсем тӑрӑх тухса каять.

Насобирает воза два-три всякого тряпья и везет его в Чебоксары или Козьмодемьянск; продаст — накупит пуговиц, бус, раковин, тесьмы, позумента, иголок, ниток и снова по соседним деревням.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed