Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальхинче Яриле хурана шыв пӗр ал лаппи ҫӳллӗш кӑшӑлтан ирттерсе тултарать.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ик-виҫӗ лав ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса тултарать те Шупашкара е Чикмене кайса тӳмесем, шӑрҫасем, хурт пуҫҫи, ука, хӑю, ҫӗлем хатӗрсем туянса килсе каллех таврари ялсем тӑрӑх тухса каять.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл ҫурлапа тырӑ вырнӑ чух иккӗ касса ывӑҫ тултарать.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Э, ку пӗр ҫӗмел тумалӑх кӗлте ывӑтса тултарать ӗнтӗ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ун ҫинчи ҫӑмартана, чӑкӑта, йӑвана, мӑйӑра вӑл ирӗксӗрлесех Людмила кӗсйисене тултарать.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл амӑшӗ валли сӑра, Ятман валли эрех тултарать те хистесе ӗҫтерме пуҫлать.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак кунсенче Владимир Петрович 70 ҫул тултарать.
Сывлӑх хуралӗнче - 40 ҫул ытла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10684 ... 0-cul-ytla
Ача-пӑча кил-ҫурт тултарать.
Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html
Ентешӗмӗр кӗҫех 81 ҫул тултарать пулин те сывлӑх енчен ӳпкелешмест, кӗлеткипе те ҫамрӑк пекех.
Юрий Артемьевпа тӗлпулу иртрӗ // Лидия Антонова. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d1%8e%d1% ... 82%d1%80e/
— Клубран инҫех мар пурӑнакан хӗрарӑм, Валентина Григорьева, 90 ҫул тултарать, ӑна юбилейпа саламлама килне кайса килмелле теҫҫӗ-ха.
Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/
Атӑл хӗрринчи ҫур миллион ҫын пурӑнакан хула 553 ҫул тултарать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Шупашкар хули кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/20/gla ... et-s-dnyom
Владимир Семёнович кӑҫал 76 ҫул тултарать, килти хуҫалӑха тирпейлӗ тытаҫҫӗ хӑйӗн мӑшӑрӗпе Зоя Ивановнӑпа.
Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html
Хӗрӗх ҫул тултарать вӗт как-никак.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Детрей ҫаврӑнса пӑхрӗ те — Мерседес сулахай аллипе пилӗкне тытнӑ, тепринпе хӑйне валли стакана эрех тултарать; Розита Брезантпа Леклей хушшинче ларать, мӑйӑр унӑн хӑш аллинче пытаннине чухлама хистет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унта кайни телее марах; япшар сӑмахӗсемпе витӗнсе вӑл пурин пирки те киревсӗрлӗх каласа тултарать».Поехать с ней — несчастье; она под видом излияний начнет говорить гадости обо всех».
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӑмахран, ала ӑшне туллиех телей тултарать те тухса каять тӗнче тӑрӑх.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ӑна вӑл пӗлмест, план тултарать, районти пуҫлӑхсем умӗнче хӑйне кӑтартмалла ку куштанӑн.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Тӳпе уҫӑлчӗ; ирхи шуҫӑм сивлек ту хушӑкне кичем-салху ҫутӑ уҫласа тултарать.Небо прояснилось; раннее утро наполнило сумрачный проход унылым светом.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Ҫапла, ҫакна эпӗ уйланӑччӗ, — Блюмӑн хӑйне хӑй алӑра тытаслӑхӗ майӗпен-майӗпен таврӑнать, карланкине типӗ кулӑпа тултарать.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Хӗвел питтине тухрӗҫ, ҫутӑ йӑлкӑшать, тӗттӗм ҫулҫӑсен йӑлтӑртатакан купинчен тӑруках тенӗ пек тутлӑ шӑршӑллӑ юрпа сапнӑ апельсинпа персик йывӑҫӗсем шап-шуррӑн курӑнса кайрӗҫ; вӗсен тӑкӑскӑ та ӗшентерекен ырӑ шӑрши ӳпкене пылак ҫатӑрлавпа-ӗнтӗркевпе тултарать.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.