Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑваплӑ the word is in our database.
сӑваплӑ (тĕпĕ: сӑваплӑ) more information about the word form can be found here.
Квебек Сӑваплӑ Лаврентий юханшывӗн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ.

Сам Квебек расположен на левом берегу реки Св. Лаврентия.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хула Сӑваплӑ Лаврентий юханшывӗн вӑрри патӗнче ларакан тӗп хула округӑн (la Capitale Nationale) пайӗ шутланать.

Город является частью особого столичного округа (la Capitale Nationale) около устья реки Св. Лаврентия.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Юханшыва вӑл Сӑваплӑ Лаврентий ят пама шутланӑ.

Картье поднялся по реке, которую назвал рекой Святого Лаврентия.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Вӗсем Сӑваплӑ Лаврентий юханшыв айлӑмӗпе ҫул кӑтартса пыма калаҫса татӑлнӑ.

Они выступали в качестве проводников в долине реки Святого Лаврентия.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хурӑн сиплӗ, хурӑн сӑваплӑ, хурӑнра леш тӗнчене кайнӑ ватӑсен вӑйӗ, чунӗ.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунта Тврдош мӑнастирӗ (XV ӗмӗр) вырнаҫнӑ, Хумхыҫпа Герцеговина тата Тинӗсҫум епархисен центрӗ шутланать, кунта ҫавӑн пекех Мрконичи ял пур, унта Сӑваплӑ Василий Острожский ҫуралнӑ.

Здесь находятся монастырь Тврдош (XV век) — центр епархии Захумско-Герцеговинской и Приморской, а также село Мрконичи, где родился Св. Василий Острожский.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Ҫӳлте, посёлокран ҫӳлте, Парпингӑн тӗп сӑваплӑ вырӑнӗ вырнаҫнӑ — Асура шӑтӑкӗ, ҫакна йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ тӗрлӗ тӗслӗ кӗлӗ ялавӗсем палӑртаҫҫӗ.

Сверху над посёлком находится главная святыня Парпинга — пещера Асура, и об этом возвещают многочисленные разноцветные молитвенные флажки, развешенные на деревьях.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Вӗсенчи шыв тӑп-тӑрӑ, ҫавна май сӑваплӑ шывра пурӑнакан пулӑсем мӗнле ишсе ҫӳренине сӑнама май пур.

Вода в них кристально чиста и позволяет наблюдать стаи рыб, обитающих в священной воде.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Парпингпа ун тавра вун-вун будда мӑнастирӗ, ступӑсем тата сӑваплӑ вырӑнсем вырнаҫнӑ, унтах тибетсем пурӑнаҫҫӗ.

В Парпинге и окрестностях расположены десятки буддийских монастырей, ступ и святых мест, там же сосредоточены поселения тибетцев.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ боецсене Шаймуратов генерал медалӗсене панӑ, вӗсене паттӑрлӑхшӑн тата сӑваплӑ тивӗҫе шанчӑклӑ юлнӑшӑн тепӗр хут тав тунӑ.

Глава Башкортостана вручил бойцам медали генерала Шаймуратова и еще раз поблагодарил их за мужество и верность долгу.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров СВОна хутшӑнакансене патшалӑх наградисем панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3468756

Ҫакӑ пулмалла та ӗнтӗ тӑван ҫӗршывӑн кашни чӑн-чӑн учителӗн сӑваплӑ ӗҫӗ.

Help to translate

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Нумаях пулмасть асӑннӑ вырӑнтан сӑваплӑ тӑпра илсе килнӗ.

Help to translate

Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d0%bf%d0% ... %d0%b0cce/

Ҫапла тӑван ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫурт хӑпартас шухӑш ҫуралчӗ те.

Help to translate

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Сӑваплӑ ҫурта лартма хавхалантараканӗ - ҫӳлерех асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ Галина Бегун.

Help to translate

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Вӗсем ҫавӑн пекех виадук ҫумӗнчи шыва кӗмелли сӑваплӑ вырӑнпа тата ял халӑхӗ чӗртсе тӑратнӑ «Туслӑх сачӗпе» те хаваспах паллашнӑ.

Help to translate

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Асанкассинчи сӑваплӑ ҫӑлкуҫа тасатса тирпей-илем кӗртес енӗпе юлашки ҫулсенче нумай ӗҫленӗ.

Help to translate

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Шурутри ватӑсемпе инвалидсене стационарлӑ пулӑшу паракан уйрӑмра тӑрӑшакансем пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Help to translate

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Славикӗн ҫамрӑк сасси — музыка ӑсталӑхне вӗреннипе тасалса уҫӑлнӑскер — хӗре пурнӑҫ кулленлӗхӗнчен ӗмӗтленме ҫеҫ майӗ пур тасалӑхпа, пысӑк чунлисен сӑваплӑ туйӑмӗсемпе тулнӑ тӗнчене илсе тухрӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пирӗн ҫак сӑваплӑ пӗлтерӗше ҫитӗнекен ӑру патне илсе ҫитерессишӗн тӑрӑшмалла, вӗсене Тӑван ҫӗршыва юратма, вӑрҫӑ хирӗнче мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ паттӑрсене хисеплеме вӗрентмелле», — тенӗ Сергей Николаевич.

Help to translate

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Чун хушнипе тӑвакан пӗтӗм ӗҫ вара усӑллӑ ҫеҫ мар, сӑваплӑ та.

Help to translate

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed