Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларӑр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Эпӗ сӑваплӑ пулам.32. Не бесчестите святого имени Моего, чтоб Я был святим среди сынов Израилевых.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен сӑваплӑ парнесене священниксен хӑйсен те вараламалла мар, 16. хӑйсен сӑваплӑ пайӗсене ҫинӗ чухне вӗсем йӗркесӗр ӗҫ туса хӑйсем айӑпа ан кӗччӗр: Эпӗ вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам та кам йӑнӑшпа сӑваплӑ парнесенчен мӗн те пулин ҫиет, унӑн ҫав сӑваплӑ япалана священника памалла, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушмалла.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: вӗсем Израиль ывӑлӗсенӗн сӑваплӑ япалисене сыхлануллӑн тыткалаччӑр, Мана халаллакан парнисем урлӑ Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен ан кӑларччӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн сӑваплӑ вырӑн патӗнчен каймалла мар, хӑй Туррийӗн сӑваплӑ вырӑнне хисепрен кӑлармалла мар: хӑй Туррийӗн сӗрмелли ҫӑвӗпе сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳни ун ҫинче.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӑл санӑн [Ҫӳлхуҫа] Турруна ҫӑкӑр кӳрет: вӑл сӑваплӑ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, сире тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Ҫӳлхуҫа, сӑваплӑ.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Манӑн умӑмра сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, [сирӗн Туррӑр,] сӑваплӑ, Эпӗ сире Хамӑннисем тумашкӑн сире ытти халӑхсенчен уйӑрса илтӗм.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑра тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, вара сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, [сӑваплӑ].7. Освящайте себя и будьте святы, ибо Я Господь, Бог ваш, [свят].
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; 3. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 4. ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, 5. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пӗлтер, кала вӗсене: сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, сӑваплӑ.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аарон пуху чатӑрне кӗрӗ те сӑваплӑ вырӑна кӗнӗ чухне тӑхӑннӑ йӗтӗн тумтирӗсене хывса вӗсене ҫавӑнта хӑварӗ, 24. ӳтне сӑваплӑ ҫӗрте шывпа ҫӑвӗ те хӑйӗн тумтирӗсене тӑхӑнӗ, унтан тухӗ те хӑйшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ тата халӑхшӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳрӗ, хӑйне те, [хӑйӗн килне те,] халӑха та, [священниксене те] тасатӗ; 25. ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла ӗнтӗ сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сӑваплӑ, тенӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫимелле: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те кӗлӗ чатӑрне, ун ӑшӗнче мӗн пуррине пурне те сӗрсе тух, ӑна та, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӑл сӑваплӑ пулӗ; 10. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне сӗрсе тух, парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 11. ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей патне кӗлӗ чатӑрне илсе пынӑ: унӑн виттине, унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫекӗлӗсене, пӑрӑсӗсене, каштисене, юписене, тӗпӗсене, 34. така тирӗнчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ вителӗкӗсене, кӑвак тиртен тунӑ вителӗкӗсене, кармалли чаршава, 35. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, 36. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсене, 37. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, ун ҫине лартса тухнӑ лампадӑсене тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутмалли йывӑҫ ҫӑвне, 38. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре ҫакмалли чаршава, 39. пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, парне вырӑнӗн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 40. картиш каррисене, юпасемпе тӗпӗсене, картиш хапхин чаршавне, вӗренӗсене, шалчисене, пуху чатӑрӗнче кӗлӗ тума кирлӗ мӗнпур япалине, 41. сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире, Аарон священник валли тунӑ сӑваплӑ тумтире тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтире илсе пынӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлтунӑ чухне тӑхӑнмашкӑн вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран священник тумтирӗ тунӑ; ҫаплах тата, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон валли сӑваплӑ тумтир тунӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн хушшӑрти ӑстайлӑ кирек хӑш ҫын та килтӗр те Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине пурне те тутӑр: 11. кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, унӑн ҫиелти виткӗчне, ҫекӗлӗсемпе пӑрӑсӗсене, каштисене, юписемпе унӑн тӗпӗсене, 12. саккун арчипе унӑн каштисене, унӑн хупӑлчине, пӳлмелли чаршава [тата картиш каррисемпе юписене, смарагд чулӗсене, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, сӗрмелли ҫӑва,] 13. сӗтелпе унӑн каштисене, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, Ҫӳлхуҫа умне хумалли ҫӑкӑрсене, 14. ҫутатса тӑмашкӑн ҫутаткӑҫпа унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, унӑн лампадисене, ҫутмалли ҫӑвне, 15. тӗтӗрмелли парне вырӑнӗпе унӑн каштисене, сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне, ырӑ шӑршӑлӑха, кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 16. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнне, унӑн пӑхӑр решеткине, унӑн каштисемпе унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 17. картиш каррисене, картиш юписемпе вӗсен тӗпӗсене, картишне кӗмелли ҫӗре кармалли чаршава, 18. кӗлӗ чатӑрӗн шалчисене, картиш шалчисене, вӗсен вӗренӗсене, 19. Аарон священник валли сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли кӗлӗ тумтирӗпе сӑваплӑ тумтирне тата унӑн ывӑлӗсем валли кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тутӑр, тенӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.