Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районти (тĕпĕ: район) more information about the word form can be found here.
Ӗлӗк унта районти ӗҫ тӑвакан комитет вырнаҫнӑ пулнӑ.

Help to translate

Районта ҫӗнӗ поликлиника пулӗ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d1%80%d0% ... 83%d0%bbe/

Светлана Азамат пирӗн районти Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Help to translate

Музыкӑпа поэзи каҫӗ иртнӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%bc%d1% ... 82%d0%bde/

Районти культура сферинче чунне парса, ырми-канми, тулли кӑмӑлпа тата хавхаланса ӗҫлекенсем сахал мар.

Help to translate

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Акци пынӑ вӑхӑтра район администрацийӗн опекӑпа попечительство секторӗн тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссин специалисчӗсем йӗрке хуралҫисемпе пӗрле районти йывӑр ҫемьесене тухса ҫӳренӗ, унта ӳсекен (кӑҫал пуҫласа парта хушшине ларнӑ) ачасене канцеляри хатӗрӗсем, спорт инвентарӗсем тата тум парнеленӗ.

Help to translate

Вӗренме кайма пулӑшнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%b2e%d1 ... 88%d0%bda/

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пирӗн районти вулавӑш ӗҫченӗсем Шӑхасанти ҫӗнетнӗ кӗнеке керменӗнче Валентина Элпине халалланӑ «Ӑраскал явӑҫтарнӑ талант» литература композицийӗ кӑтартрӗҫ.

Help to translate

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Кайран Хӗвелтухӑҫ районти лавккара сутӑҫ пулнӑ.

Потом работала продавцом в магазине Восточного района.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Хулапа районти пултарулӑх коллективӗсене ҫӳренӗ.

Посещал городские и районные творческие коллективы.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Уява хутшӑннисем районти культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра флешмоб йӗркелерӗҫ, туслӑ йыш 95 цифра евӗр тӑрса тухрӗ, ҫӳлтен ҫакна сӑн ӳкерсе историе кӗртсе хӑварчӗҫ.

Help to translate

95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/95-c%d1%83 ... 83%d1%80e/

Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.

В администрацию Чебоксарского района не хотели пропустить депутата районного собрания Александра Анисимова, избранного в депутаты по Сятракасинскому избирательному округу №13.

Шупашкар районӗнче депутата администрацине кӗртесшӗн пулман // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32605.html

Мускава ҫитсен, Краснопресненски районти хӑна ҫуртне вырнаҫрӗ Эльгеев.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна вӑл пӗлмест, план тултарать, районти пуҫлӑхсем умӗнче хӑйне кӑтартмалла ку куштанӑн.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Вӑл ашшӗпе пӗрле районти ҫар комиссариатне пыл илсе кайнӑ хыҫҫӑн ӗҫ-пуҫ тепӗр май улшӑннӑ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Сӑмах май, ҫӗртмен 23-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Шупашкарта I Ача-пӑча Фольклориади иртӗ — районти мероприятие унта хатӗрленсе ирттернӗ те.

Кстати, 23 и 27 июня в Чебоксарах пройдет I детская Фольклориада — районное мероприятие как раз и проведено для подготовки к ней.

Хӗрлӗ Чутайра ача-пӑча фольклориадин фестивалӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31918.html

Пӗррехинче, нарӑс уйӑхӗн лӑпкӑ кунӗнче, Хуралтуне районти суккӑрсен обществин агитбригади килесси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ольга Алексеевнӑпа Сергей Дмитриевич ытларах ертсе пынипе районти тӗрлӗ предметсемпе ирттерекен конкурссенче тата олимпиадӑсенче хутшӑнаттӑмӑрччӗ.

Help to translate

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

А.И.Николаева районти пӗртен-пӗр сывӑ Социализмла Ӗҫ Геройӗ, П.Николаев — Калимуллин призне тивӗҫнӗ комбайнер, Динӑпа Рафаэль Латыповсем — юрӑҫсем, Р.Кукушкин — поэт, Г.Тулумбай — прозаик тата ыттисем те.

Help to translate

Атав ялӗнче клуб уҫрӗҫ // Елена Хлынова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.

Районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрӑмӗ ку укҫана районта спорта аталантарасси ҫине ярӗ.

Help to translate

Республикӑра // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Район (хула) халӑх сучӗсен халӑх судйисене районти (хулари) граждансем пурне те тивӗҫ, пӗр тан тата тӳрех суйламалли суйлав правипе усӑ курса, вӑрттӑн сасӑласа пилӗк ҫуллӑха суйлаҫҫӗ.

Народные судьи районных (городских) народных судов избираются гражданами района (города) па основе всеобщего, равного и прямого избирательного права при тайном голосовании сроком на пять лет.

Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.

Районти ҫӗрӗҫ пайӗ сире кӑҫалах жнейкӑпа триер, ҫитес ҫул молотилка уйӑрса парӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашкпнчен ҫакна ыйтас килет сиртен, районти пуҫлӑх юлташсем: нивушлӗ Совет влаҫӗ хурахсене тӗп тӑваймӗ?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed