Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ командир пӑлханнине асӑрхарӑм.
30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӑл эпӗ хытӑ пӑлханнине асӑрхарӗ пулмалла та, шӑппӑн кӑна: — Мӗн унта? — тесе ыйтрӗ.Он заметил, наверно, что со мной творится неладное, и спросил шепотом: — Что там?
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫурт патӗнче тӑрса юлнӑ комиссар хӑйӗн патӗнчен аяккаллах кайса пыракан сасӗсенче савӑнӑҫлӑн пӑлханнине, ҫак тӗнчери пур хурлӑхсемпе асапсем те пӗтессине айванла, ачасем пекех шаннине илтрӗ.
1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Кларк хӑй савӑнса пӑлханнине нимӗн чухлӗ те палӑртмарӗ, ҫапах та ун чунӗ ҫав тери хӗпӗртерӗ.Кларк внешне ничем не выдал своего радостного волнения, душа его ликовала.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Парашютист ун ҫине пӑхнӑ май хӑй пӑлханнине пытарма тӑрӑшрӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ кукамай ҫыннисем кӑштах пӑлханнине асӑрхатӑп, час-часах кам кама лекесси пирки калаҫнине илтетӗп, хамӑр пурлӑх илесси ҫинчен ирӗксӗрех савӑнса шухӑшлатӑп.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Любӑна тата тепре чуптурӗ те, ӑшчикӗ пӑлханнине ҫӗнтерме тӑрӑшса, хулне сиктере-сиктере, Володя пӳлӗмне каймалли коридоралла уҫӑлакан алӑкран тухрӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн хусканӑвӗсем тата утти тӑрӑх эпӗ вӑл пӑлханнине асӑрхатӑп.По движениям и походке его я замечал, что он был в волнении.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вараланчӑк та ҫурӑк картта хӗррине лутӑркакан пӳрнисем ҫеҫ вӑл пӑлханнине палӑртрӗҫ.Только пальцы, теребившие край испачканной, потрепанной карты, выдавали его волнение.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл ман ҫинчен пӗтӗмпех пӗлет — эпӗ мӗншӗн пӑлханнине, иккӗленнине, ман савӑнӑҫпа хурлӑхсене.Он все знает обо мне — мои тревоги, сомнения, горе мое и радость.
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Алексей Саввич хирӗҫсе тӑман, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те, пӑлханнине, хӑйне валли вырӑн тупаймӑн.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн тӗксӗмрех типшӗм сӑнӗ вӑл пӑлханнине те, вӗҫне ҫитичченех ҫапӑҫма хатӗррине те палӑртса тӑратчӗ.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫине тӑрсах кӑшкӑртрӗ, ҫав вӑхӑтрах эпӗ унӑн шалӗсем ирхи сивве пула, унтан та ытларах — пӑлханнине пула шакӑртатнине илтрӗм.Он трубил, и я слышал, как постукивали его зубы от утреннего холода, а главное, от волнения.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Е эсӗ пӗччен ҫеҫ килтӗн? — ыйтрӗ вӑл, хӑй пӑлханнине аран ҫеҫ пытарса.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кэргыль ачан хытӑ пӑлханнине палӑртакан питне хуллен ҫеҫ ҫупӑрласа илсе хӗмленсе тӑракан куҫӗнчен пӑхрӗ:Кэргыль мягко приложил ладони к возбужденному лицу мальчика, заглянул в его жаркие глаза:
Чочой пулӑшрӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой ҫаплах-ха хӑйӗн телейне ӗненмесӗр пӑлханнине палӑртакан сӑн-питлӗ Кэукай ҫинелле пӑхать.А Чочой смотрел на взволнованное лицо Кэукая, все еще не вполне веря в свое счастье.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн типшӗм пичӗ шухӑшлӑ, ҫав хушӑрах хавхаланнине те, пӑлханнине те палӑртать вӑл.Его сухое лицо было задумчивым, и в то же время оно выражало и волнение, и трепет.
«Ачалӑх иртрӗ пулӗ санӑн, Чочой!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӳртри ҫурма тӗттӗм вӑл пӑлханнине пытарать, анчах Таичи Чочойӑн ӑшӗ ҫуннине сисет.Полумрак хижины скрывал его волнение, но Таичи догадывался, что с Чочоем творится неладное.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн сӑнӗ вӑл ним тума пӗлменнине, хӑранине, пӑлханнине палӑртса тӑчӗ, анчах майӗпе улшӑнса пычӗ, урӑх туйӑмсене палӑртма пуҫларӗ.И на его лице недоумение, испуг, тревога понемногу словно таяли, сменяясь каким-то новым выражением.
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл хулпуҫҫисене ҫӗклерех утни те, унӑн ҫӳҫне кастарнӑ ӗнси те хӑй пӑлханнине палӑртнӑ пек пулчӗ: намӑс курас марччӗ кӑна!
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.