Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑлханнине (тĕпĕ: пӑлхан) more information about the word form can be found here.
Унтан вӑл, хӑй хытӑ пӑлханнине кӑтартас мар тесе, чӳрече умне пычӗ, ҫамкине сивӗ кантӑк ҫумне тытса тӑчӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лешӗ, пуп пӑлханнине туйса, сассине татах хӑпартрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗҫпӑшалпа вылямаҫҫӗ унпа, — терӗ Озеров, пӑлханнине нимӗн чухлӗ те палӑртмасӑр.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗншӗн пӑлханнине пӗлместӗн пулать, Тукай мӑрса? — аллинчи кашӑккипе хӑлаҫланчӗ Сарри.

Help to translate

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле шохӑш-ха вӑл? — Иливан пӑлханнине тӳрех асӑрхарӗ лешӗ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ӗнтӗ вӑл хытӑ пӑлханнине палӑртрӗ.

Это выразило его сильное волнение.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӑлханнине барон ҫӗнтерчӗ, Анчах ӑшра вӑл лӗкӗ пек…

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Миша, арӑмӗ пӑлханнине курса, ача ҫинчен урӑх ыйтмарӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня Эльгеев мӗншӗн пӑлханнине туйрӗ, вӑл чӑнах ӑна юратнине ӗненчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗрарӑм йӑлтах ҫухалса кайрӗ, хӑй пӑлханнине ытти курма пынисене палӑртас мар тесе, хӑвӑрттӑн айккинелле пӑрӑнчӗ, анчах тухса кайма ӗлкӗреймерӗ.

Help to translate

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ самантрах каялла ҫавӑрӑнтӑм, хам пӑлханнине систермесӗр вӑл мӗн хушасса кӗтсе ун патне пырса тӑтӑм.

Я тотчас повернул назад и подошел к нему в ожидании дальнейших приказаний.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Парсассӑн акӑ вӑт пӗрре! — хӑтӑрса тӑкрӗ ӑна Ленька; хӑй, хытӑ пӑлханнине систерес мар тесе, ун айккинелле пӑрӑнчӗ.

Как дам вот! — обрушился на него Ленька и отвернулся, чтобы скрыть волнение.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ку ӗнтӗ вӑл хытӑ пӑлханнине пӗлтерет.

Это было первым признаком того, что он волновался.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Юлия Александровна пӑлханнине курас темест вӑл.

Ему не к чему видеть смятение Юлии Александровны.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Лю Дэ-шань арӑмӗ, хӑй пӑлханнине пусарса, унпа килӗшрӗ:

Жена Лю Дэ-шаня, подавив вздох, согласилась:

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лешӗ туртсах илчӗ, пӑлханнине пытарма пӗлмесӗр, конверта ҫавӑркалама пуҫларӗ.

Она схватила и с плохо скрываемым волнением начала вертеть его в руках.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Чжао Юй-линь тухса каланӑ хыҫҫӑн тата Сяо Ван каланӑ лозунга халӑх хапӑлласах йышӑннине курсан, вӑл текех хӑй пӑлханнине пытарма пултараймарӗ.

Но после того как выступил Чжао Юй-линь и толпа дружно подхватила лозунг Сяо Вана, он забеспокоился и уже не мог скрыть своего волнения.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чжао Юй-линь пӑлханнине сиссе, Хань Лао-лю яланхи пекех ун ҫине тискеррӗн пӑхрӗ те:

Заметив смущение Чжао Юй-линя, Хань Лао-лю кинул на него свой обычный злобный взгляд и проговорил:

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль тапса тухрӗ, тутисем чӗтреме пуҫларӗҫ, хӑй пӑлханнине палӑртмасӑр тытса тӑма ӑна ҫав тери йывӑр пулчӗ.

На глаза его навернулись слезы, губы задрожали, и ему стоило большого усилия сдержать волнение.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ командир пӑлханнине асӑрхарӑм.

Я заметил, что командир взволнован.

30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed