Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыракансем (тĕпĕ: пыракан) more information about the word form can be found here.
Пӗри те тепри евӗчӗ те янӑ, ҫураҫма пыракансем те йышлӑн пулнӑ.

Help to translate

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

«Ҫук, эпӗ Турунов бригадине малта пырать тесе шутламастӑп. Пӗтӗмӗшпех хуҫалӑх расчечӗ ҫине куҫса ҫитессишӗн тӑрӑшакан, ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пахалӑхӗшӗн, перекетлӗхшӗн кӗрешекен бригадӑсем — акӑ вӗсем чӑннипех малта пыракансем», — терӗ вӑл.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ертсе пыракансем хутшӑнакансене Раҫҫей культурин уявӗ, унӑн историйӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен, славян ҫырулӑхне мӗн авалтан пуҫласа паянхи кунчченех аталантарни ҫинчен каласа панӑ, вырӑс чӗлхи ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.

Help to translate

Кирилпа Мефодине аса илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3272683

Илем уншӑн — ҫынсен чун-чӗрипе ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑх йӑли-йӗрки тата общество тытӑмӗпе патшалӑха ертсе пыракансем лайӑххи еннелле улшӑнса пыни те.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Повеҫӗн пӗрремӗш варианчӗ пачах урӑхлаччӗ — унта колхозӗ те, ӑна ертсе пыракансем те, хӑш-пӗр ҫӗр ҫыннисем хӑйсем те хӑрӑк улмуҫҫисене аса илтеретчӗҫ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевӑн тӑван чӗлхене аталантарас, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫарса ярас ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Help to translate

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Вӗрентекенсем вырӑнӗнче вара региона ертсе пыракансем.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Уява ертсе пыракансем Татьяна Николаевӑпа Наталья Антонова чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи ячӗпе – пӗр пулар! // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://kanashen.ru/2023/04/28/%d1%87a%d0 ... %b0%d1%80/

Рабочисем, партком тата заводра тухса тӑракан хаҫат пулӑшнипе комбинат дирекцийӗпе цеха ертсе пыракансем ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелемелли меслетпе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

А, И. Герценпа иккӗшӗ вӗсем ют ҫӗршыври ирӗклӗ вырӑс пичетне йӗркелесе тытса пыракансем пулнӑ: «Колокол» (1857 — 1867), «Полярная звезда» (1855 — 1862), «Общее вече» (1862 — 1864), «Под суд» (1859 — 1862).

Help to translate

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Аркашран малта пыракансем пурте ултавҫӑсем иккен.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Малта пыракансем хушшинче — Глафира.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Наука хушнӑ пек, малта пыракансем пек ӗҫлеме тӑрӑшмалла пирӗн.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун хыҫҫӑн пыракансем те чарӑнчӗҫ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах унпа пыракансем сахалӑн пулнӑ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуран пыракансем вара йӑлтах ывӑнса ҫитрӗҫ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи кайра — ҫуран пыракансем.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пасара пыракансем, кӗрен-тухан ҫамрӑксем ҫине пӗрре тӗшмӗртсе, тепре шиклӗн, шанмасӑртараххӑн пӑхкаласа илеҫҫӗ (ку сехет такам кӗсйинчен йӑкӑртнӑскер мар-ши тесе иккӗленеҫҫӗ пулас).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунта каҫхи уҫӑ сывлӑшпа сывлама тухнӑ ватӑсем те, пӗр-пӗринпе ыталанса утакан ҫамрӑксем те, Миколӑпа Сима пек калаҫмасӑр пыракансем те туллиех.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Чи малта пыракансем куҫран ҫухалчӗҫ ӗнтӗ, анчах колонна хыҫне ҫаплах ҫынсем пыра-пыра пӗрлешрӗҫ-ха.

Головные почти скрылись из глаз, а к хвосту колонны присоединялись всё новые и новые люди.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed