Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак йывӑр, анчах таса тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй малтан кам пулнӑ — каллех ҫавӑн пек ҫын, стряпчий пулса тӑнӑ та, хӗрӗн пӳлӗмӗнче ҫав тери тӗплӗн ухтарма тытӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Вӗсем пуринчен малтан вӑрласа пӗтереҫҫӗ те акӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Дрейяк мӗн те пулин ӑнланса иличчен малтан, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ҫӳллӗ, сюртуксӑр ҫын, ҫаннисене тавӑрнӑ аллине йывӑр тимӗр лум тытнӑ, пуҫне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑскер, унпа танлашнӑ та, аслати пек кӗрлекен сассипе унран: «Эсӗ пирӗнпе-и?» тесе ыйтнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл бульвара тухсассӑнах, хӑй хыҫӗнче такамсем кӗрлесе пынине илтнӗ; ҫакна илтсен вӑл ҫутӑран хӳтӗленме аллинчен зонтик туса пӑхма тытӑннӑ; малтан вӑл тусан пӗлӗтне, сӑнӑсем, пӑшалсем йӑлтӑртатнине курнӑ, унтан ӑна тӗрлӗ тумлӑ ҫынсен ушкӑнӗ курӑнса кайнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Малтан, яланхи пекех, княгиня вӗсене кӑларса ярасшӑн пулман; унтан вӗсем валли хӑех отпуск ыйтса илнӗ.Сначала, как водится, княгиня не хотела пустить; потом сама им выпросила отпуск.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл яланах вӑхӑта, ку япала мӗне пӗлтернине, ҫын миҫе ҫултине, арҫын е хӗрарӑм пулнине шута илмесӗр калаҫма пултарнӑ, ҫавӑнпа та унӑн ученикӗсем малтан французла калаҫнине итлеме, унтан калаҫма пит лайӑх вӗреннӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Халь ҫеҫ венчет тунӑ ҫамрӑк мӑшӑр чиркӳрен таврӑнсан, улпут ҫурчӗн ҫенӗкӗнче малтан ҫӗнӗ улпут майрине унӑн ашшӗпе амӑшӗ саламласа аллисене чуптунӑ, унтан вара ылтӑнпа илемлетнӗ тутӑр ҫыхнӑ кормилица вунӑ уйӑхри ывӑл пырса тыттарнӑ; вӗсем авланассине малтанах пилленӗ-мӗн.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тит, ҫирӗп кӑмӑллӑрах пулнӑскер, пуринчен те малтан хӑйне алла илсе, пӗр ҫирӗм ҫул хушши улпут приказӗсене кӑшкӑрса ҫӳренӗ ҫирӗп сасӑпа каланӑ:
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречисем чиркӳ еннелле пулнӑ; пирвайхи хут чан ҫапса ярсанах Марфа Петровна васкаса тумланнӑ та турӑ ҫуртне никамран малтан пырса ҫитнӗ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Малтан вӑл вӑраххӑн, усӑ тӑвасшӑн пулнинчен ытларах хӑйӗн кӑмӑлне тултарассишӗн, канаври лапӑрчӑк шыва шӑпӑрпа хӑваларӗ, унтан табак шӑршларӗ, тата кӑштах ларкаларӗ, ун-кун пӑхкаларӗ те тӗлӗрсе кайрӗ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пӗрререн пӗрре, пирӗн калавӑмӑр пуҫланиччен пӗр ҫирӗм ҫул малтан, унӑн пуҫне ухмахла шухӑш — кучер хӗрне качча илес шухӑш пырса кӗнӗ; хӗрӗ хӑй те хирӗҫ пулман, анчах та улпут ӑна ку пустуй шухӑш, эсӗ ухмаха ернӗ, авланни сана мӗн тума кирлӗ вӑл, тенӗ те — ҫавӑнпа ӗҫӗ пӗтнӗ те вара.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Унччен малтан эпӗ провинцири тепӗр театрта пулнӑ; вӑл кунтан нумай пӗчӗкрехчӗ, начартарахчӗ, анчах та унта мана аванччӗ; тен вӑл эпӗ ҫамрӑк пулнӑран, нимӗн пирки те пӑшӑрханман, ҫав тери айван, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламан пирки пулнӑ пулӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Чи малтан, калӑр-ха: эсир хӑвӑр искусство умне лартакан ыйтусене пӗтӗмпех тивӗҫтерекен вырӑс актрисине курнӑ-и?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Хӑйне нумай вӗреннӗ арҫынпа тан тыткалама шут тытнӑ хӗрарӑм хӑйӗн прависемпе ирӗклӗн усӑ курман пулӗччӗ, вӑл нимрен малтан хӑй ирӗке тухнине кӑтартса пама кӑмӑл тӑвӗччӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Офицера хӑвалакансем, малтан хӑйсем ҫине тӗлленӗ наганран шикленнӗ пулин те, халӗ ун ҫине хӑюллӑнах сиксе ӳкрӗҫ те аллисене пӑрса хучӗҫ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Халӗ те, акӑ, малтан капӑртма ҫирӗ, — капӑртми чӑнах та ҫав тери тутлӑ-мӗн, — унтан, ӑнсӑртран йытӑ ҫинчен аса илнӗ пек пулса, аслашшӗне ӳпкелешме тытӑнчӗ:
ХII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пуҫӗсене ҫӗклесе, вӗсем малтан йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, унтан, пӗр-пӗр кайӑк ҫине сиксе ӳкме хатӗрленнӗ кушак пек, йывӑҫ ҫине асӑрханса улӑхма тытӑнчӗҫ.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тепӗр чухне пулсан, кунта ҫити килсе, Ильсеяр малтан кӑмпа пухма е ҫырла татма тытӑниччен, хурал пӳртне, Андрей пиччӗшӗн хӗрӗ патне, кӗрсе тухнӑ пулӗччӗ, ӑна мӗнпур ҫӗнӗ хыпарсене каласа парӗччӗ, унпа вылӗччӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Малтан хӑвӑрт-хӑвӑрт утнӑ урисем халӗ ӑна пӑхӑнми пулчӗҫ.Ноги, сначала так и несшие ее вперед, теперь плохо слушались Ильсеяр.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫапах та Ильсеяр малтан хуллен ҫеҫ утса пычӗ.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.