Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларас (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Юлашки сывлӑшне кӑларас умӗн Ирина Андрея ыталарӗ те: «Ан кулян, эпӗ яланах санпа юнашар пулӑп, леш тӗнчерен пулӑшса пырӑп», — терӗ.

Help to translate

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Настьӑна йывӑр лару-тӑруран кӑларас тесе малтанах Резида хӑй тӑрӑшнӑ, анчах усси пулман.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫакӑнтах ҫыравҫӑ Кинчерте ҫуралса ӳснӗ А.Святскова, кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑскере, Чӑваш Республикин Писательсен Союзне илни ҫинчен пӗлтерекен йышӑнӑвне вуласа пачӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Анне вӑл – мана, пиччепе шӑллӑмсене, йӑмӑкӑма чун панӑ, ӗмӗрне тӑван тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле ҫӗр-ҫӗр ачана ӑс парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларас ӗҫе халалланӑ, 42 ҫул ытла шкулта вӑй хунӑ манӑҫми Мария Гавриловна Степанова, манӑн кукамай – шкула пӗр ҫул ҫӳремесӗрех паянхи чылай наука кандидачӗпе профессортан ӑслӑрах Анастасия Гавриловна Гаврилова, кӳршӗри Хевронь инке…

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чаплӑ юбилее кӗтсе илме хатӗрленсе, музей сотрудникӗсем малтанхи экспозицие чылай анлӑлатса, ҫӗнӗ документсем хушса самаях сулӑмлӑ курава ҫынсен умне кӑларас тӗллевлӗ.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Сӑмах май каласан, пирӗн чылай предприяти ют ҫӗршыв чӗр таварне тата комплектламалли япаласене тапхӑрӑн-тапхӑрӑн Раҫҫейри аналогсемпе улӑштарас, изделисене серипе туса кӑларас ӗҫе пуҫӑнчӗ.

К слову, многие наши предприятия уже приступили к поэтапной замене импортного сырья и комплектующих на российские аналоги, серийному выпуску новых изделий.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed