Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларас (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Пӗр чуллӑ сӑрт хӗррипе пӑрӑнса кӗнӗ чух Огнянов ҫырмана ӳкнӗ ачана асӑрхарӗ, юнланса пӗтнӗ ача, чупа-чупа халран кайнӑскер, хӑраса ӑсран каясса ҫитнӗ май, вӑл чӗрене хайӑрса кӑларас пек кӑшкӑрать.

Огибая один утес, Огнянов увидел маленького мальчика, упавшего в реку; обезумевший от страха, обессиленный бегом, окровавленный, он с душераздирающим криком взывал о помощи.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав йынӑшу чӗрене хайӑрса кӑларас пек илтӗнет, ҫынсем вара, шарт сиксе вӑранса, пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ те тӗттӗмре енчен енне сӑр халпа кӑтӑш пулаҫҫӗ, хӑрушӑ тӗлӗксемпе аташаҫҫӗ, каҫхи сулхӑнпа ҫӳҫенсе вӑранаҫҫӗ, сивӗ ҫил ҫинче ӗнтӗркеҫҫӗ.

Этот стон болезненно отзывался в сердцах, и люди вздрагивали и озирались во мраке ночи, потом снова погружались в беспокойную дремоту, исполненную смутных и страшных сновидений, но то и дело просыпались, дрожа от ночного холода и ледяных лобзаний ветра.

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл вара, чӗрине канӑҫ кӳрес тесе, куҫпа курмасӑрах тӑвӑл ашӑмне ҫакланчӗ, тӑван ҫӗршыва ирӗке кӑларас кӗрешӳре хӑй вилӗмне те тупасшӑнччӗ вӑл.

Это случилось как раз тогда, когда Огнянов испытывал невыносимые душевные муки, и он слепо ринулся в пучину мятежа, чтобы в вихре борьбы заглушить душевную боль и найти смерть в рядах борцов за освобождение родины.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сирӗн пурнӑҫӑр, сирӗн ҫемйӗрсемпе кил-ҫуртӑрсем, Болгарие ирӗке кӑларас ӗҫпе танлаштарсан, нимӗне те пӗлтермеҫҫӗ!

— Ваша жизнь, ваши семьи, ваши дома ничего не значат по сравнению с освобождением Болгарии!

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн каласси пур — ҫапӑҫӗҫ, чикӗшӗҫ, касӑлӗҫ, пӑшал перӗҫ, — пӗтӗмпех ҫаксене Болгарие ирӗке кӑларас тесе тӑвӗҫ…

Ну что ж, будут драться, рубить друг друга, палить из ружей, — стараться освободить Болгарию…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тупӑкне ҫӗре лартсанах амӑшӗ, чуна ҫавӑрса кӑларас пек йӗрсе, вилӗ патне пычӗ, ӑна ик аллипе ыталаса, ӑсран кайнӑ пек кӑшкӑрса чечек ӑшне путрӗ.

Как только гроб поставили на землю, мать с душераздирающим воплем бросилась к покойнице, обняла ее обеими руками и, как безумная, зарылась лицом в гущу цветов и тканей.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑна савас кӑмӑлӗ ӑна намӑса пӗлмен ҫынна кӑларас пек туйӑнчӗ, — хӑйӗн ҫывӑх тусӗнчен, Огняновран, намӑс, тӑван Болгаришӗн кӗрешес тенӗ чух Кандов хӑравҫӑ пек пулать, вӑл кирек мӗнле пулсан та хӑйне канӑҫ паман туйӑмран хӑвӑртрах хӑтӑлма, йӑлтах тасалса ҫитме шухӑш тытрӗ.

Страсть к Раде стала казаться ему подлостью, подлостью по отношению к Огнянову, его другу, и преступлением против Болгарии, которой он обязан был посвятить себя всецело, Кандов испугался самого себя и решил как можно скорее заглушить, смыть, вытравить из своей души это чувство.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Йывӑр-ҫке мана, тӑванӑм, — терӗ тияккӑн, куҫҫуль кӑларас пек ӑшне вӑркатса.

— Трудно мне, брат, — ответил дьякон, чуть не плача от волнения.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Заманов патшалӑх ӗҫӗнчи хӑйӗн начар енӗсене тӳрре кӑларас тенипе ҫапла чееленсе шухӑшласа кӑларни паллахчӗ ӗнтӗ.

Было ясно, что Заманов просто-напросто придумал хитроумное оправдание своей небрежности и халатности на государственной службе.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Смион хаджи ӑнлантарса пачӗ вара, йӗресси вӑл ытла ҫӑмӑл та мар иккен, вӑл — пултарулӑх, Румынире те авӑ пӗр-тӗр виле кӑларас чух йӗрекенсене юри кӗрӗшсе тытаҫҫӗ тесе халӑха ӑнлантарчӗ.

Хаджи Смион объяснил публике, что плач — это целое искусство, и в Румынии даже нанимают женщин оплакивать покойников.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Болгарие вӑл ӑна ирӗке кӑларас тенӗ таса ӗмӗтпе таврӑнчӗ ҫав.

Да, он вернулся в Болгарию, чтобы работать для ее освобождения.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа вӑл ҫутта кӑларас ӗҫшӗн тӑрӑшса хӑйӗн пур пек вӑйне-халне хӗрхенмест.

Поэтому он по мере сил старался служить делу просвещения.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Университетран вӗренсе тухсан (1850), Чернышевский Российӑра чи нумай пӗлекен ҫынсенчен пӗри пулса тӑнӑ, вӑл крепӑсла йӗркепе патша пусмӑрӗнчен халӑха ирӗке кӑларас тесе кӗрешекен революционерсенчен пуринчен те паллӑраххи пулнӑ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Анчах та, унӑнни пекех, манӑн хама тӳрре кӑларас туйӑм пур; ун сӑмахӗпе (питӗ тӗрӗс сӑмахӗпе), ку ҫакна пӗлтерет: мана хамӑн ӗҫ-пуҫсен хӑш-пӗр енӗсемшӗн вӑрҫасран ыттисем хамран ҫӑмӑлрах хӑтарас ҫуккине чухлатӑп эпӗ.

Но, так же как и он, я чувствую наклонность оправдываться; по его словам (очень верным), это значит: я имею предчувствие, что другие не так легко, как я сама, могут избавить меня от порицания за некоторые стороны моих действий.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавӑнпа та манӑн хам ӗҫе тума — лайӑх тума, теме пултаратӑп — вӑй пулнӑ: унталла та кунталла тайкаланас мар, ытлашши вӗткеленсе ҫӳресе, ыттисене ырӑ мар ӗҫ туса хурас мар, хамӑн тумалли ӗҫе пӑрахӑҫа кӑларас мар, терӗм.

Вот поэтому-то я имел силу действовать, могу сказать, — хорошо: не пошатываться туда и сюда, не делать лишней суеты и неприятности другим, не изменять своей обязанности.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мана кил хуҫи арӑмӗ кӑларас ҫук — ман ӑна 17 тенкӗ памалла, — тетӗп.

Меня хозяйка не выпустит — я ей семнадцать целковых должна», — говорю я.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мӗн те пулин ҫӗнни шухӑшласа кӑларас пулать.

Надобно придумать что-нибудь новое.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах эпӗ ҫаксене пурне те Лопухова тӳрре кӑларас тесе мар, Лопухов мӗнле ҫын иккенне вӑхӑтра туйса илеймен Марья Алексевнӑна тӳрре кӑларас тесе ҫеҫ калатӑп.

Но все это я говорю только в оправдание недосмотра Марьи Алексевны, не успевшей вовремя раскусить, что за человек Лопухов, а никак не в оправдание самому Лопухову.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑш чухне ҫаврӑнса килет те вара — юри шухӑшласа та кӑларас ҫук!

Иной раз так развернется, что и нарочно не придумаешь!

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна туртса кӑларма пулнӑшӑн христус ҫӑлтӑр сана, атту эпӗ пӗччен кӑларас ҫукчӗ: унӑн, мӑйракаллӑ лашан, йывӑрӑшӗ виҫӗ пӑтран кая пулас ҫук.

Спаси Христос, что помог его вытянуть, один бы я не управился: в нем же, в рогатом мерине, не меньше трех пудов будет…

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed