Шырав
Шырав ĕçĕ:
Морж хыҫӗнчен ами, ҫурине ҫурӑмӗ ҫине лартса, пырать.
Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сасартӑк ватӑ слон ами мана сисрӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, хура упа ами тата унӑн ҫури Анкориджри АЗС ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап бакӗсенче апат-ҫимӗҫ шыранӑ.
Аляскӑри упасем фургонри пончикпа 20 минут хӑналаннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36072.html
Нивушлӗ тухма ӗлкӗрнӗ вӑл арҫури ами?
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
— Тӗрӗс те каланӑ, ами! — кӑшкӑрса ячӗ Атлай.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл Укаслу хыҫҫӑн сӗм вӑрманта хӑваласа ҫурет, ҫитсе-ҫитсе пырать, леш вара хӑраса ӳкнӗ выҫӑ кашкӑр ами пек улать.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Инкеке тата шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра хур ами халтан кайса ҫӗре анса ларчӗ, юнашар чупса пыракан кашкӑр ҫултан пӑрӑнчӗ те ун ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӑвса вӗлерсе хӑварчӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӗр ватӑ хур ами юлашки вӑйне пухса сывлӑша ҫӗкленчӗ те вӗҫсе кайрӗ, анчах ял еннелле мар, вӑрманалла.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эй, Вут ами!
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ами иккен, — терӗ Савантер.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эс, кӗрт ами ачи, мана, карчӑка, хӑратса тӑратӑн-и-ха!
Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Таҫта кайса пытарнӑ эс ӑна, ват кӑркка ами! — тискеррӗн ятлаҫма тытӑнчӗ Карлай.
Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Упа ами ӑна тӑшман тесе шутланӑ пулас, хӑвалама тытӑннӑ, ҫитсе пусса антарнӑ.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна вӑрманта упа ами лутӑркаса тӑкнӑ иккен.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл пуҫне кӑшт пӑрчӗ те, кашкӑр ами пек, Шӑхале сулахай хӑлхинчен каплаттарса ҫыртрӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аманнӑ кашкӑр ами сасартӑк ури ҫине ҫӗкленчӗ те йынӑшса ячӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чарӑнса юлнӑ кашкӑр ами чалт! ҫӳлелле сиксе ӳкрӗ те… йӑванса кайрӗ, ӗсӗклесе йӗрсе янӑн хартлатса илчӗ, сылтӑм аякӗ хӗрлӗ юнпа пӗвенчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫитет хайхи — тӗлӗнет: ами ӑшӑ йӑвара, вунӑ чӗпӗ ун тавра!
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.
Кӑвакал ами йӑвара эрне ларать, икӗ эрне, мӑшӑрӗ килни курӑнмасть.
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.
Ами ӳкӗтлет аҫипе:
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.