Шырав
Шырав ĕçĕ:
Питӗ ҫамрӑк та хитреччӗ шуйттан, Кубань казачки, тӗрӗссипе каласан — Кубань йыт ами.А была очень молодая и красивая стерва, кубанская казачка, вернее — кубанская сучка.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӑвакарчӑн ами йӑвинчен вӗҫсе тухрӗ, пуля витӗрех тухнӑ кушак тӑпрас ҫине пуҫӗпе персе анчӗ.Голубка взлетела, а кошка головою вниз мешковато свалилась на завалинку, наискось прошитая пулей.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Икӗ эрне иртсен, кӑвакарчӑн ами апат ҫиме анмарӗ…
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Салхуллӑн йӑл кулса, тӗтреленнӗ куҫӗсемпе вӑл пӗчӗккӗ те илемлӗ кӑвакарчӑн ами тулӑ пӗрчине епле ҫине тӑрса сӑхнине, аҫи, патмарскер, ывӑна пӗлмесӗр, пӗр пӗрчине те сӑхса илмесӗр, пӗрмай ун тавра ҫаврӑннине пӑхса ларчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ами, капӑр урисемпе вӗттӗн-вӗттӗн пусса, ҫурхи шыв кӳлленчӗкӗ тавра чупать, чупнӑ ҫӗртех темскер сӑха-сӑха илет, аҫи ун хыҫҫӑн чупать, унтан кӑштах чарӑнса тӑрса, пӑрт-парт ҫаврӑна-ҫаврӑна илет, сӑмсине, усӑнчӑк пӗсехине ҫӗре тивертес пекех пуҫне тайса, ҫине тӑрсах кӑлтӑртатать, вара, хӳрине сарса пӑрахса, хӗллехи пекех сивӗ ҫӗр ҫине ӳке-ӳке йӑпшӑнса, каллех хӑвалама пуҫлать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ами аялалла вӗҫсе анчӗ, вӗҫнӗ чухне ҫуначӗпе икӗ хут хыттӑн лапӑстатса илчӗ, ҫур ункӑ туса вӗҫсе ҫаврӑнса, Разметновсен малти пӳлӗмӗн хӑпӑнчӑк кантӑк хашакӗ ҫине ларчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун ури сассине илтсе, лапамри хытхурасем хушшинчен ҫӑвӑрланӑ кашкӑр ами тӑрса тухрӗ.Потревоженная его шагами, из бурьянов на сувалке поднялась щенная волчица.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хур ами пуҫӗ вара, хӑйӗн хӗрлӗрех сарӑ куҫӗсемпе тӗнче ҫине тӗлӗнсе пӑхаканскер, халӗ те ун ҫине пӑхса выртать.Гусиная голова все еще смотрела на мир навек изумленным оранжевым глазом.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Демка, хур ами пуҫне Лапшинов карчӑкки еннелле вӑркӑнтарса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юбкине силлекелесе, вӑл аллине картлашка умӗнче тапкаланса выртакан пуҫсӑр хур ами патнелле тӑсрӗ, анчах ҫав хушӑра крыльца таврашӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрекен сарӑ вӗшле йытӑ аҫи хур мӑйӗнчен палкасах юн тапса юхнине асӑрхарӗ те, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне чашӑлах тӑратса, сасартӑк сиксе ӳкрӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хур ами тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те шӑпах пулчӗ, — Демка унӑн карланкине пӑвӑнтарса лартрӗ пулмалла, — анчах хӑй ҫаплах чарӑна пӗлмесӗр, урса кайнӑ пек, хӑвӑрттӑн ҫунаттисемпе ҫатӑлтатать.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ку хур ами халь колхозӑн!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Демка, хурӑн вӑрӑм мӑйӗнчен ярса илсе.— Колхозная теперича гусыня!.. — заорал Демка, ухватясь за вытянутую гусиную шею.