Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дрэп ҫак самантсенче ӑсран тайӑлманнин сӑлтавӗ — телейлӗ чӗрӗ сасӑ; вӑл унӑн хальхи тӑрӑмне ҫепӗҫ йӗрпе чӗрсе хускатрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.
Хӑвӑра трамвайсем хӗресленекен пысӑках мар тӳрем — хальхи ҫурма теттӗм тӳрем — урлӑ васкамасӑр каҫнӑн туйсамӑр.
IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Алманчӑ ялӗн айккинче Хальхи пекех хитре инҫетчӗ, Ҫума-ҫум ҫунашка ҫинче Ларса вӗҫетпӗр, чун сӳлетчӗ.
Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 18–19 с.
Унӑн хальхи лару-тӑрӑвне нумай вӑхӑтлӑх, анчах чӑннипе ҫук сирпӗнӳпе танлаштарма пулать.Состояние, в котором он находился, можно сравнить с несуществующим длительным взрывом.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Кӗскен: хальхи Шамполионах — анчах пархатарлӑ, ырӑ…Если кратко, что этот тот же Шамполион, но добрый и учтивый.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Кунта хӑпартлануллӑ тӗрлӗ кӗленче, — вӗсене хӑна ҫурчӗн хуҫи уйрӑм сӑлтавпа кӑларса лартать; шӑпах хальхи йышшинче: ара, капитансем — професси капӑрлӑхӗн сӑлтавӗсене кура пӗр-пӗрне ытлах юратса кайман халӑх, вӗсем мӗншӗн те пулин пухӑнса пӗрле ӗҫсе ларни — шӑпах уйрӑм сӑлтав.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Ефим Никитин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31355.html
Вӑл килӗнчен тухмасӑр чылай вӑхӑт шӑппӑн пурӑнать, кунсене тӗлсӗр-усӑсӑр, хуйхӑ-суйхӑсӑр, чун йӑпатмӑшӗсӗр, кӑсӑк шухӑшсемсӗр, ӗҫсӗр-мӗнсӗр ирттерет, кивӗ ҫырусене уҫа-уҫа вулать, вӗсемпе сӗмленсе хӑйне хальхи пурнӑҫран уйӑрать; ӑна нимӗн те илӗртмест, унӑн нимӗн те тӑвас килмест, унӑн апат лайӑх анать, вӑл туйми ҫывӑрать!
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӗсем, хальхи пулӑма питӗ лайӑх ӑнланакан авгурсем евӗр, пӗр-пӗрне куҫран тинкерчӗҫ.Они смотрели друг другу в глаза, как авгуры, прекрасно понимающие, в чем дело.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хальхи кӑмӑл-тӑрӑм шӑпах ҫавӑн чухнехилле.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Пирӗн несӗллӗх-никӗсе тивӗҫлӗ туйӑмсен чиккинчен унӑн тӑтӑшах каҫма тивет, шӑпах — хальхи ӗнтӗркев хыҫҫӑн; ҫавӑн чухне унӑн ӑшӗнче е тулашӗнче темӗскер — таҫта шалта ҫуталса кайнӑран хӑйӗнпе тӑванлӑскер — уйрӑм пӗлтерӗше куҫать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Ӑна хальхи пек нихӑҫан та йывӑр тивмен.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Хӗвелӗн хӗрлӗ куҫ хупанки хура ҫыран хыҫнелле пытанать; нӳрлӗх, пуҫӗнчи йывӑрлӑх тата хальхи усаллӑх Нока вӑл юлашки кунсенче сивлек сыхлӑхра тӑнӑ йӗрке-тӑрӑма куҫарчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тӗлӗнтермӗш ҫак ҫурт материал тӗрлӗлӗхӗпе те, вырнаҫнин сӗмсӗрлӗхӗпе те хальхи футуристсен ҫурт-йӗрне аса илтерет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
— Эсӗ, Сисменов, хальхи вӑхӑтра мӗн ҫинчен шухӑшлан? — Ив. Тимьянччӑ ҫуна тупанӗ юрланине сасартӑках итлеме пӑрахса сӑмах чӗнчӗ.
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Хальхи лару-тӑрура вара, санкцисене пула, ку ыйту татах та йывӑрланнӑ — пачах кӳрсе килме пӑрахнӑ.
Чек лентти: ӑҫта ҫухалнӑ тата мӗнле сӑлтава пула? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5963-%D0%A7% ... B0%3F.html
Уйрӑмах ватӑраххисем, тахҫан ялта Крапивина мар, Вӗлтрен Хӗлимунне пӗлнӗскерсем, тимлесе пӑхрӗҫ ӑна, ҫав Хӗлимунпа хальхи Филимон Петрович хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине тӗпчесе палӑртма тӑрӑшрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнтах тепӗр Крапивинӗ, ахӑртнех, хальхи Филимон Петрович, пурнӑҫра ӑна-кӑна нумай куркаланӑскер, — унран кулса илчӗ:
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хальхи куҫпа пӑхсан, ӑссӑрла хӑтлану, паллах, ун чухне вара урӑхла тавӑрма та пултарайман-тӑр вӑл, класс кӗрешӗвӗ тенине илтме те ӗлкӗрейменскер…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Апла пулсан, хальхи вӑхӑтра вӑл — халӑх тӑш манӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.