Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкекӗ (тĕпĕ: инкек) more information about the word form can be found here.
— Врач каланӑ тӑрӑх, Светлана инкекӗ вӑл хытӑ пӑлханнӑран килсе тухнӑ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара пӗтӗм инкекӗ сирӗн пуҫӑр ҫине ӳкӗ!

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Килӗнче инкек пулас-тӑк, вӑл ӗнерех кунта таврӑнмӗччӗ. Таврӑнсан та, инкекӗ ҫинчен тус-йышӗсене каласа парӗччӗ», — терӗҫ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнтан сиксе тухрӗ ӗнтӗ инкекӗ те…

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана мӗнпур инкекӗ те ҫак лаша пирки сиксе тухнӑн туйӑнса кайрӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан инкекӗ ҫинчен аҫа илтерни Богданов кӑмӑлне пӑсрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун сиенӗ, инкекӗ ҫинчен Ах, ӑҫтан каласа пӗтерен.

Help to translate

Пӳрнепе тӗллесе // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Чи пысӑк инкекӗ вара — вӑл нимӗн те ҫиеймест, вар-хырӑмӗ апат йышӑнмасть ун…

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл халӗ тин хӑйӗн пӗтӗм инкекӗ ҫак ҫынран килсе тухнине ӑнланчӗ.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫын инкекӗ ҫине агрессипе сӳрӗккӗн пӑхмалла мар.

Не проявлять агрессию и равнодушие к чужой беде.

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rl-3388963

Инкекӗ пӗтӗмпе те — пӗр йӗксӗкре.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Эпӗ урӑх пӗр сӑмах хушса калама та ӗлкӗреймерӗм (тӗрӗссипе, каламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ манӑн), мӗншӗн тесен малалла никам кӗтмен ӗҫсем пулса иртрӗҫ — инкекӗ те, ытти те.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӗре чирлӗ чух кӗтсех тӑр: ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫыннӑн чи юлашки инкекӗ — вилӗм — ҫитсе ҫапӗ те, леш тӗнчене ӑсанӑн.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗпе ҫине сапа тенӗ пек, инкекӗ те хӑраххӑн килмест теҫҫӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Инкекӗ кайран умлӑн-хыҫлӑнах сике-сике тухрӗ ман ырӑ пускилӗн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла, инкекӗ унӑн хӑйне евӗрлӗ: ҫӗрле ӑна ҫывӑрайманни аптратать, кӑнтӑрла — ыйхӑ килни.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пушар сӳнтерекенӗн тумтирне тӑхӑнса вут-ҫулӑмпа кӗрешсе курнӑ ҫын ыттисен инкекӗ ҫине сӳрӗккӗн пӑхма пултарайманни пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Уверен, что тот, кто однажды примерил на себя боевое снаряжение пожарного, уже никогда не сможет быть равнодушным к людскому горю.

Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/30/gla ... aet-s-dnem

Кунта — фашист ҫынҫиенӗсен тӗрми-касаматне, гестапӑн тискер аллине, концлагерьсене лекнӗ совет ҫынни юлашки самантсенче ҫырса хӑварнисем, вӑрҫӑ инкекӗ ҫинчен калакан документсем.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Ҫырма-ҫатра — чӑваш ҫӗршывӗн инкекӗ, унпа ҫине тӑрса кӗрешмесен пирӗн уйсене вӑл вупӑр карчӑкӗ пекех ҫӑтса ярать, халӑха выҫӑ хӑварать», — ҫапла ҫырнӑччӗ пӗр ҫырӑвӗнче Сантӑр.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ара, кусем драгунсем-ҫке! — аллисене ҫыхнӑ ҫынсене тумӗсенченех палласа кӑшкӑрсах ячӗ Тимофей-хусах, вара паҫӑр хӑйсен инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ ирҫерен: — Апла эсир вӗсене тапӑнса ӗлкӗртӗр-им? — тесе ыйтрӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed