Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Обломов чӗрӗлчӗ кӑна, кӑмӑллӑн кулкалама пуҫларӗ кӑна, ун ҫине ӗлӗкхилле пӑхма, кӑмӑллӑн алӑк уҫса, унпа шӳтлеме пуҫларӗ кӑна — вӑл каллех самӑрланчӗ, каллех хавхаланса, ҫивӗчленсе, хавасланса, анчах малтанхинчен кӑшт урӑхларах ӗҫлеме пикенчӗ; малтан вӑл кунӗпех, лайӑх тунӑ машина евӗр, пӗр пек, тӗрӗс ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ярӑнса утатчӗ, шӑппӑн та, хыттӑн та мар калаҫатчӗ, кофе авӑртатчӗ, сахӑр кататчӗ, мӗн те пулин аллатчӗ, ҫӗлеме ларсан, ун аллинчи йӗп сехет йӗппи пекех пӗр виҫепе вылянатчӗ; унтан вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑратчӗ; кухньӑна ҫитиччен чарӑнса шкап уҫатчӗ, тем илетчӗ те кайса хуратчӗ — йӑлтах машинӑ пек тӑватчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Итлӗр-ха, — терӗ Обломов тепӗр хут, васкамасӑр, сӑмахсене пат татса, пӑшӑлтатнӑ пекех шӑппӑн, — эпӗ барщина мӗн иккенне те, ялти ӗҫ мӗн иккенне те, чухӑн ҫын кам иккенне те, пуян ҫын кам иккенне те пӗлместӗп; пӗр чӗрӗк ыраш е сӗлӗ тени мӗне пӗлтернине те, вӑл мӗн хак тӑнине те, хӑш уйӑхра мӗн акнине те, мӗн вырнине те, хӑҫан мӗн сутмаллине те пӗлместӗп; пуян-и эпӗ, чухӑн-и, тепӗр ҫултан эпӗ тутӑ пулатӑп-и е ыйткалакан-и — нимӗн те пӗлместӗп, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп! — каласа пӗтерчӗ вӑл салхуллӑн, вицмундир ҫухине вӗҫертсе, вара Иван Матвеевичран каялла чакса тӑчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Обломов ӑна ҫыран хӗррине кӑларчех, вара унпа сад тӑрӑх васкаса утрӗ, анчах Ольга, пачах урӑхла, васкамасӑр, ун алли ҫине таянса утрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кил кунта! — васкамасӑр, ҫине тӑрсах каларӗ Обломов.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑл, ҫак шӑрӑх, чӑтмалла мар тӑкӑскӑ кун кунӗпех васкамасӑр пухӑннӑскер, нихӑҫан пулман вӑйпала урса кайрӗ Переброд ҫийӗн.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Кӑвакарчӑнӑм манӑн, — васкамасӑр, пӗр сӑмахне тепринчен аран уйӑрса, калаҫма пуҫларӗ Олеся.— Голубчик мой, — заговорила Олеся, медленно, с трудом отделяя одно слово от другого.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кухньӑран васкамасӑр тухнӑ Ярмола манран лашана илчӗ те: — Лере унта, паныч, сирӗн пӳлӗмӗрте, Маринов экономинчи прикашчӑк ларать, — каласа хучӗ кӑнттаммӑн.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Сан арӑму? — Пуҫне вӑл васкамасӑр та салхуллӑн сулкаларӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпир каҫ хӗвелӗпе кӑштах кӗренленнӗ сукмак тӑрӑх васкамасӑр утрӑмӑр.Мы медленно пошли по тропинке, чуть розовевшей на вечернем солнце.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ольга темиҫе минут хушши ун ҫине пӑхрӗ, кайран мантилья тӑхӑнчӗ, турат ҫинчен косынка илчӗ те васкамасӑр ҫыхрӗ, зонтикне илчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Хаваслансах, — тет Ольга, анчах юрама тӑрӑшнине тата пӑхӑннине кӑтартма васкамасӑр калать.— С удовольствием, — отвечала Ольга, но без торопливого желания угодить, без выражения покорности.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр вунӑ минутран Штольц тумланса, хырӑнса, ҫӳҫне тураса тухрӗ; Обломов ҫаплах вырӑн ҫинче салхуллӑн ларать, вӑл васкамасӑр кӗпе ҫухавине тӳмелет, ниепле те тӳмине йӑлине лектереймест.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑна хӑрах аллипе ҫӳҫрен ярса тытрӗ, пуҫне пӗшкӗртрӗ те виҫӗ хутчен пӗр пек, васкамасӑр ӗнсинчен чышрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫак сӗрӗмрен урӑлнӑ та сайра хутра ҫеҫ, Штольц кӑтартса панипе, хӑшпӗр кӗнекесене вуласа тухнӑ та пулӗ, анчах сасартӑк мар, васкамасӑр, хыпӑнмасӑр, йӗркесене хуллен кӑна пӑхса тухнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вырӑс ҫынни хӑшне те пулин пӗрне суйласа илет, ӑна та васкамасӑр, хуллен-хуллен те ерипен, аран-аран суйлать, ку пур — пӑх-ха мӗнешкел!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алексей Николаевич васкамасӑр калаҫать.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эпӗ кивӗ корчма — пӗр чун ҫук, ишӗлсе пӗтнӗ хаттӑ патне васкамасӑр ҫитрӗм те лӑсӑллӑ вӑрман хӗррине, тӳп-тӳрӗ ӳссе кайнӑ, ҫӳллӗ те ҫара туналлӑ хыр айне тӑтӑм.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Эсремет-и? — хӑйӗн яланхи йӑлипе васкамасӑр тепӗр хут ыйтрӗ Ярмола.— Ведьмака? — медленно переспросил, по своему обыкновению, Ярмола.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Васкамасӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӗсем васкамасӑр утса чуччу патне пычӗҫ те Маргаритӑна лартса ярӑнтарма пуҫларӗҫ.Они не спеша подошли к качелям, усадили на них Маргариту и стали ее раскачивать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив