Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсене (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Митинга пухӑннисем, хӑйсем илтес тенине, Алендеев сӑмахӗсене чӑн тесе, чун-чӗрепе йышӑнса кӗтсе илнӗскерсем, каллех хаяр вучӗпе хӗмленсе-ҫулӑмланса, каллех шӑлӗсене шатӑртаттарма тытӑнчӗҫ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ак ӗнтӗ вӑл, каллех хӑйне такама лапатка ҫине ҫавӑрса хунӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек каҫӑрткаласа, суя куллине лӑнкӑрт ҫӑтса ярса, хӑй тин ҫеҫ юхтарнӑ лӑймака, йӑплака сӑмахӗсене сирсе ывӑтрӗ те, хаярланса, самант чи малтанхисене, пуҫламӑшӗсене, усаллисене вут хыптарса, амалантарса ячӗ:

Help to translate

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ара, эпӗ атте сӑмахӗсене аса илсе чӗлхе ҫине тавӑратӑп мар-и?

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫуралнӑ килне Иван, ашшӗн урнӑ вӑкӑрла хӑтланкаларӑшӗсене, чӗрене яланлӑхах касӑнса кӗнӗ хӗрхӳ, сивӗ сӑмахӗсене асран кӑлараймасӑр, пӗртен-пӗр хут, салтака кайнӑранпа вун пилӗк ҫул иртсен, ҫемьесӗр, пӗччен ҫеҫ килсе кайнӑ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӗҫне ҫитиех, сывламасӑр тенӗ пек, сӑмахӗсене куҫҫуль витӗр ҫӑта-ҫӑта тимлерӗ Павӑл юрра.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Усал шӗвек наркӑмӑшӗпе хӗрсе хӗтӗхленнӗ ӑш вӗҫҫи пуҫа арпаштарсах минретме пуҫласан, чун куҫҫулӗпе тасалнӑ, чӗреренех пӑчӑртанса тухакан сӑмахӗсене сӑмса айӗпе нӑрӑлтатса йӑвалантарма пуҫларӗ:

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑнланчӗҫ йӗкӗтсем ватӑ хресченӗн сӑмахӗсене, вара малалла им шырама каймарӗҫ, килне таврӑнчӗҫ.

Поняли юноши слова старика и не пошли дальше искать лекарство, а тут же вернулись домой.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Ҫак кун эпир юратупа тав сӑмахӗсене сире – этемлӗхӗн илемлӗ пайне – халаллатпӑр, сирӗнпе хавхаланнине палӑртатпӑр.

В этот день особые слова любви, благодарности и восхищения мы посвящаем вам – прекрасным представительницам человечества.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

— Шел, пире рабочисем мар, квалификациллӗ ҫӑкӑр пӗҫерекенсем тата шофер кирлӗ, — кӑкӑртанах пусарса кӑларчӗ сулхӑн, сӳнӗк, хавхасӑр сӑмахӗсене кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ, сӑпай, тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫулланарах панӑ хӗрарӑм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑшӗнче, шӑмарса, хевтесӗррӗн кулкаласа, И. А. Крыловӑн пӗр юптарӑвӗнчи йӗплӗ сӑмахӗсене хушса хучӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑр!» — шӳтпе тутлӑлантарсшӑн пулса йӑваласа кӑларчӗ сӑмахӗсене Ула Тимӗр.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл Мустаев юрлакан юррӑн сӑмахӗсене аса илчӗ: «Пурнӑҫ иккӗ килмест, ӗмӗр вӗҫсӗр пулмасть, пӗр-пӗрне ӑнланар, хуҫӑлма кирлӗ мар…»

Help to translate

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

— Ну-ка, тасал пӳлӗмрен, Авдей хурӑнташӗ, — сӑмахӗсене тата-тата каларӗ Сима.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

«Чикан урапи ҫинчен ӳксе юлнӑскер, — аса илчӗ вӑл Лариса сӑмахӗсене.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куратӑн-и, мӗн чухлӗ деталь унта, — сӑмахӗсене тӑкать те тӑкать пуҫлӑх.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрӗ ашшӗн сӑмахӗсене илтмен пекех нимӗн те чӗнмерӗ, пӗр хушӑ тапранмасӑр выртрӗ, унтан хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑрса тӗкӗр умӗнче тирпейленме пуҫларӗ.

Help to translate

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Полина Иван сӑмахӗсене илтмен евӗр нимӗн те шарламарӗ.

Help to translate

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Халӗ ӗнтӗ сирӗн, мастерсен, сӑмахӗсене итлесе пӑхар.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

. — сӑмахӗсене каласа пӗтереймесӗрех йӗрсе ячӗ Марук.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed