Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗр the word is in our database.
хӗр (тĕпĕ: хӗр) more information about the word form can be found here.
Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пысӑк пухура пӗчӗк хӗр сӑмах илни малтанах мана та вырӑнсӑртарах пек туйӑнчӗ, анчах «симӗсрех» хӗр хӑй мӗнлине часах кӑтартрӗ.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Малтанах пӑхсан, Пӑрчканӗ ун ҫумӗнче ним тӗшне тӑман хӗр темелле: вӑл пӗчӗк ҫеҫ тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, манашкалах хура, ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ, хӑй те хӗр пек мар, арҫын ача пек туйӑнать.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— А-а, — терӗ тарӑхса кайнӑ арҫын, — пӗлетпӗр хӗр йӑлине: хӗр тени йӑлӑнтарма юратать…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗр туссем аякри палламан вырӑс хӗрӗн паттӑрлӑхӗпе асапӗсем ҫинчен вуланӑ чух хурланчӗҫ те, хаярланчӗҫ те; ҫамрӑк партизанкӑран чун илнисем мӑшкӑллани ҫинчен вуланӑ чух вӗсен чӗрисенче куҫҫулӗпе пӗрлех хаяр курайманлӑх вӗресе тӑчӗ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня тӑрсан, пурте шӑпланчӗҫ, Аркадий хыҫӗнчи икӗ хӗр: «Мускав хӗрӗ калаҫать», — тесе пӑшӑлтатса илчӗҫ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Уйӑх та хӗр хӑлхине ҫакнӑ алка пек ҫакӑнса тӑратчӗ, эс те темӗнле хитререх, ырӑрах туйӑнаттӑн, пӗр-пӗр юмахри хитре хӗре шыраса тупнӑ маттур каччӑ пек курӑнаттӑн.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Пулнӑччӗ хӗр, халь ӗнтӗ ҫук хӗр!

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Хӗр ҫеҫ ҫуратакан амӑшӗн хӗрӗ ывӑл ача ҫуратасси пур-и вара?»

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ-амӑшӗ тенин, кирек камӑн та, хӗре валли качча, каччӑ валли хӗр сӑнаса хуни пурах ӗнтӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ суйма е кутӑна пеме пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳррӗн калатӑп: ҫул ҫинче тӗл пулнӑ хӗрсем мана ялта чунтан юратакан хӗр пуррине тата вӑйлӑрах аса илтеретчӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫамрӑк чухне хам та ыттисенчен маларах вӑранма тӑрӑшман-и вара? Тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк хӗр пуринчен малтан вӑранса ӗҫе тытӑннӑшӑн ватӑ ҫынна мӗншӗн намӑс пултӑр? Пурнӑҫра ҫапла пулмалла те ӗнтӗ. Ватти — ватӑлать, унӑн кая юлмалли вӑхӑт. Ҫамрӑкӑн мала тухмалла. Мала тухни пуринчен ытла ҫамрӑк хӗршӗн мухтавлӑ», — яланхи ӑшпиллӗ кӑмӑлне тупрӗ Татьяна.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир хӗр пӑхма та, хӗр вӑрлама та килмен.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн ял хӗрӗ сарӑ хӗр, Сарӑ ҫӳҫӗ пилӗкрен.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр леререх пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: таҫта аякра, тепӗр пӳлӗмре пулас, каснӑ-лартнӑ хӑй пек хӗр тӑра парать.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑрса хӗр ачана ик алӑпа йӑтса илчӗ те ҫыран хӗрнелле утрӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл эрленнӗ чунне нимпе пусараймасӑр такмакласа илчӗ: «Пултран-пасарта суккӑр хӗр те каччӑ тупать, суккӑр каччӑ та хӗр тупать»…

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пултран-пасарта суккӑр хӗр те каччӑ тупать, суккӑр каччӑ та хӗр тупать» тесе ахаль каламан пулӗ ҫав.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑксемшӗн пултран-пасарта тепӗр кӑсӑк пур: каччӑсем хӗр пӑхаҫҫӗ, хӗрсем каччӑ суйлаҫҫӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ кунтан сан аллунта ҫурхи чечек пек чипер хӗр ача пулать, мӑрса хӗр ачи!

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed