Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗр the word is in our database.
хӗр (тĕпĕ: хӗр) more information about the word form can be found here.
Авӑ Ешӗлпин ҫывӑх тантӑшӗн чи кӗҫӗн хӗрӗ те, Шывачипе пӗр вӑхӑтра ҫуралнӑскер, пӗве ҫитрӗ, ытарайми хӗр пулса тӑчӗ.

Help to translate

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пӗве хӗррине сӗвӗнсе юлнӑ тутӑрне тупсан сарӑ хӗр путса вилнӗ тесе хуйхӑрма пуҫлаҫҫӗ: мӗн тери хитре хӗр тантӑшне упрайманшӑн кулянса йӗреҫҫӗ.

Help to translate

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Акӑ каччӑпа хӗр вӗлтрен пусса илнӗ ҫыр хӗрне ҫитрӗҫ те шыв урлӑ каҫма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗрӗ — Наталья Евгеньевна Иорданская (1937—2004), хӗр чухне Рысс хушаматлӑ пулнӑ.

Дочь — Наталья Евгеньевна Иорданская (1937—2004), в девичестве Рысс.

Рысс Евгений Самойлович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D1% ... 0%B8%D1%87

Тӑванӗн хӗрӗ Галина Михайлова хӑйӗн ашшӗн (Михаил Ильичӑн аслӑ пиччӗшӗн) ҫемйинче ултӑ ывӑл тата пӗр хӗр пулни ҫинчен каласа пачӗ.

Племянница Галина Михайлова рассказала, что в семье ее отца, старшего брата Михаила Ильича, было шестеро сыновей и одна дочь.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Завьялов Иванов ҫинчен ыйтнине илтсенех, хӗр ӑна пӳрте кӗме чӗнчӗ те пит нумай сӑмахсемпе ӑнлантарма тытӑнчӗ: Иванов Ҫурҫӗрте ӗҫлет, унӑн кил-йышӗ — арӑмӗ Анна Федоровна тата пӗчӗк хӗрӗ Груня — кунта пурӑнаҫҫӗ; анчах халӗ Иванова хӑйне те, Анна Федоровнӑна та, Груньӑна та курма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ӗнер Кавказа тухса кайрӗҫ те унтан пӗр уйӑхсӑр таврӑнмаҫҫӗ.

Help to translate

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловшӑн Оля халӗ те-ха ҫамрӑк хӗр пек, хӑй Атӑл хӗрринче ҫӑмӑл кӑна пальтопа курнӑ, унтан лере, фронтри аэродромра, вӗҫевҫӗсен симӗс комбинезонӗпе курнӑ ҫамрӑк хӗр пулса юлнӑ…

Help to translate

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сана хӗр юратнӑ, лайӑх, йӗркеллӗ, йӑхӑ-яхӑ мар хӗр.

Help to translate

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ хӗр «оп!» «оп!» тесе татах сикрӗ те хӗрсем хушшине чупса кӗчӗ.

Help to translate

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Хӗр туприне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, аттепе анне тӗрлесе панӑ. Вӗсен аллипе тирпейлӗ тӗрленӗ минтер пичӗсемпе, чӳрече каррисемпе, вырӑн ҫиттисемпе, алшӑллисемпе качча кайнӑ эпир», — тет аслӑ хӗрӗ Надя.

Help to translate

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ҫынсам кайса пӗтсен пычӗ те хӗр патне хӗре калать Йӑван:

Когда люди разошлись, подошел Йыван к девушке и говорит ей:

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Хӗр килнӗ хыҫҫӑн хӗрпе качча хӗве хупнӑ.

Help to translate

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Ӑҫтан килчӗ унтан: «Хӗр вӑрлаҫҫӗ!», «Хӗр вӑрлаҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унтан вӗсем утса ҫаврӑнакан хӗрсен картинчи икӗ хӗр хушшинче пыракан Сухвие тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кунсӑр пуҫне, савнӑ хӗр, сӑмах татнӑ хӗр пулсан!

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Мӗншӗн тесен «хӗр вӑрласан», каччӑ туй йӑли-йӗркине пысӑк тӑкаксӑрах — пӗчӗк ӗҫкӗпех (хӗр ҫураҫса, хӑтана кайса, таврӑна хӑта халӑхӗ кӗртсе) ирттерсе ярать.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак ял яш-кӗрӗмӗ те ялта ҫичӗ туратран иртмен хурӑнташлӑ хӗрсемсӗр пуҫне урӑх тупӑнмасан ҫеҫ ют ялтан хӗр илет-мӗн.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр Славике мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те ҫамкинчен, питӗнчен, куҫӗнчен, ҫӳҫӗнчен чуптуса тухрӗ, хӑйӗн куҫҫӳлленнӗ вӗри пичӗпе ачан питне, тутине сӗрчӗ, ҫӳҫӗпе мӑйне кӑтӑклантарчӗ, хӗрӗн лӗпӗш сухалӗ пек вӑрӑм та хытӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ача пичӗ ҫинче йӑпӑртатса чупрӗҫ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫапла выртнӑ май краватьпе диван юнашарах ҫывхарса ларчӗҫ пек, вӑл хӗре аллинчен тытрӗ пек, хӗр ҫакна йӑлтах кӑмӑллӑн йышӑнчӗ пек…

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр куҫӗнчен хӑй ҫапла кушак куҫӗнчен пӑхнӑ пек ним именмесӗр лӑпкӑн пӑхма пултарнишӗн, вӑл ҫапла пӑхнине хӗр те тӳлеккӗн йышӑннишӗн телейлӗ пулчӗ вӑл.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed