Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫхине вӑл ҫав тери капӑр тумланнӑ хӗрне упӑшки вырӑнӗ патне ҫавӑтса пычӗ, Артамонов хӑйӗн ывӑлне хыҫалтан тӗртрӗ, каччӑпа хӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах, алӑран алла тытӑнса, пуҫӗсене усса чӗркуҫленсе ларчӗҫ, вара Баймаков, аран-аран сывласа, вӗсене ахахпа эрешлесе пӗтернӗ, ашшӗнчен юлнӑ авалхи турӑшпа хупларӗ те: — Ашшӗн, ывӑлӗн ячӗпе… Турӑҫӑм, ан пӑрахсам манӑн пӗртен-пӗр хӗрӗме! — тесе пиллерӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хуҫкаланса хӑтланма юратакан хӗр ку сӗнӳрен пӑрӑнса юлма тӑрӑшатчӗ ӗнтӗ, йӑпӑлкка хӗр ӑна йышӑнмастчӗ, харавҫӑ хӗр хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мӗншӗн Луиза Пойндекстер, сахӑр тростникӗ ӳстерекен мӑнкӑмӑллӑ плантаторӑн хӗрӗ, пурте пӗлсе тӑракан илемлӗ хӗр, мӗншӗн вӑл Техасри чухӑн сунарҫӑна юратса кайнӑ, — ҫавӑ вӑл вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӗр хӑй те татса калама пултарайман.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халиччен комиссар тӑванӗн хӗрне чи илемлӗ хӗр тесе шутланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ку вырӑна Пойндекстер хӗрӗ йышӑнӗ.Племяннице комиссара придется уступить ей свое место первой красавицы.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫитес ҫулӑн пуҫламӑшӗнче эпир пирвайхи ача ҫураласса кӗтетпӗр, хӗр пулсан эпир ӑна сирӗн хӗрӗр, социализмлӑ пӗрремӗш государствӑри аслӑ халӑх хӗрӗн ятне парас тетпӗр.
«Манӑн питӗ пурӑнас килет» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пӗрисен, савнипе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, хӗр куҫӗсем асра юлаҫҫӗ — ытларах куҫӗсем ӗнтӗ, теприсен — хӗр утти-тӑрри, Меркидон вара хӗр сассине асра тытса юлнӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Панталеоне старик те, алӑк янаххи ҫумне таянса, янаххипе ҫӑварне шалпар галстука пытарса тӑраканскер, вӑл та пӗлекен ҫын пек питӗ тимлӗн те сумлӑн итлерӗ, вӑл та, ӑна хӗр питне хӑнӑхса ҫитме вӑхӑт пулнӑ пулсан та, хӗрӗн ытарма ҫук пит-куҫӗпе киленсе, хӗртен тӗлӗнсе тӑчӗ.
VI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл хӗр хыҫҫӑн чупса кӗнӗ пӳлӗмре, лаша ҫилхинчен хунӑ кивӗ модӑллӑ диван ҫинче ӑвӑс е авалхи мрамор пек шап-шурӑ, вырӑнӑн-вырӑн ӑн сарӑ йӑрӑмлӑ питлӗ пӗр вунтӑватӑ ҫулхи ача выртнӑ, сӑнӗнчен пӑхсан вӑл каснӑ-лартнӑ ҫак хӗр пекех пулнӑ; хӗрӗн шӑллӗ пулас.
II // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ах Тур хӗрӗм, чӗрене ан ыраттар-ха, хӗр ачан хӗр пек курӑнмалла ӗнтӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Валери ҫав ҫырӑва амӑшне кӑтартрӗ — эпӗ хӗр пуҫӑнах юлма та хатӗр тесе пӗлтерчӗ; анчах амӑшӗ хӗрин качча тухма вӑхӑт тет пулсан, хӑй кама суйласа илет — хӗрӗ ҫавна тухма хатӗр.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Хӗрсем — сакӑр хӗр — малти партӑсем хушшинче ларнӑ, вӗсем доскапа Викторсӑр пуҫне урӑх нимӗн те курман тейӗн: пӗрин тутӑрӗ хулпуҫҫийӗ ҫине анса ларнӑ, хӗрӗ ӑна асӑрхаман та; теприн ҫивӗчӗ саланнӑ е ҫамки ҫине ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, вӑл ҫӳҫ пайӑркине те, ҫивӗтне те тӳрлетмен, — вӗсен шухӑшӗсем Виктор доска ҫине пурӑпа ӳкерсе панӑ юпасем хыҫҫӑн кайнӑ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей хӗрпе калаҫса Колхозник ҫуртӗнче шыв кранӗ те, умывальник те пурри ҫинчен ҫеҫ мар, хӑйпе калаҫса тӑракан хӗр ахаль хӗр мар, дежурнӑй пулнине те пӗлчӗ, — ҫавӑнпа иккен вӑл алӑк пуканӗ ҫинче мӑнкӑмӑллӑн пӑхса тӑнӑ, гостиницӑра пур номерсене те ҫулталӑклӑх йышӑнса хунӑ пулсан ҫеҫ дежурнӑйсем ҫапла тӑма пултараҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сергей урапапа юнашар утса, ҫӗр ҫине йӑмӑх хӗрлӗ мӑкӑнь ҫеҫкисем ӳкнине курса пычӗ, темшӗн ӑна ҫак хура куҫлӑ хӗр ӑнсӑртран, ахаль тӗл пулнӑ хӗр пек туйӑнмарӗ, фронтра чухнех, тӑван тавралӑх, тӑван станица ҫинчен шухӑша каймассерен, ун умне хӗвелпе пиҫнӗ ҫакӑн пек ятсӑр хӗр тухса тӑнӑ, ӑна кӗтнӗ пек, ӑна юратнӑ пек туйӑннӑ, халӗ ӗнтӗ пулас арӑмӗ пек туйӑнчӗ…
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Оленина: хӑй хӗре каланӑ пур сӑмахӗсем те мӗн тери киревсӗр пулнине хӗр ӑнланать пек, анчах та вӑл ҫав шухӑшсенчен ҫӳлте тӑрать пек туйӑнчӗ; хӗр хӑйне Оленин мӗн калас тенине, анчах каласа пама пӗлменнине тахҫанах пӗлет пек, анчах унӑн ҫав сӑмахсене Оленин мӗнле каланине итлесе пӑхасси килет пек туйӑнчӗ.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Аппӑшӗ: хӗрсене шӑллӗн кучченеҫ парас пулать, хӗрсем ӑна саваҫҫӗ тата пӗр хӗр, Марьянка, пуринчен те чипертерех, вӑл та Лукашкӑна юратать, терӗ.
XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Хитре хӗр, ӗҫчен хӗр, — шутлать Лукашка амӑшӗ, маттур хӗр ҫине пӑхса.«Краля девка, работница девка, — думает она, глядя на красавицу.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗр каланине иккӗмӗш хут итленӗ чухне вӑл хӗр питӗ йӗркеллӗ пулнинчен, хӗр ӗмӗтсӗр пулманнинчен, вӑл чӗререн парӑнса туслашма пултарнинчен, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнинчен, нумай тӗлӗшпе айван пулнинчен те тӗлӗнмен.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ҫакна каласшӑн: ҫав сирӗн еркӗн, ҫав никам пӗлмен те вӗренсе ӳсмен, хӑйне хӑй тыткалама пӗлмен, туйӑмсӑр хӗр, — ҫав хӗр те сире намӑслантарнӑ, ҫав хӗр те сирӗн пек шухӑшлани лайӑх маррине ӑнланса илнӗ…
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн еркӗнӗр, — паҫӑрхинче Анна Петровна унталла-кунталла пӑркаланса калаҫрӗ, халӗ ӗнтӗ нимӗн те пӑркаланма кирлӗ мар: тӑшман ӑна ҫӗнтерес ҫук, унран ҫӗнтерӳ хатӗрне туртса илнӗ ӗнтӗ, — сирӗн еркӗнӗр, — ан хирӗҫлӗр, Михаил Иваныч, вӑл сирӗн еркӗн пулни ҫинчен эсир хӑвӑр та ӑҫта ҫитнӗ унта каласа ҫӳренӗ, — ҫак хӗр вӑл чаплӑ ҫын хӗрӗ мар, ӑна питӗ начар вӗрентсе ӳстернӗ, хӑйне те вӑл питӗ начар тыткалать, — ҫак йӗрӗнчӗк хӗр…
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсӗ пирӗн управляющин хӗр… хӗр… хӗрне качча илесшӗн, тет.— То, что ты сделал предложение этой… этой… этой… дочери нашего управляющего?
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.