Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмах the word is in our database.
сӑмах (тĕпĕ: сӑмах) more information about the word form can be found here.
Анчах та сӑмах реактивлӑ авиаци ҫинчен пынӑ чух «ерипен» тенӗ сӑмах хӑйӗн яланхи пӗлтерӗшне ҫухатать, мӗншӗн тесен этем сисӗмӗ ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхсем хушшинчи расналӑха уйӑрса илме пултараймасть.

Help to translate

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнтах мана ҫав кулӑша каласа кӑтартать — халь ӑна пурте пӗлеҫҫӗ: фронтра пӗр командир питӗ шӑппӑн темле ниме пӗлтермен сӑмах каланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара ҫав ниме тӑман сӑмаха ӑна пӑхӑнса тӑракансем те ун пекех шӑппӑн калама тытӑннӑ — темле питӗ паллӑ ҫар вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен каланӑ пек.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сӑмаха тӗлли-паллисӗр пӑт-пат персе ямалла мар, — тарӑхса сӑмах хушрӗ Мустай.

Help to translate

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав вунӑ сӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, чи асра юлакан сӑмахсем пулмалла.

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вун сӑмах каласан, пӗр сӑмах чӗнет вӑл.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑмахран, сӑмах Альшей районӗнче ҫусӑр чӑкӑт, услам ҫӑвӗпе тӑпӑрчӑ туса илекен цех тӑвасси ҫинчен, «Алга» ОЭЗ территорийӗнче строительство материалӗсемпе производство бази тума тата Уфа районӗнчи строительство объекчӗсен материаллӑ-техника ресурсӗсемпе тивӗҫтермелли пластификациллӗ компонентсем туса хурасси ҫинчен тапратнӑ.

В частности, речь зашла о строительстве цеха по производству обезжиренного сыра, сливочного масла и творога в Альшеевском районе, создании на территории ОЭЗ «Алга» производственного комплекса пластифицирующих компонентов для стройматериалов и производственной базы для обеспечения материально-техническими ресурсами строящихся объектов в Уфимском районе.

Промышленность, ял хуҫалӑхӗ тата пулӑшу сфери: "Инвестчасра" ҫӗнӗ проектсене ырланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3372491

Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юлташӗпе соратникне Азат Бадранова ҫакна тума сӑмах панӑ, хӑй сӑмахне пурнӑҫланӑ.

По словам Радия Хабирова, он обещал свoему товарищу и соратнику Азату Бадранову это сделать и выполнил обещание.

Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... yn-3416375

Ку сӑмахсене урӑхлатса, литературӑна куҫарса, ҫапла калама пулӗччӗ: пӗр вырӑнсӑр сӑмах пуплевӗ тепӗр хут пӗтӗм произведение пӑсма пултарать.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Халиччен ҫынна пӗр урлӑ сӑмах, пӗр сив сӑмах каласа курман пулӗ…

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аякран-аякран шутарса каланӑ сӑмаха та вӑл хӑй ҫине илсе пӑшӑрханассӑн, унӑн сӑнӗ тата хурлӑрах пулса каяссӑн туйӑннипе ун умӗнче ахаль сӑмах каласа яма та иккӗлентерет, шухӑшлаттарать.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл, ҫапла шухӑшланипе ҫеҫ лӑпланмасӑр, мӑшӑрӗпе ачисене сӑмахпа тӗксе ӳпкев тума та хатӗрччӗ ӗнтӗ, анчах пӗррехинче чӳрече умӗнчех, урамра, йытӑ ҫури вӗрсе ячӗ те, амӑшӗ те, хӗрачипе ывӑлӗ те кантӑк патне чупса пычӗҫ, пӗр хушӑ пӑхса тӑрсан-тӑрсан вара салхуллӑн, сӑмах чӗнмесӗр пӑрӑнса кайрӗҫ: ҫук, Бианка мар…

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Малтанхи каҫсенчех хамӑра хамӑр ютшӑнса, тытма пӑрахрӑмӑр, туслашса кайрӑмӑр та — тепӗр чухне пуҫа мӗн пырса кӗнӗ, ҫавна пакӑлтататпӑр, сӑмах ҫукран сӑмах тупса тем те пуплетпӗр.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тарӑхма-тӗлӗнме те, пӗр-пӗрне лӑплантарма та сӑмах тупайманнипе-ши, тен, кунта текех кирек мӗнле сӑмах та ытлашши иккенне ӑнланса, кӳршӗсем пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗҫ те туха-туха кайрӗҫ.

Help to translate

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑмах ҫине сӑмах.

Help to translate

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сидоркин ӑна сӑмах панӑ вӑхӑтра халӑх алӑ ҫупни кӗрлесе тӑчӗ те, эпӗ «…управленири… тава тивӗҫлӗ строитель Тарас… сӑмах илет», тенине ҫеҫ илтсе юлтӑм.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫанталӑка сӑнакансем паян уяртасса шантарманччӗ-и вара? — пӗр чӗнмесӗр пырасран тенӗ пек, сӑмах ҫукран сӑмах тупса ыйтрӑм эпӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытла пӑлханнипе вӑл урӑх пӗр сӑмах та калаяс ҫук пек, каласан та сӑмахсене йӗркеллӗ ҫыхӑнтараяс ҫук пек туйӑнчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Капла чӗлхере ҫӗр пин сӑмах мар, сӗр пин те пӗр сӑмах пулать, мар-и?

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ман шутпа авал, ахӑртнех, [кан'] пек сӑмах пулнӑ пуль, ҫавна май пирӗн чӗлхере ҫак сӑмахсем пур та…

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed