Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чи малтанах эпӗ хамӑн мӗнпур ӗҫӗм-хӗлӗмре тата хӑтланусенче «noble» пулма ӗмӗтлентӗм (эпӗ: ырӑ йӑхран тухнӑ ҫын тесе мар, noble тесе калатӑп, мӗншӗн тесен француз сӑмахӗ урӑх пӗлтерӗшлӗ, ҫакна нимӗҫсем ӑнкарнӑ, вӗсем noble сӑмаха йышӑнса, ӑна ehrlich сӑмах ӑнланӑвӗпе пӑтраштармарӗҫ), унтан вӗри чӗреллӗ пулма тата, юлашкинчен, хам унчченех ӗмӗтленнӗ пек, ытларах comme il faut пулма шутларӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Профессор господин, — сӑмах тупса каларӗ Иконин, вара каллех профессор господин тенӗ сӑмахсем унӑн ку вырӑнта каланӑ юлашки сӑмахӗсем пулчӗҫ; ман тӗлтен каялла кайнӑ чух каллех профессорсем ҫине, ман ҫине пӑхса илчӗ, йӑл кулчӗ те: — Нимех те мар, тӑванӑм! — тесе каланӑн, хулӗсене сиктерсе илчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сталин хӑй Малика пӗлет иккен, Малика мухтать, Малика Мускавран Ылтӑн Ҫӑлтӑр ярса панӑ, халӗ Малик окопсем тӑрӑх Сталин сӑмахӗсене илсе ҫӳрет, унӑн сӑмахне пур халӑх салтакӗ тӗ ӑнланать, мӗншӗн тесен ҫав сӑмах вӗсен чунне кӗрсе вырнаҫать, тесе юрлать.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Кӑмака ҫинчен урисене усса, пӳрнисемпе хӑйӗн кӑтра сухалне тураса ларать, ҫав вӑхӑтрах ерипен, васкамасӑр, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах калать, сӑмахӗсем, сӑнчӑр ункисем пек, пӗринчен тепри ҫыхӑнса пыраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Ан тив, манӑн сӑмахӑм пуҫламӑш сӑмах пекки пултӑр, — пӗтерчӗ хӑйӗн сӑмахне Гречкин, пухӑннӑ ҫынсем ҫине ҫаврака та ҫивӗч куҫӗсемпе хӑвӑрттӑн пӑхса.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Базировать» сӑмах партизансен ытти сӑмахӗсене — «пытарас», «чавса хурас», «хӳтӗлес» сӑмахсене кӑларса пӑрахнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Аристократ сӑмах (кирек мӗнле сословире пулсан та ҫавах вӑл, сословин чи ҫӳлте тӑракан сийӗ пулсан вара, ӑна пирӗн пур ҫӗрте те аристократия вырӑнне хураҫҫӗ) пӗр вӑхӑтран пуҫласа пирӗн Российӑра (кунта вӑл сӑмах пулма та кирлӗ марччӗ, пулас) пуриншӗн те паллӑ сӑмах пулса тӑчӗ, пур ҫӗре те, чапа е мухтава тухас кӑмӑл сӑрхӑнса кӗме ӗлкӗрнӗ ҫӗре (мӗнле кӑна условине сӑрхӑнса кӗмест-ши вӑл путсӗр кӑмӑл?), обществӑн пур тӗрлӗ сийӗсене те сӑрхӑнса кӗчӗ вӑл — купцасем хушшине те, чиновниксемпе писарьсем тата офицерсем хушшине те, Саратова та, Мамадиша та, Винницӑна та, ӑҫта ҫын пур, пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗчӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сирӗн ӑна питӗ нумай калас килет, хӑвӑр хӑйне хӗрхенни ҫинчен, унтан тӗлӗнни ҫинчен калас килет: анчах эсир кӑна каласа пама сӑмах тупаймастӑр, сӑмах тупатӑр пулсан та, тупнӑ сӑмахӑрсем хӑвӑр кӑмӑлӑра ҫырлахтараймаҫҫӗ, вара эсир ҫак чӗмсӗр те ӑнланусӑр чаппа ҫирӗп чун хавалӗ умӗнче, хӑйӗн тивӗҫлӗхӗнчен вӑтанни умӗнче пӗр чӗнмесӗрех пуҫӑра таятӑр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫапах та вунтӑваттӑмӗш, вунпиллӗкмӗш тата вунулттӑмӗш саспаллисенчен акӑлчан сӑмахӗ «iсе» пулса тухрӗ, 84-мӗш, 85-мӗш, 86-мӗш саспаллисенчен «sir» сӑмах пулса тӑчӗ; юлашкинчен документӑн чи варринче, вунвиҫҫӗмӗш йӗркере эпӗ латинла сӑмахсене палласа илтӗм: «rota», «mltabile», «ira», «nec», «atra».
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Пирӗн умра райкомӑн пӗрремӗш секретарӗ Андрей Петрович юлташ сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑн эпӗ унӑн сӑмахӗ пирки хам сӑмах каласшӑн! —
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Председатель пуласлӑх ҫинчен шанчӑклӑн калани, иртни ҫинчен хумханса аса илни, аса илсе, вӑл чи малтан колхоз тыррисемпе лашисем ҫинчен, сӑмах май кӑна ӗҫкунӗсем ҫинчен каласа пани — ҫаксем пурте уйрӑм япаласем пулнӑ, анчах партин опытлӑ работникӗн сисӗм-туйӑмӗ Андрее уйрӑм япаласенчен пӗр-пӗтӗмӗшлине ӑнланса илме пулӑшрӗ: сӑмахран сӑмахах коммунистӑн сӑн-пичӗ туллинрех палӑрса пычӗ.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унтан ҫав хӑрушӑ сӑмах час та часах илтӗнчӗ, унӑн ҫивӗчлӗхӗ мӑкалчӗ, амӑшӗн хӑлхишӗн вӑл ытти ӑнланмалла мар вуншар сӑмах пекех хӑнӑхнӑ сӑмах пулса тӑчӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурте йӗркеллӗ чух, — йӗркийӗ ӗнтӗ, питӗ хӑрушӑ, хумханса, юнаса каланӑ сӑмахсем пулсан та, — пурте сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ иртсен пулать, — ун пек чух кӑвак шлепкеллӗ полисменсем вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн оратор сӑмахӗсенчи уйрӑмах лайӑх вырӑнсене ырласа итлесе тӑраҫҫӗ.
XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун пек туйӑмсене ҫырса кӑтартма сӑмах ҫителӗклӗ мар: вӗсем хуть те мӗнле сӑмахран та тарӑнрах, вӑйлӑрах, тата пӗр сӑмахпа вӗсене пӗлтерме те ҫук.
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ку сӑмах грексен «пытарус» сӑмахӗнчен («тулти», уҫӑ ҫӗрти» тенине пӗлтерет) тата авалхи еврейсен «эзис» сӑмахӗнчен («лартас», «чавса кӗртсе хурас» тенине пӗлтерет) тӑрать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӑртакран король, ура ҫине тӑрса, малалла тухрӗ те, вӑй-халне пухса, сӑмах пекки калама пуҫларӗ, темӗн пакӑлтатать, ҫывӑх ҫынна ҫухатасси вӗсемшӗн, шӑллӗпе иккӗшӗшӗн, мӗн тери йывӑр хуйхӑ иккен, тӑватӑ пин миля килсе те вӗсем пиччӗшӗ вилсе кайиччен ҫитеймен, анчах халӑх вӗсемпе пӗрле ҫапла куҫҫуль юхтарса кулянни вӗсен хуйхине кӑшт ҫӑмӑллатать-мӗн, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн тав тӑвать, хӑй ячӗпе те, пиччӗш ячӗпе те мӗншӗн тесен куна сӑмахпа каласа пама май ҫук, сӑмах мехелӗ ҫитмест, тет… малалла та ҫаплах супӗлтетрӗ, итлесе хӑлха йӳҫрӗ, унтан куҫҫульпе чыхӑнса, тӗн хушнине пӑхӑнса пурӑнакан ҫын пекех «аминь» тесе кӑшкӑрчӗ те ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ хам ӑна вӗлерме тивӗҫсӗр тесе шутланипе мар, — эпӗ ӑна питӗ лӑпкӑн вӗлернӗ пулӑттӑм, — анчах сӑмах халӑхшӑн, пӗтӗмӗшле тавӑрасси ҫинчен… е, ҫук, ку сӑмах вырӑнсӑр, сӑмах халӑхшӑн, халӑха ирӗке кӑларасси ҫинчен пырать пулсан, харпӑр хӑйшӗн тавӑрасси ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Йышӑнатӑп, — терӗ Гленарван, — анчах сӑмахӗ ҫапла пултӑр, — сирӗн «гони» текен сӑмах сыпӑкӗсем «Патагони» сӑмахӑн пайӗ пулманнине кӑтартса парас пулать.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн сӑмах хутаҫӗн тӗпӗнче урӑх сӑмах та юлман пекех вӑл вӗҫӗмсӗр пӗр сӑмахах перет: «Дункан», «Дункан», тет, хӑй каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет, яхта ҫинчи япаласем ҫине пӑхкаласа илет, акӑш-макӑш алчӑраса кайнӑ ҫын евӗрлӗ пулса, горизонталла пӑхса темӗскер шырать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унтан вӑл йӑрст тӑсӑлчӗ те, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тупса, пит ҫӑмӑл, хӗрӳ сӑмахсем каларӗ.Но потом он выпрямился и слово за словом нашёл простые, горячие слова.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.