Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курать те ҫапла калать: акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки, 30. эпӗ Ун ҫинчен: «ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ; 31. эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм, тенӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир ҫакна пӗлетпӗр: саккунпа тӗрӗс усӑ курсассӑн, вӑл ырӑ; 9. ҫакна пӗлмелле: саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн, усаллисемпе ҫылӑхлисемшӗн, Турра хисеплеменшӗн, Ӑна халалланине ирсӗрлетекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшне вӗлерекенсемшӗн, ҫынвӗлеренсемшӗн, 10. аскӑнланса пурӑнакансемшӗн, арпа ар асакансемшӗн, ҫынна чуралӑха сутма вӑрлакансемшӗн, элекҫӗсемшӗн, выльӑхпа асакансемшӗн, суеҫӗсемшӗн, тупа тунине пӑсакансемшӗн, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫ пыракансемшӗн кӑларнӑ.
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ сирӗншӗн Турӑ пек тӑрӑшатӑп-ҫке: эпӗ сире пӗр Ар валли — Христос валли — ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр пек туса тӑратас терӗм.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗненмен хӑрах уйӑрӑласшӑн пулсан — уйӑрӑлтӑр; ун пек чухне вара ар тӑван та, хӗрарӑм тӑван та ирӗклӗ; Ҫӳлхуҫа пире килӗштерсе пурӑнма хушать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те 31. каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. 32. Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑн чухне Эпӗ сана маларах кӑтартнӑ паллӑсем пулӗҫ, вара эсӗ тинӗсрен ҫӗкленекен ар пек курнӑ Манӑн Ывӑлӑм тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кун хыҫҫӑн эпӗ ҫак ар ту ҫинчен аннине, вӑл хӑй патне тепӗр пысӑк йыша — тӑнӑҫлӑ халӑха — чӗнсе илнине куртӑм.12. После сего я видел того мужа сходящим с горы и призывающим к себе другое множество, мирное.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан ӑна тепӗр ар курӑннӑ: илемӗ унӑн — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ те мухтав, аслӑлӑхӗ — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнмелле.13. Потом явился другой муж, украшенный сединами и славою, окруженный дивным и необычайным величием.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Досифей — Вакинора пӑхӑнса ҫапӑҫнисенчен пӗри, юланутҫӑ, вӑйпитти ар — Горгие ярса тытнӑ, ҫав ылханлӑ ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илес тесе, ӑна юпӑнчинчен ҫатӑрласа сӗтӗрсе пынӑ; анчах Фракия юланутҫисенчен пӗри ун патне сиктерсе ҫитнӗ те хулне касса пӑрахнӑ, Горгий вара Марисӑна тарса кайнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӗрӳ тытӑҫу пынӑ чухне тӑшмансем тӳперен ылтӑн йӗвенлӗ ут утланнӑ пилӗк чаплӑ ар аннине курнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ иудейсене ертсе пынӑ: 30. вӗсем Маккавее хӑйсем хушшине тӑратнӑ та ӑна, кӑралӗпе хӳтӗлесе, аманасран сыхласа тӑнӑ, тӑшман ҫине вара ҫӗмренпе ҫиҫӗм ывӑтнӑ, лешӗсем ӗнтӗ, куҫӗ шарса кайнипе, сехӗрленсе ӳкнипе пӑтрашӑнса кайса, хӑйсемех пӗр-пӗрне пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Иуда Маккавейпа унӑн ҫыннисем халӑх пурӑнакан вырӑнсене вӑрттӑн пыра-пыра йӑхташӗсене пуҫтарнӑ, Иудейӑра юлнисене хӑйсен ушкӑнне йышӑннӑ, ҫапла ултӑ пин таран ар пухӑннӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18. «Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19. Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Александр каланӑ: эпир ун пек ар тупайӑпӑр-и тата?16. Тогда он сказал: найдем ли мы еще такого мужа, как этот?
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ Ҫурчӗ чысран тухнӑ ар пек пулса юлчӗ, 9. унӑн хаклӑ савӑтне-хатӗрне тыткӑна илсе кайрӗҫ, пӗчӗк ачасене урамра вӗлерсе тӑкрӗҫ, яш ачасем тӑшман хӗҫӗ айӗнче тӗп пулчӗҫ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт, 12. вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ ар тӑрать, ун аллинче — ҫӗр виҫмелли вӗрен.1. И снова я поднял глаза мои и увидел: вот муж, у которого в руке землемерная вервь.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мирт йывӑҫӗсем хушшинче тӑракан ар каларӗ вара: кусем вӗсем — Ҫӳлхуҫа ҫӗр тавра ҫаврӑнса килме янисем, терӗ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вунпӗрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл шеват уйӑхӗ, — Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 8. ҫӗрле эпӗ ҫакна куртӑм: акӑ путланкӑ вырӑнти мирт йывӑҫӗсем хушшинче ҫӳрен ут утланнӑ ар тӑрать, ун хыҫӗнче — ҫӳрен, ула, шурӑ утсем.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.