Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳремен (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫамрӑкрах чухнехи пек унран тарса ҫӳремен, хирӗҫ пулсан именсе пуҫне те пӗкмен, качча куҫран хӑюллӑн, анчах сивлесе пӑхнӑ, хӗр ача унпа хӑй вӑрҫма сӑлтав шыранӑ пек туйӑннӑ.

Help to translate

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрсапа арӑмӗ ӗҫке Нухрата илсе ҫӳремен, куншӑн каччӑ, паллах, пӑртак пӑшӑрханнӑ та пуль, анчах «тӑван» сӑмаха асӑннӑ чух, пӗр-пӗрне хисеплесе куҫран пӑхса юрланӑ чух вӑл хӑй умӗнче Нухратӑн илӗртӳллӗ сӑн-питне курнӑ.

Help to translate

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миҫе хут ҫӳремен пулӗ Ахтупай ку йывӑҫсен айккипе!

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫу-ук, кунта килсе ҫӳремен эп нихҫан та, — ответлерӗ Эльгеев.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ах, ҫав тӗттӗм чӑрӑшлӑхра ҫухалса ҫӳремен пулсан, лачакари шыва та ӗҫмен пулӗччӗ Аленушкӑн тӑван шӑллӗ. Иванушка та качака путекки пулса тӑмастчӗ, тӑлӑха та тӑрса юлмастчӗ», — ирӗксӗрех аса илчӗ Эльгеев вырӑссен халапне: Ҫунать кӑвайчӗ вылянса, Вӗрет хуранӗ пӑсланса, Ҫиҫет ҫӗҫҫи, вут-хӗм тӑкать Мана пусасшӑн, ӑш вӑркать… — юмахри хӑш-хӑш сӑмахсене хӑй тӗллӗн каласа выртрӗ вӑл.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гимназире вӗреннӗ ҫулсенче мӗн чухлӗ ҫӳремен пулӗ Павлуш Куславкка пристанӗ урлӑ Хусана?

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушпа Герман урампа мар, ҫын ҫӳремен ҫырмасем урлӑ каҫса, Шамов больници патне тухрӗҫ, хӗрлӗ чиркӳ хыҫне пырса тӑчӗҫ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кун пек тӑрантаспа патша майри те ҫӳремен пулӗ, екконӗ-манӗ, — тесе тухса кайнӑ Хӗветӗр Куславккана ҫамрӑк мӑшӑра кӗтсе илме.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мӗнле ҫӳремен?!.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хӑюсӑр ача, ялтан тухса ҫӳремен — вӑтанать.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн чул ҫӳремен пулӗ санпа тусан кӑларса — йӳнӗрех ҫӑмарта шыраса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав кунтанпа Валькка шкула ҫӳремен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах Чӗнере, Иван-Пасси туйне, никам та кайман: Селис пек ял тӑрӑх йӗрсе ҫӳремен Алтатте, туйне чаплӑ тума пурлӑхӗ ҫитмен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пурнас ӗмӗрӗнче Сала майрисем патне сахал ҫӳремен, тетчӗҫ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Экипажсем ҫӳремен ирӗклӗ икӗ енӗн тӳрӗ кӗтесӗ, — унӑн тӑрри тӳрем варрине лекет, — вӗҫӗмсӗр куҫакан юмахри халӑх вӑчӑри евӗр; кунта пӑхса савӑнмалли-тӗлӗнмелли ытлашшипех; асӑнса хӑварма тивӗҫлӗ темиҫе ушкӑна-ӳкерчӗке ҫеҫ палӑртатӑп.

Прямой угол двух свободных от экипажного движения сторон площади, вершина которого упиралась в центр, образовал цепь переезжающего сказочного населения; здесь было что посмотреть, и я отметил несколько выездов, достойных упоминания.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ ӑна хама-хам хӳтӗлеме чиксе ҫӳремен, мана никам та тапӑнма шутламан, анчах вӑл асӑнмалӑх атте парнеленӗ хам ҫумри пӗртен-пӗр хаклӑ япала пулса тӑрать.

Я носил его не для самозащиты. На меня никто еще не собирался нападать, но он дорог мне был как память об отце, его подарок — единственная ценная вещь, имевшаяся у меня.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Хурахсемпе пӗрле ҫӳремен, анчах вӗсене пулӑшса пурӑннӑ, хӑшпӗр чухне пӗрле те хурахла ӗҫсем тунӑ преступниксене те кӗҫӗрӗх е, ӗлкӗреймесен, ыран ирех тытса пӗтермелле пирӗн.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй ниҫта та хыпаланса ҫӳремен тейӗн, хашкамасть те иҫмасса.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ахаль те ҫӳрекелерӗм, — терӗ Сӑпани, тен, кусем хӑй пӳрт патӗнчен айккинелле кайса килнине курнӑ пулӗ тесе; вара хайхи, ҫӳремен тесен, шанӑҫран тухма пулать-иҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нимех те туман пек: суха сухаламан, кӗпе ҫуман, сунара ҫӳремен, ҫапах ывӑннӑ вӑл паян, ҫав тери ывӑннӑ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed