Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыратӑн (тĕпĕ: ҫыр) more information about the word form can be found here.
Эс ҫыратӑн вӗт-ха… — терӗ.

Ведь ты пишешь?..

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс чылай пулать манран ҫыру илмен тесе ҫыратӑн.

Ты пишешь, что не получаешь давно моих писем.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эсӗ мӗн ҫыратӑн?

А ты что пишешь?

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кирилпа калаҫма пӑрахнӑ эпӗ, ҫапах та паян ун патне пырса: — Ҫын ӗренки пулать-и санран хӑҫан та пулин, пулмасть-и? Мӗншӗн эсӗ пӗр пирӗн ҫинчен кӑна ҫыратӑн? — тесе ыйтрӑм.

Я хоть и не разговариваю с Кириллом, но сегодня подошел к нему и сказал: — Послушай, у тебя совесть, в конце концов, есть? Что ты все на одних и тех же выезжаешь?

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Эсӗ «ж» саспаллие ҫаплах чӑтма ҫук начар ҫыратӑн.

Ты отвратительно пишешь букву «ж».

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫакӑн пек ӗҫ сана: вӗсенчен кашнинех икҫӗршер йӗрке ҫыратӑн.

Задание: по двести строчек каждую.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Лаша уксахлать, тесе ҫыратӑн эсӗ.

Ты прописал, конь засекается.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫаплах ҫыратӑн, Илья Васильевич?

— Все пишешь, Илья Васильевич?

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗнле-ха вӑл хлеб сӑмаха е урлӑ ҫыратӑн тет?

— Как же это можно хлеб через е писать?

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

— Сережа, мӗн эсӗ унта пӗрмай ҫыратӑн? — ыйтрӗ Ирина, чылайччен чӗнмен хыҫҫӑн.

— Сережа, что ты там все пишешь? — спросила Ирина после долгого молчания.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ху вӗренмен ача, йӑнӑшсем туса ҫыратӑн, мӗнле эс, учительтен, вӗреннӗ ҫынтан, санран пин хут ытларах пӗлекенскертен кулма хӑятӑн?

Как же ты, неуч неграмотный, смеешь над учителем смеяться, над образованным человеком, который в тысячу раз больше тебя знает?

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тата пӗр уйӑхран Володя ҫакнашкал шухӑшлама пуҫларӗ: пурнӑҫра чи интересли — класа журналпа, глобус е кайӑк катемпи йӑтса кӗни, класа кӗрсен пурте ура ҫине тӑрсан сана сасӑпа пӗр харӑс саламлани; эсӗ пур, сӗтел хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларатӑн, стена ҫине илемлӗ картина ҫакатӑн, пурне те пӗлетӗн, сана пурте сума сӑваҫҫӗ, пурте итлеҫҫӗ, тата кӑштах хӑраҫҫӗ те; эсӗ класс журналне мӗн ҫырнине пурне те вулама пултаратӑн, тӗрлӗ отметкӑсене пӑхса илетӗн, иртӗнме пуҫласан, кирек мӗнле вӑйлӑ ачана та класран кӑларса яратӑн, хулӑн хӗрлӗ кӑранташпа е унтан та ытларах, хӗп-хӗрлӗ чернилпа тетрадьри йӑнӑшсене туртатӑн та, аяла: «В. Дубинин пӑхса тухнӑ. 100 йӑнӑш. Пит япӑх» — тесе ҫыратӑн.

А еще через месяц Володя уже твердо решил, что самое интересное в жизни — это входить с журналом в класс, неся глобус или чучело какой-нибудь птицы, и чтобы все в классе сразу вставали, как только ты появишься, и громко хором здоровались с тобой; ты садишься важно за стол, вешаешь красивую картину на стену, и ты все знаешь, тебя все уважают, все слушаются и даже немного побаиваются; ты можешь читать все, что написано в классном журнале, и заглядывать в любые отметки; ты имеешь право вывести из класса любого силача, если он забалуется, и толстым красным карандашом или — даже более того — совершенно красными чернилами подчеркивать ошибки в тетрадях и подписываться внизу страницы: «Смотрел В. Дубинин, 100 ошибок. Очень плохо»…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ну, мӗн ҫыратӑн та ҫыратӑн!

Ну, что пишешь, пишешь!

XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Эсӗ питӗ нумай вӗреннӗ вӑт, шут шӑрҫисене шалт та шалт ҫеҫ шӗкӗлчетӗн, кашни саспаллиех тата тӗрлӗрен кӑтра-мӑтрасемпе илемлетсе ҫыратӑн, анчах перессе вара темшӗн сана мар, Нагульнова пенӗ… —

— Ты вот шибко образованный, на счетах щелкаешь, аж треск идет, и каждую буковку с кудряшками-завитушками выписываешь, а стреляли что-то не в тебя, а в Нагульнова… —

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫук, ҫыратӑн!

— Нет, будешь!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хм… — терӗ Коновалов, пуҫне хыҫкаласа, — ҫырасса начартарах ҫыратӑн эсӗ.

— Гм… — сказал Коновалов, почесав голову, — а пишешь ты неважно.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Ӑҫта ҫыратӑн, кам патне? — шартах сикрӗ Катерина.

— Куда напишешь, кому? — вздрогнула Катерина.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӗҫ тӑвасшӑн ху, план ҫыратӑн.

— А собираешься дело делать, план пишешь.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Е тата: «Чунӑмҫӑм, мӗншӗн эсӗ куҫҫуль тӑктаракан ҫырусем ҫыратӑн?» тесе ыйтатӑп.

Или: «Дорогой, зачем ты пишешь письма, от которых хочется плакать?»

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пыра-киле тӑтӑшах ҫыра пуҫларӑмӑр, черете-мӗне пӑхми пултӑмӑр, хӑҫан аса килет, мӗн ҫинчен май килет — вуласа тухнӑ ҫӗнӗ кӗнеке ҫинчен-и, е тин курнӑ кинокартина ҫинчен-и — ларатӑн та ҫыратӑн.

А потом стали писать все чаще и чаще, не чванясь друг перед другом, писали, когда хочется, писали обо всем — о каждой новой прочитанной книжке, об интересной кинокартине.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed