Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫӑварне курӑк туни хыпнӑ та ним ҫинчен шухӑшламасӑр ӑна ҫавӑрттарса ларать.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӗсем сарра яракан, пуҫа ҫавӑрттарса аташтаракан, усал шӑршӑ сарса пӳр юхтаракан, тӑранма пӗлмесӗр апат ҫитерттерекен, вар-хырӑмра апата ҫӗртерттермен тата нумай ытти тӗрлӗ чирсемпе те чирлесе асапланаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлашкинчен вара эпир килкартинче ҫавӑрттарса тӑракан ҫил-тӑман тӑркӑшӗнче пытаннӑ пӗчӗк флигелӗн ҫенӗкне кӗрсе тӑтӑмӑр.Наконец, мы влезли в сени маленького флигеля, спрятанного в глубине двора и вихрях снега.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Виҫҫӗр страница ҫинче буржуйсен хырӑмӗ пӑсӑлни ҫинчен роман ҫавӑрттарса хуни вӑл тема-и?А развести на трехстах страницах роман о тоске буржуазного брюха — это тема?
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Курак пӳлӗмӗнче пӗтӗмпех ҫавӑрттарса пӗтернӗ: пит те чӑрсӑр, ҫӗмӗре-ҫӗмӗре ухтарнӑ.В комнате все было перевернуто: обыск был лютый и погромный.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Никам та мар, пӗр вӑл ҫеҫ пӗтӗм кунти ӗҫе ҫавӑрттарса яраканни, — пуҫа касма паратӑп.Всему здешнему делу он, не другой кто, заводчик, — голову отдам.
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Каярахпа, тӗрлӗрен «ытла ҫавӑрттарса хунине» тӳрлетме пуҫласан, вӗсем кулаксене мар, помещиксене ҫеҫ тӗкӗнеҫҫӗ, тесе шутласа илнӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ахӑр, ҫанталӑк пӑсӑласса, тӑман (ҫавӑрттарса тухасса-тӑр?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑна шыв юххи тӗпӗнчен ҫавӑрттарса ҫӗклет.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Тусан ҫавӑрттарса, кӑтиклетекен чӑхсене хӑрата-хӑрата, вӗсем хӑйсене Миша чаричченех урам тӑрӑх чупаҫҫӗ.Взрывая пыль, распугивая ошалело кудахчущих кур, они бегут по улице, пока их не останавливает Миша:
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Чул пӳрте кӗнӗ-тухнӑ тӗлсенче лешӗ ун еннелле епле пӑхать куҫ шуррине ҫавӑрттарса, тапӑнас вӑкӑрла…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тракторсем ӗҫлеҫҫӗ-и, «Сталинец» тенӗ комбайнсем кӗмсӗртетеҫҫӗ-и, хӑвӑрт шӑвакан самоходнӑй «С-4» пынӑ ҫӗртех тулла кӑкран ҫулса пырать-и, плуг хура тӑпрана ҫавӑрттарса пырать-и, молотилка кӗрлет-и, хирсене ҫумлаҫҫӗ-и, акаҫҫӗ-и, сӑвӑраҫҫӗ-и — пур ҫӗрте те, пур ҫӗрте те вӗсем, бригадирсем.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен вӑйлӑ ҫил ҫулсем ҫинчи тата хирти тусана ҫавӑрттарса хӑпартать, садри ҫӳлӗ ҫӑкасемпе хурӑнсен тӑррисене авать, тӑкӑнакан сарӑ ҫулҫӑсене инҫете вӗҫтерет.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑрман хӗрне ҫитсенех ҫынсем ҫил майӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна ларчӗҫ, ҫил вӗсене юрпа шӑлса лартасшӑн алхасать, вӗсем ҫинче шурӑ пӗлӗтсене ҫавӑрттарса ҫӳрет, бук вӑрманӗсенче пӗр чарӑнмасӑр шавлать.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ларса пыраканнисем, чаркӑчӗпе юра ҫавраҫил пек ҫавӑрттарса, нартине аран-аран Тавыль умне чарса тӑратрӗҫ.Взвихрив снег остолом, седоки с трудом остановили нарту возле Тавыля.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ак халь тепӗр путиш ҫавӑрттарса кӑларнӗ иккен-ха Виталий, утне ҫитмен туртине этем хӗр вӑрласа кӗнӗ, лайӑххине, чаплине ӑмсаннӑ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Лодкӑна аларан ҫавӑтса, урайне сарнӑ тӑрӑхсене урисемпе ҫавӑрттарса тата вӗсенчен такӑнкаласа, хӗрарӑма ҫакӑ шалалла илсе кӗрсе кайрӗ, лешӗ тути хӗррисене ҫулакаласа пырать, йӗри-тавра пӑхкалать тата уйрӑмах темле пӗр виҫеллӗн, тарӑннӑн сывлать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Туйипе хӑйӗн аттине ҫатлаттаркаласа ҫапса, хӑрах куҫ ҫурма сасӑпа ерипен те кукӑр-макӑр ҫавӑрттарса калаҫать:Стукая палочкой по своему сапогу, кривой вполголоса, медленно и фигурно говорил:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Валя, ахӑртнех, чееленме шут тытнӑччӗ ӗнтӗ, мӗн калас тенине пит меллӗн те вырӑнлӑн ҫавӑрттарса каланӑн туйӑнчӗ пулас ӑна.Валя, наверное, думала: какая я хитрая, здорово к нему подъехала.
3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Брезент витнӗ виҫӗ тӗнӗллӗ транспортер грузовиксем ҫине пырса ҫапӑнса, лаша пек кутӑн тӑчӗ, унтан баллонӗсене ҫавӑрттарса, ҫул айккинелле ыткӑнчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.