Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурас (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
Чӑрмав кӳрекен сӑлтавсене пӗтермелле, наукӑпа лаборатори инфратытӑмне туса хурас, лартмалли сывӑ хунавсем ҫитӗнтерме лайӑх материал хатӗрлес, хамӑр ҫӗршыври хӑмла татакан комбайнсен сериллӗ производствине йӗркелес енӗпе «ҫул карттисем» туса хатӗрлемелле.

Нужно снять все ограничивающие факторы, разработать «дорожные карты» по созданию научно-лабораторной инфраструктуры, закладке маточников для выращивания оздоровленного посадочного материала, организации серийного производства отечественного хмелеуборочного комбайна.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Республикӑна электротранспорт хатӗрӗсене зарядламалли инфратытӑма 2024 ҫулччен туса хурас тӗллевпе федераци пӗлтерӗшлӗ территорисемпе автоҫулсен переченьне пилот регионӗ пек кӗртнӗ.

В качестве пилотного региона республика включена в перечень территорий и автодорог федерального значения в целях создания зарядной инфраструктуры для электротранспортных средств до 2024 года.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫакӑнпа пӗрлех электричество сечӗсене тытса пыракан пӗрлехи диспетчер службин информаци тытӑмне туса хурас енӗпе «Цифрӑллӑ электричество сечӗсем» проект пурнӑҫланса пырать.

Вместе с тем продолжается проект по созданию информационной системы единой диспетчерской службы управления электрическими сетями «Цифровые электрические сети».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Инвестици проекчӗсене явӑҫтармалли центр туса хурас тӗллевпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсене пӗрлештерекен Шупашкар агломерацине малалла аталантарма палӑртнӑ.

В целях создания центра притяжения инвестиционных проектов планируется дальнейшее развитие Чебоксарской агломерации, объединяющей Чебоксары, Новочебоксарск и Чебоксарский, Мариинско-Посадский, Моргаушский и Цивильский районы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хамӑрӑнне манӑҫа хӑварса ютсенне мала хурас марччӗ.

Help to translate

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Манӑн вӑл каласа панисене кӗскен ҫырсах хурас килчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Саплас, вӗсем ҫаврӑнса киличчен ҫӗлесе хурас, тетӗп.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӑҫта хурас илсе?

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унӑн пуҫӗнче ӑна пуҫ ҫапман, унран килмен, хӑйне тӗллӗнех йӳнеҫсе пурӑнакан Ҫтаппана, сисмесле, ерипен-ерипен тӗп туса хурас, кӗлмӗҫе кӑларас шухӑш ҫуралать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унӑн чӗринче витӗмлӗ сӑмах калаҫа хурас ҫилӗ тӑвӑлса хӑпарчӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Усал хутшӑнтарчӗ-и мана ку ӗҫе?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ те вӑл, ирӗксӗрех ыр кӑмӑллӑн курӑнма тӑрӑшса: — Степан Иванович, ахалех хумханатӑн. Сан мӑнукна ят хурас мар текен ҫук. Лайӑхрах хатӗрлӗр тесе ҫеҫ каларӑм. Хатӗрлесе ҫитернӗ-тӗк, хуран патне пырӑр. Кӗҫех ят хума пуҫлатӑп! — терӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ят хурас мар, ытла та пысӑк ҫылӑха кӗретпӗр пулӗ терӗм.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян Михаил Петрович хӗрне ят хурас ячӗпе утмӑлтурат ҫутаҫҫӗ тата хор юрлать.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫта хурас намӑса…

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанӑн хӑйне ҫав териех пӗчӗке хурас килмерӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чее те ултавлӑ хӗр умӗнче хӑвна мӗншӗн ҫав тери пӗчӗке хурас?

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗре хӑй майлӑ ҫавӑрас е ним шарламан чӗрчун туса хурас тесе, йӑваш хуҫа арӑмӗ пек курӑнма тӑрӑшса, Лукарье хаш сывласа илчӗ те: — Кӗтерук, эпӗ сана тахҫантанпах сӑнатӑп та, эсӗ питех тӑрӑшса ӗҫлетӗн тата чӗлхӳне те ирӗке ямастӑн. Ҫавӑншӑн сана паян пӗчӗк парне парасшӑн, — тесе, Кӗтерука чӑлантан кӗпе, саппун, тутӑр илсе тухса пачӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа сана каласах хурас терӗм.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша пире пурӗ пӗр ҫын вырӑнне хурас ҫук.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурсӑра та систерсе хурас терӗм: думӑра вӑйлӑ тавлашу пулать.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed