Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упраса (тĕпĕ: упра) more information about the word form can be found here.
Аякра пурӑнакан чӑвашсем ун чухне пирӗншӗн аваллӑха упраса пурӑнакан, чӑвашӑн асамлӑ пурнӑҫне шалтан пӗлекен, чӑваш халӑхӗн философине тӗплӗн ӑнланакан йӑхташсем пек туйӑнатчӗҫ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Хулан историйӗпе культурине аталантарас тата упраса хӑварас тӗлӗшпе сахал мар вӑй хунӑ.

Help to translate

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Апла пулин те вӑл темиҫе ӗмӗр хушши ислам тӗнӗ сарӑлнине чарса тӑма, хӑйӗн христиан тӗнне тата политикӑлла никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварма пултарнӑ.

И тем не менее ей в течение долгих веков удавалось сдерживать исламское наступление и сохранять своё христианство и свою политическую независимость.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Мадейрӑн ҫутҫанталӑк заповедникӗ: 1982 ҫулта Мадейра архипелагӗнчи ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе Мадейрӑн Ҫутҫанталӑк Заповедникне туса хунӑ, вӑл тӗнче эткерлӗхӗн пайӗ шутланать.

Природный заповедник Мадейры: С целью сохранения огромного природного богатства архипелага Мадейры в 1982 году был создан Природный Заповедник Мадейры, который является частью мирового наследия.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тархаслатӑп сана, чарӑн, упраса хӑвар хӑвна, пирӗн юрату ҫӗр ҫинче пурӑнтӑр.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Египет фараонӗсем хӑйсен чаплӑ, нумай хутлӑ прическисене упраса хӑварас тӗллевпе (ӗлӗкхи парикмахерсем патне кашни кун кайни ҫара кут хӑварма пултарнӑ), вырӑн пуҫӗнче хӑйне евӗрлӗ пуҫелӗк — икӗ авӑнчӑк хӑма вырнаҫтарнӑ.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачашӑн хӑрасси пуҫланчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӗҫе кайнӑ чухне те, ӗҫре те пулас ачана упраса хӑйне икӗ хут асӑрхануллӑрах тытрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темиҫе ӗмӗр урлӑ сыхласа, упраса хӑварма пултарнӑ вӗсем хӑйсен ҫав тери пуян культурине.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальхинче вӑл хӑйӗн укҫине упраса хӑварас тесе 37 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

На этот раз она, пытаясь сохранить свои деньги, лишилась 37 тысяч рублей.

Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ икӗ хутчен улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36725.html

Пурнӑҫӑн тӗрлӗ тапхӑрӗсем халӑхпа уйрӑм ҫын умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тӗллевсемпе ыйтусем кӑларса тӑратнине шута илсе, кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗп.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Хрантсус чӗлхине упраса хӑварас ӗҫре католиксен чиркӗвӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ, вӑл Британири протестантсен нормисене хирӗҫлесе хӑйсен хаклӑхӗсене аталантарнӑ, унсӑр пуҫне хрантсусла калаҫакансен йышӗ хӑвӑртрах ӳсни те пулӑшнӑ.

Ключевую роль в сохранении французского языка сыграли католическая церковь, противопоставившая свою систему ценностей нормам британского протестантизма, а также более высокий естественный прирост франкофонов.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Упраса хӑварнӑ пулать пархатарлӑ ял халӑхӗ ҫак хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ ҫын ятне.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав юмансем упраса пурӑннӑ пулать чӑваш халӑхне.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӗпсӗр кӳлӗ тени, ӑна вӗт ватӑсем пире валли упраса хӑварма пултарнӑ, татах та тем те пӗр кӗтартӗ.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапах та, кӑна кашни ача пӗлет, енчен те лартнӑ пӗр йывӑҫа пӗтӗмпех упраса ӳстернӗ пулсан кунта тахҫанах, Сӑхӑт тӑршшӗпех, вӑрман кашласа лармалла.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унӑн ырӑ ятне асрах тытӗҫ вӗсем, нумай ҫул иртсен тупӑннӑ наградӑсемпе документсене те упраса, ӑруран ӑрӑва парса пырӗҫ.

Help to translate

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Транспортра турттармалли хӑрушсӑрлӑха тӗрӗслес енӗпе пассажирсене ӑнлануллӑ пулма чӗнетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн вӑй-хал ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе пырать.

Призываем пассажиров с пониманием отнестись к проводимым мероприятиям по проверке безопасности перевозок на транспорте, так как наши усилия направлены на сохранение жизни и здоровья людей.

Пушкӑртстанра пассажир транспортне тӗрӗслеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... le-3492450

Ҫамрӑксем калаҫӑва активлӑ хутшӑннӑ, ҫын сывлӑхӗпе хӑйне мӗнле тытнине сиенлӗ йӑласем сиенлӗ витӗм кӳни, хальхи ҫыннӑн сывлӑхне упраса хӑвармалли ҫинчен пурнӑҫри тӗслӗхсене илсе кӑтартнӑ.

Подростки активно включились в разговор, приводили примеры из жизни о том, как вредные привычки пагубно влияют на здоровье и поведение человека, о том, что необходимо современному человеку, чтобы сохранить свое здоровье.

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... na-3480261

Вӗренекенсем пӗр класра вӗренекенсемпе хутшӑнусем йӗркелеме вӗреннӗ, ҫакӑ туслӑ коллектива упраса хӑварма пулӑшать.

На занятии учащиеся учились выстраивать отношения с одноклассниками, что способствует сохранению дружного коллектива.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта «Коллективра пӗр-пӗринпе хутшӑнасси» темӑпа урок тулашӗнчи заняти иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3473239

Малашне ҫул тытӑмне кирлӗ пек упраса хӑвармалла, ҫак ҫитӗнӳсемпе кӑна чарӑнса тӑмалла мар.

В дальнейшем необходимо сохранить существующую дорожную сеть в надлежащем состоянии и не останавливаться на достигнутом.

ППМИ пулӑшнипе ялти ҫула ункайланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3473108

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed