Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

упраса (тĕпĕ: упра) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑн ҫинчен аслӑ чӑваш ялӗсенче тӑракан вырӑс стрелецӗсем пӗлсессӗн — тӗнче пӗтӗ-ҫав, Аванкай ниепле те пуҫне упраса хӑвараймӗ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ пулӑшасса кӗтнипех ӗнтӗ пурнӑҫне упраса хӑвараҫҫӗ, выльӑх пек мӗскӗн пулса тӑраҫҫӗ, мӗскӗннӗн пурӑнса, этем сӑн-сӑпатне ҫухатаҫҫӗ.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл чӑвашсене телей валеҫсе, тӗрлӗ инкек-синкекрен упраса пурӑннӑ.

Help to translate

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этемлӗх лайӑх пӗлет: чи йывӑр, чи трагедилле саманасенче те нацие упраса хӑварма пулӑшакан чи чаплӑ, никам ҫӗнейми пурлӑхсенчен пӗри вӑл тӑван халӑхне чунтан-чӗререн юратакан писатель ҫырнӑ хайлавсем пулнӑ.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Майра патшан ҫывӑхӗнче тӑракан, Ун сывлӑхне чунтан-вартан упраса усракан — Яштак улпут сисрӗ, чӑтаймарӗ, йӑл кулчӗ, — Хӑй патшине Чӗкеҫпеле паллаштарма вӑл пулчӗ.

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулин, Шупашкар тата Канаш районӗсен историпе культурине упраса хӑварас тата пуянлатас енӗпе ӗҫлет.

Help to translate

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Вӑл выльӑх шутне ӳстерессипе те, ӑна упраса хӑварассипе те аван ӗҫ кӑтартать.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Альберт ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ, ҫавӑнпах пуль ашшӗ-амӑшӗ ӑна куҫ шӑрҫине упранӑ пек упраса, чикӗсӗр юратса, пӳлӗмри чечек вырӑнне пӑхса, тӗрлӗ «хура» ӗҫрен хӑтарса ӳстернӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тивӗҫлӗ канура хастарлӑха чунра мӗнле упраса хӑвармалла-ха/ Ун «рецептне» Уравӑшра пурӑнакан Валентина Абакумова аван пӗлет.

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Этем, ӑшра манран тухакан ТАСА СЫВЛӐША упраса, унпа вӑйпиттиленсе, хӑйӗн йӑхташӗсемпе эпӗ каласа пынипе ҫырнӑ кӗнекере палӑртнӑ 10 халаллӑ сӗнӳпе-хушнипе килӗшӳллӗн хутӑшса пурӑнмалла.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗтнӗ ҫутӑ шанӑҫ «панк хырӑмланнӑ» супӑнь хӑмпи пекех патӑрт! ҫурӑлнӑн, чунри халиччен сӗртӗнме те хӑймасӑр упраса усранӑ ылтӑн хӗлӗх пат! татӑлса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак шанӑҫа куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упраса пурӑнма пуҫларӗҫ те вӗсем — никама та каламасӑр, никама та кӑтартмасӑр, вӑрттӑн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсен, зажигалкине ҫутрӗ, пӗр супка хӗлӗн-ҫӑвӗн пурнӑҫ тӗсне упраса пурӑнакан «чӗрӗ тӗнчен» ӗлкипе, иленкипе киленсе тӑчӗ, унтан «вутне» сӳнтерчӗ те, ҫӗре тӗкӗнсех усӑннӑ аялти тураттисене лӑшлаттарса сиркелесе, чӑрӑш кутне упаленсе кӗчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна ытларах чӑвашла хыпарсемпе, кӑсӑклантаракан темӑсемпе, кулӑшпа тивӗҫтерсен – эпир чӗлхене малашне упраса хӑвараятпӑр тесе шутлас килет.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Хӑйсен чысне упраса хӑварассишӗн манӑн таса ята варалаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗн мӑн асаттесем пин ҫул каяллах чӑвашла калаҫнӑ, тӑван чӗлхене ламран лама, йӑхран йӑха халалласа пынӑ, куҫ пек упраса пурӑннӑ.

Help to translate

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Ҫак пулӑм вара чӗлхесене упраса хӑварас тата аталантарас тивӗҫе аса илтерсех тӑрать.

Help to translate

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Кашни халӑх чӗлхине шута хуни тата хисеплени тӗнчере тӑнӑҫлӑха упраса хӑварма пулӑшать.

Help to translate

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

Help to translate

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed